Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

1-10-мӗш кӗлӗсем (Кибеч)

Эй, Ҫӳлти Турӑ, Аслӑ Турӑ, Чӑваш Турри! Ҫӗр ҫинче пӗр пек курӑк ҫук, пӗр пек йывӑҫ ҫук, пӗр пек ҫын ҫук, пӗр пек халӑх ҫук. Кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ, чунӗ, хӑйне сыхлакан Турри. Чӑваш ҫыннин те ҫавах.
Эй, ман Туррӑм! Сана кӳрентерекен сахал мар тупӑнчӗ. Эсӗ пӗртен-пӗрре пулса пирӗн пата тӗрлӗ ятпа килтӗн. Санран: Хӗвел турринчен, Уйӑх турринчен, Ҫӗр турринчен, Шыв турринчен кулчӗҫ! Хӑйсен турри ҫын евӗрлӗ пулнипе мухтанчӗҫ. Чӑваш шутлать урӑхла: ҫын вӑл нихаҫан та Турӑ шайне ҫӗкленеймест. Ҫынран Турӑ тума кирлӗ мар. Чӑваш Турри хӑйне евӗр — кашнине пурнӑҫ парса пулӑшса пыракан, усалран сыхлакан хӑват, халӑх хӳтлӗхӗ, тӗрекӗ. Чӑваш валли Чӑваш Турри пур.
О Всевышний, о, Господи, о, Великий Бог Чувашский! На земле нет одинаковой травинки, однообразного дерева, пахожих, как две капли воды, людей, совершенно подобных друг другу народов. У каждого свой образ и лицо, свой дух и своя душа, оберегающий и защищающий народ свой Бог.
О, мой Бог! Кто только не посягал на твою честь; из-за того, что будучи единым, ты явился к нам разноименным, глумились над Богом Солнца, Богом Луны, Богом Земли, Богом Воды, кичась и восхваляя своего, человекоподобного бога. Чуваш мыслит по своему: человеку вовеки не дано вознестисъ до уровня Бога. Да и не следует, чтобы из простого смертного сотворили кумира в лице Всевышнего. Чувашский Бог другой — каждому дарующий и дающий силы, добро, оберегающий от зла, являющийся защитой и опорой своему народу. Для чуваша существует Чувашский Бог.
* * *
Эй, тӳрӗ Туррӑмӑр! Эсӗ пире ӗмӗр-ӗмӗр ӗненӗве, ӗмӗте, юратӑва чӗрере упраса ырлӑх ҫулӗ ҫине тухма вӗрентсе пыратӑн, вӑйна-хална шеллеместӗн. Эпир вара Сан пархатарна тивӗҫ ҫынсем пулаймарӑмӑр.
Нумай шутларӑм, пуҫӑма ватрӑм: мӗншӗн-ха ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере телейсӗррисем ҫав тери йышлӑн? Пӗрисем каларӗҫ — шӑпамӑр ҫапла, теприсем — саманана хурларӗҫ. Эпӗ вара шутлатӑп урӑхла: чи телейсӗррисем Сана, хамӑр Туррӑмӑра маннисем. Ун пеккисен мулӗ те, сумлӑ ячӗ те пулӗ, телейӗ — айккине тӑрса юлӗ.
Ырӑ Туррӑмӑр, Сан тивлетӳсӗр эпир нихӑҫан та пархатар курас ҫук.
О, Боже правый! Не жалея сил и не щадя Себя, сохраняя Веру, Надежду, Любовь, ныне, присно и во веки веков учил и учишь нас идти путем благоденствия. Мы же оказалисъ недостойными Твоего благорасположения.
Не раз размышлял и задумывался: почему нас, униженных и обделенных, так много на этом белом свете? Одни тешили себя тем, что такова наша участъ, другие утверждали, что на нашу долю выпало такое время. Я же считаю иначе: самые несчастные — это те люди, которые всуе забыли Тебя, нашего Бога. Такие могут нажитъ себе добро, согреться в лучах славы, но счастье обойдет их стороной.
Боже Ты наш праведный и добродушный, без Твоей благодати нам никогда не стать счастливыми и благородными.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Камсем-ха вӗсем Сана кӳрентерекен йӗксӗксем?
Сана тиркеҫҫӗ, Сана сивӗлеҫҫӗ чӑвашлӑхран пӑрӑннисем, тӑван халӑхне маннисем, усал ӗҫпе ҫылӑха кӗнисем, урӑх халӑх туррине пуҫҫапакансем. Ҫын вӑл ҫапла: мӗн чухлӗ ҫылӑхӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ Турӑран аяккарах. Ӑна Турӑ кирлӗ мар. Эсӗ ҫук пулсан яваплӑх та ҫук, иртӗхсе пурӑнма ирӗклӗ. Ӑшра усал сывлӑш хуҫаланать, ҫынлӑх манӑҫа юлать. Сана ӗненмен ҫын кӗҫех Эсрел чурине ҫаврӑнать.
О, Чувашский Бог! Кто же те мерзавцы, унижающие Тебя? Тобой гнушаются, Тебя порочат. Порочат те, кто старается открещиваться или отстранился от чувашского идеала и дела, кто забыл и предал родной народ, кто молится чужим богам. Сущность человеческая такова: чем больше у него грехов, тем дальше отдаляется от Бога. Такому Бог не нужен. По его логике, если Тебя нет, значит, нет и ответственности, вольготней жить распутной жизнью. В его душе дьявольский дурман, человечности нет места. Не верующий в Тебя вскоре превращается в слугу Сатаны.
* * *
Эй, Турӑ! Эпир Сан умра айӑплӑ. Ҫапах Сан ырлӑхна, юратӑвна тивӗҫ. Пирӗн урӑх Турӑ ҫук, Санӑн та урӑх халӑх ҫук. Эпир те, Эсӗ те пӗр хуйхӑпа, пӗр асаппа, пӗр савӑнӑҫпа пурӑнатпӑр. Тивӗҫех мар пулсан та, Сан ҫумра хутлӗх шыратпӑр. Каҫар пире, айван ачусене. Хӑв хӑватна ан шелле, хаярлӑхна ан пусар, халӑха сиенлекен сутӑнчӑксене ан хӗрхен. Ҫунтар вӗсене, пӗтер вӗсене, пурлӑх сӑптӑрса пирӗнтен кулса пурӑнакансене. Ҫавсене пулах пӗрлӗх ҫук. Тӗп ту вӗсене. Утне те чӑваш ҫӗрӗ ан йышӑнтӑр, выҫӑ ҫӑхансем, йытӑсемпе шакалсем ҫисе яччӑр. Сан хаярлӑху ытларах усал вӑйсем валли пултӑр.О, Бог! Пусть даже мы пред Тобою виновны, все же достойны Твоего благоденствия и Твоей любви. У нас нет иного Бога, у Тебя тоже нет другого народа. И мы, и Ты живем одними невзгодами и горесшями, одними благами и радостями. Пусть и не во всем достойны Тебя, все же в Тебе ищем защиту. Прости нас, своих несмышленых детей. Не жалея Своего могущества, не усмиряя Своего гнева, беспощадно карай тех, кто, зубоскаля, грабит народ, предавая его интересы, наносит ему урон. Из-за таких и нет единства в народе. Покарай их, пусть их прах не примет земля чувашская, пусть их склюют вороны и, растерзают кровожадные псы и шакалы. Твой гнев пусть обернется против темной силы.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Эпир кунnа пурте чурасем, урӑх турӑ тарҫисем. Пирӗн пурнӑҫӑмӑр хамӑршӑн мар, ытларах ют ҫыншӑн. Пире касрӗҫ, вакларӗҫ, пайласа пӗтерчӗҫ. Эпир халӗ сапса янӑ пӑрҫа пек. Пирӗн сурансем паян та юнӑхса тӑраҫҫӗ. Чулман, Ҫарӑмсан, Сӗве, Ҫавал, Атӑл тӑрӑх шыв мар, пирӗн куҫҫулӗ юхатъ.
Эй, Турӑҫӑм, хӑҫан пире пӗрлештерсе пӗр халӑх тӑвӑн-ши, пӗр тӗллевпе, пӗр ӗмӗтпе пурӑнма вӗрентӗн-ши ? Хӗрхенсем пире, айвансене, чуралӑх туйӑмӗнчен хӑтӑша пӗлменскерсене. Ан пӑрах пире, пулӑш пире, тӗрек пар пире. Сансӑр пуҫне хута кӗрекен пулас ҫук.
О, Чувашский Бог! Все мы здесь рабы, слуги чуждого нам бога. Наша жизнъ принадлежит не нам, а чужим людям. Нас резали, кромсали, раздробляли. Нас рассыпали, как горох. Наши раны кровоточат и поныне. Ветлуга, Черемшан, Свияга, Цивиль, Волга полнятся не водицей, а нашими слезами.
О, Боже, когда же объединив нас, создашъ единый народ, научишь нас жить единой целью, единой мечтой? Пощади нас, неразумных, неспособных освободиться от чувства рабства и покорности. Не покидай нас, помоги нам, будь опорой. Кроме Тебя за нас никто не заступится.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Каҫар пире. Улшаланнӑ эпир. Хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑх хыҫҫӑн кайса телейлӗ пулатпӑр тесе шутланӑ. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ, ырлах ҫулӗ ҫине ӳкеймерӗмӗр. Йышлӑ халӑх ӑслӑ пуль тенӗччӗ. Ҫук, хӑй те арпашӑнса кайрӗ; ыттисене хӗстерекен халӑх телейлӗ мар иккен. Ӑна хисеплеми, курайми пулчӗҫ. Хӑвна пусмӑрлакана ӑҫтан юратма хал ҫитерӗн.
Эй, Чӑваш Турри, ан пӑрах пире. Ҫын хыҫҫӑн кайса хамӑр ҫула ҫухатрӑмӑр, Сана кӳрентертӗмӗр. Каҫар пире, мӗскӗнсене. Эсӗ хӑвӑн айван ачусем ҫине хаярлӑх ярсан та, эпир ӑна юратса ҫапни вырӑнне кӑна йышӑнӑпӑр. Ашшӗ ачисене тӑна кӗртсе илни япӑх япала мар.
О, Чувашский Бог! Прости нас. Мы обманулись, думали, что, пойдя за покорившим нас народом, будем счастливы. Наши даяния не оправдались, мы не смогли выйти на стезю благополучия. Надеялисъ на разум многочисленного народа. Ан нет, он сам запутался: оказывается, народ, поправший свободу других народов, никогда не будет счастливым. Его перестали уважать и даже пренебрегают им. Действительно: как же полюбишь того, кто покорил тебя силой?
О, Чувашский Бог, не покидай нас. Следуя за чужаками, мы потеряли из виду свою дорогу. Тебя оскорбили. Прости нас, горемычных. Пусть даже Ты и нашлешь на своих неразумных и заблудших детей Свой гнев, мы это воспримем как должное. Разве не богоугодное это дело, когда отец из любви к своим чадам и, желая им добра и благоденствия, приструнивает своих детей.
* * *
Эй, Аслӑ Турӑ! Пирӗн ҫылӑх ҫӳпҫи калама ҫук пысӑк. Ма тесен аттемӗрсен ҫылӑхӗ те пирӗн ҫине капланса ӳкрӗ. Тӳсмелле ентӗ. Санран ҫӑмӑллӑх ыйтмастпӑр, тӗрӗслӗхе тӗпе хурса суд ту пире, тӑна кӗрт, урӑлтар. Эпир пурне те чӑтса ирттерме хатӗр. Пирӗн халӗ пӗртен-пӗр тӗллев — нумай ҫул хушши пухӑннӑ ҫылӑха ачамӑрсене парса хӑварса вӗсен пурнӑҫне йывӑрлатас марччӗ. Эй, Аслӑ Турӑ, тасалӑва пирӗнтен пуҫласам, кӑвар ҫинче ҫарран ташлаттарса чунӑмӑрти усал сывлӑша силлесе кӑларсам. Тасалу ҫулӗнчен пӑрӑнакан чӑвашсем тупӑнсан, вӗсене ан хӗрхен. Сана хирӗҫле ҫын нихӑҫан та телейлӗ пулаймӗ, упӑшкасӑр е арӑмсӑр тӑрса юлӗ, ачисем тарса ҫӳрӗҫ, ячӗ те пӗр сыпӑкранах ҫӗр ҫинчен ҫухалӗ.О, Великий Бог! Укладка наших грехов невообразимо огромна. Ибо и грехи наших отцов взвалилисъ на наши плечи. Надобно стерпеть. Поблажек у Тебя не просим, суди нас по справедливости, вразуми нас, протрезви. Мы готовы стерпеть все муки. У нас теперь одна единственная цель — не отягчать судьбы наших детей, оставляя им свои грехи, накопленные нами на протяжении многих лет.
О, Великий Бог, очищение начни с нас, заставляя плясать на горящих углях, вытрави из наших душ злой дух. Ежели найдутся чуваши, не желающие очищаться, не пощади их. Человек, идущий против Твоей воли, никогда не будет счастливым, останется вдовцом или вдовой, дети ударятся в бега, а его имя уже через одно поколение исчезнет, забудется.
* * *
Эй, Турӑ! Тем чухлӗ ҫине тӑрса аксассӑн та, вырмалли сахал. Чӑвашлӑх анинче ытларах пуш пучах кӑна. Начарланса ҫитнӗ эпӗр, ӗлӗкхи улӑплӑх та сӗвӗрӗлсе пӗтнӗ, хӗҫ тытма та маннӑ. Кун пекех пулсан умри ҫутӑ пачах сунес хӑрушлӑх пур: таврана хура пӗлӗт хупласа илӗ те пӗрне-пӗри паллайми пулӑпӑр, чӑваш камне манӑпӑр.
Эй, Турӑҫӑм, Санӑн пулӑшӑву пире паян кирлӗ, ыранхи — кая юлни пулӗ. Вӑхӑтра панӑ пулӑшу пӗчӗкҫӗ кӑна та, ҫапах юлса панӑ пысӑк пулӑшуран пахарах. Ҫав тери йывӑр пире. Шӑтӑксене те алтса хунӑ, хамӑрах чавтарчӗҫ; тӗксе ярас текен те кӗтупех. Тунсе кайсан тӑпрапа витме хатӗррисем те чӑвашсемех, тӑшман ҫумӗнче йӑпӑлтатса тӑраҫҫӗ.
Эй, Туррӑм, эсӗ малтан ҫавсене асӑрха, шалкӑм ҫаптарса аллисене кӗреҫе тытайми ту. Мана вара ҫав шӑтӑка тӑшмана тӗксе яма пулӑш.
О, Бог! Как бы усердно мы не сеяли, почти нечего пожинать, на ниве чувашской идеи и дела один пустоцвет. Мы совсем захирели, улетучилась удалъ Улыпа, эабыли как меч в руках держать. Если и дальше так продолжится, то есть реальная угроза полнейшего исчезновения чуть брызжущего впереди света: нас могут наглухо обступить черные тучи и мы будем не в состоянии распознатъ друг друга, напрочь забудем свое чувашское происхождение.
О, Боже, Твоя помощъ нам необходима сегодня, завтра она может опоздать. Своевременная помощь, пусть даже незначительная, важнее внушительной, но запоздалой поддержки. Нам донельзя тяжело. Для нас и могилы уготованы, самих же вырыть заставили, а людишки, жаждущие нас столкнуть в ту яму, стоят толпой. Толпятся и другие, — к сожалению, те же чуваши! — заискивая перед нашими врагами, готовы в тот же миг нас засыпать землей.
О, мой Бог, упреди их, парализуй, недай им взяться за лопаты. Мне же дай силы сокрушитъ врагов и сбросить их в ту яму.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Эпир, Сана пӑхӑнма маннӑ ҫынсем, ҫак ырӑ ӗҫе мӗнле тумаллине те пӗлместпӗр вӗт-ха; ӑс пар пире, вӗрент пире. Сан умӑнта эпир упаленсе ҫуренӗ хыҫҫӑн тин ҫеҫ ура ҫине тӑнӑ ача евӗр кӑна. Чунӑмӑр та пирӗн хамӑрӑн пек мар, урӑх турӑ хуҫаланни сисӗнет. Мӗнле пурӑнмаллине те вӑлах вӗрентсе пычӗ. Ҫипуҫӑма якатрӑмӑр, капӑр ҫуртсем лартрӑмӑр, чун тасалӑхӗ пирки шутламарӑмӑр, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса, ӗҫкӗпеле иртӗхсе чӑваш йӑхне хавшатрӑмӑр, шуйттан чури пулса тӑтӑмӑр.
Эй, Туррӑм, чӑваш чунне тавӑрса парса хӑвна пӑхӑнма вӗрент пире, сапаланса кайнӑ сурӑхсене. Пире паян Аслӑ Кӗтуҫӗ кирлӗ.
О, Чувашский Бог! Мы, забывшие о покорности Тебе, даже неразумеем, как сотворитъ нам это благородное дело; дай нам здравый рассудок, вразуми нас. Пред Тобой мы, как малые дети, только что научившиеся ходить. Да и душа у нас не похожа на свою, полна бесчинства чуждого нам бога. Он же и учил нас житью-бытью. Научились красиво одеваться, строить добротные дома, только вот не помышляли мы о чистоте своей души; ссорясь друг с другом, прозябая в пьянстве, ослабили мы род чувашский, стали мы рабами Сатаны.
0, наш Бог, возвращая нам чувашскую душу, научи нас, заблудших овец, поклонятъся Тебе. Нам сегодня просто необходим Старший Гуртовщик.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Сана хурлакан, Санран кулакан нихӑҫан та мана ҫывӑх ҫын пулас ҫук. Эпӗ вӗсенчен йӗрӗнсе кӑна иртсе каятӑп. Хӑрушӑ вӗсем, ӳтӗнчен сивӗ тапса тӑрать, куҫӗнчен — хаярлӑх, чӗлхинчен — наркӑмӑш. Савӑнӑҫӗ те вӗсен пӗрре кӑна — чӑваша сӑхса суранлатасси. Вӑйлисенчен вара ая ярасла хӑраҫҫӗ. Вӗсемшӗн чи лайӑххи — айван та сутӑнчӑк чӑваш; ҫавна мухтаҫҫӗ, ҫӗклеҫҫӗ, чаплӑ пукан ҫине лартса хӑйсен юррине юрлаттараҫҫӗ; чӑваш чӑвашпа хирӗҫнине курсан, ҫапӑҫу ҫулӑмӗнче ҫунса кайччӑр тесе юман вутти пыра-пыра пӑрахаҫҫӗ. Урӑхлараххисем те ҫук мар: йӑл-йӑл кулса калаҫаҫҫӗ, чӑваш хутне кӗрем пекки тӑваҫҫӗ, халӑх тунӑ пурлӑха Мускава е Хусана ӑсатса пурӑнаҫҫӗ. Укҫи ӑҫта кайнине эпир нихӑҫан та пӗлес ҫук. Ҫак ҫынсене, паллах, Чӑваш Турри кирлӗ мар. Вӗсен чунӗ тахҫанах ҫичӗ юта сутӑннӑ. Ан хӗрхен Эс вӗсене, пуянлӑхпа чыхӑнма укҫа мурӗ ярса пар.О, Чувашский Бог! Тот, кто скверно говорит о Тебе, кто глумится над Тобой, тот никогда не станет близким мне человеком. Презирая таких, я пройду стороной. Ибо они ужасны: от их тела обдает холодом, в глазах у них — жестокость, на языках — отрава. Их единственная радость — заклевать и изранить чуваша. А сильных чувашей они боятся как черт ладана. Для них высшее благо — оболваненный и продажный чуваш; таких хвалят, возвеличивают, и подсаживая на трон, заставляют петь их песни. А ежели увидят дерущихся чувашей, то, чтобы те скорее сгорели в огне вражды, подливают масла. Есть и другие: мило улыбаются, поддерживают разговор, вроде, заступаются за чуваша, а сами, нажитое народом добро, с выгодой для себя отправляют то в Казань, то в Москву. И никогда нам не узнать: где и в каком количестве оседают их барыши. Этим людишкам, конечно же, Чувашский Бог не нужен. Их душонки давно выкуплены чужаками. Не щади Ты, Боже, таких сибаритов, пусть подавятся богатством и деньгами.

А. Кибечӗн «Кӗлӗсем» кӗнекирен. Автор хӑй ирӗкне панипе кӗртнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-12 12:16:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10061 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org