Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Столяр, платник словарӗ

Умсӑмах

Ҫурт-йӗр ҫӗклесси, хуралтӑ лартасси сӑваплӑ та йывӑр ӗҫ. Чӑвашсен ҫурт-йӗрӗ мӗнле пулнине, ҫак ӗҫ мӗнле аталаннине пирӗн ӑсчахсем нумай тӗпченӗ. Вӗсемпе Н.В.Никольский /Ҫырнисен пуххи - 2004/, Н.И.Воробьев, А.Н.Львов, Н.Р.Романов, А.Р.Симонов /Чуваши. Этнографическое исследование. 1956 г., 1 пайӗ/, Г.Н.Павлов /Чувашская народная архитектура. 1962 г. /Кандидатская диссертация/, Г.Б.Матвеев, П.П.Фокин /Традиционная культура чувашей. 1995 г./ тата ытти автор кӗнекисенче паллашма пултаратӑр.
1861 ҫулта крепостла правӑна пӑрахӑҫласан тата чӑвашсене Христос тӗнне йышӑнтарсан, ял хуҫалӑхӗнче земство йӗрки ҫӗнтерсен чӑвашсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Тӗслӗхрен, тавраланса, ҫавракаланса урамсӑр ларакан ялсенче планласа урам, тӑкӑрлӑк тумалла, кил хушшисене тӑваткалламалла, пурӑнакан пӳрт-ҫуртра вырӑсла мӑрьеллӗ /трубаллӑ/ кӑмакасем лартмалла пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра, тен, маларах та, вырӑс чӗлхинчи стройка ӗҫӗнчи япаласене, стройматериалсене, платник ӗҫ хатӗрӗсене палӑртакан ятсем чӑваш чӗлхине кӗнӗ.
Астутару: хӑш-пӗр ят вырӑс чӗлхине нимӗҫ, латин, славян чӗлхисенчен кӗнӗ, ҫаплах чӑваш чӗлхине куҫнӑ. Вӗсене словарьте асӑрхатӑр.

Ҫурт-йӗр лартма кирлӗ паллӑ япаласен, материалсен /ячӗсен/ словарӗ

Йывӑҫ — лес, пиломатериалы. Вӑрман. Вӑрманта ӳсекен йывӑҫсем. Вӑрман касса ҫурт-йӗр лартма йывӑҫ хатӗрлерӗм.
Мӑк — мох. Шурлӑхра ӳсекен курӑк. Ӑна типӗтсе мӑк тӑваҫҫӗ Мӑка пӗрене хушшине ӑшӑ тытма хураҫҫӗ. Пура пусӑрӑнсан аркисене пӗрене хушшине тавӑрса чикеҫҫӗ.
Кантӑк — стекло. Оконное стекло. Чӳрече рамине кантӑк касса лартаҫҫӗ. Кантӑк витӗр ҫутӑ кӗрет.
Кӗҫҫе — войлок. Вут-ҫулӑмран упранмалли ҫӗре кӗҫҫе чиксе хураҫҫӗ. Кӗҫҫене ҫӑмран йӑваласа тӑваҫҫӗ.
Кирпӗч — кирпич. Вырӑс чӗлхине тӗрӗк чӗлхинчен кӗнӗ. Тӑма ҫӑрса, калӑпласа хӗртсе тунӑ чул. Кирпӗчрен никӗс яраҫҫӗ, ҫурт стенисене купалаҫҫӗ, кӑмака тӑваҫҫӗ.
Пӑта — гвоздь. Пураланса, ҫыпҫӑнса тӑракан япаласене, конструкцисене ҫапӑнса, туртӑнса тӑракан чикме, тытӑм. Йывӑҫ пӑта, тимӗр пӑта, йӗс пӑта. Чӗрнеленсе, карӑнса тӑракан ураллӑ пӑта (скоба).
Пӗрене — бревно. Хыр, чӑрӑш, ҫӑка, ӑвӑс вуллисенчен касса тунӑ. Ҫуртне кура тӑршшӗ 5-9 м.
Пӳрт-ҫурт — строения, кил-ҫурт хӳтлӗхӗсем. (Кил-ҫурт словарне вулӑр. «Хыпар», 2001 ҫ., кӑрлач, нарӑс уйӑхӗсем).
Сӑрӑ — краска. Ҫупа хутӑштарнӑ тӗслӗ минерал. Урай сӑрри, чӳрече сӑрри. Шурӑ сӑрӑ. Пӳрт-ҫурт пайӗсене сӑрламалли материал.
Сӳс — пакля. Мӑка пуҫтарса аркине пӗрене хушшине е уйрӑм хушӑксене чиксе тултарнӑ, хупланӑ ҫӗрте усӑ куракан материал. Кантӑр сӳс(ӗ), йӗтӗн сӳс.
Ҫӑрнӑ тӑм — раствор. Тӑмпа, цементпа, хӑйӑрпа шыв ҫинче хутӑштарнӑ ҫӑркӑч, ҫӑрнӑ тӑм.
Тӑм — глина. Кирпӗче тӑмран тӑваҫҫӗ. Кӑмакана тӑм пылчӑкӗпе, растворӗпе хураҫҫӗ. Ӑна шуратма шурӑ тӑм кирлӗ.
Хӑйӑр — строительный песок. Кирпӗч, раствор тума кирлӗ хатӗр.
Хӑма — доска. Йывӑҫран (пӗренерен) ҫурса тӑваҫҫӗ. Пӑчкӑпа (хӑма пӑчкипе) ҫурнӑ хама. Урай хӑми, мачча хӑми.
Хӑмпӑ — пузырь. Тахҫан авал, XIX ӗмӗрсенче чӳречене кармалли хатӗр. Ӑна кайран кантӑкпа улӑштарнӑ.
Шуҫ тимӗр — жесть. Листовое железо. Пӳрт тӑррине витмелли материал. Шуҫ тимӗрпе витнӗ пӳрт тӑрри, ӑна хӗрлӗ сӑрӑпа, сурикпе сӑрланӑ.
Юпа — столб. Чурпан. Никӗс юпи, кӑмака юпи, карта юпи, хапха юпи, сарай юпи, юман юпа.

Ҫурт-йӗр ӑстисен, платниксен ӗҫ хатӗрӗсен ят словарӗ

Автӑ — долото. Пӗрене енчӗкне, хӑпӑлне чавмалли ӑйӑ, ийӗ.
Айпӑлта — топорик. 1. Пӗчӗк пуртӑ, платник пуртти. 2. Кӑрал, авалхи ҫар ҫыннин хӗҫ-пӑшалӗ.
Аршӑн — кивӗ виҫе туйи, патакӗ. 71, 12 см (XVI ӗмӗрте вырӑссем тутарсенчен илнӗ сӑмах. Тӗрӗкле — аршин, персла — ӑрш — чавса).
Пӗр аршӑнта икӗ чавса е тӑватӑ шит (пядь), е 15 (16) «хуҫлатнӑ» шӗвӗр пӳрне сыппи (вершок). Аршӑнпа пӳрт тӑршшӗне, сарлакӑшне виҫрӗм.
«Сакӑр аршӑнлӑ пӳрт лартрӑм. (5м 68см 96мм. = 6 м)» (Н.И.Ашмарин).
Ашак, ашӑк — бабка. Пӗрене айне хывнӑ кӑпташка, каска пуканӗ.
Айӑ, ӑйӑ — долбежник. Ӑйӑ, ыйӑ, ийӑ. Ийӗ йывӑҫа, пӗренене, хӑма пӑрӑсне касса шӑтармалли, чакаламалли тимӗр каскӑч. Ӑйӑпа енчӗк касрӑм, тӑваткӑл чашӑк авӑтрӑм. Ӑйӑ аври, ӑйӑ тимри, кӑпӑлӗ, ӑйӑ каскӑчӗ, ҫӗҫҫи. Тӳрӗ каскӑчлӑ ӑйӑ.
Ӑйӑайӑ сӑмаха вулӑр.
Бур — бурав. Пысӑк пӑра. Вырӑссем бур сӑмаха тутарсенчен борау, бор — «пӑр, ҫавӑр» сӑмахсенчен илнӗ.
Пысӑк бур, вӑрӑм бур, йывӑҫ шӑтармалли бур, пӑр шӑтармалли бур, ҫӗр шӑтармалли бур.
Вакӑ — вага. Рычаг. Коромысла больших весов. Авӑр, пӑсӑркӑч, пуслӑх. Вӑя кӗвентелесе, вакласа ӳстерекен пуслӑх. Йывӑҫ (кашта, пӗрене, юпа, чарак) вакӑ, тимӗр (лом, кашта) вакӑ. Вӑрӑм, хулӑн вакӑна пурана хӑпартрӗҫ, шашки ҫине савӑл хурса лартрӗҫ.
Вар — смола (вар, варить сӑмахран), сӑмала, битум. Хыр сӑмали, мазут сӑмали, ҫемҫе сӑмала, хытӑ сӑмала, битум сӑмали. Сӑмалапа никӗс юпине сӗрсе лартрӑм.
Ватӗрпас — ватерпас (голланд чӗлхинчен кӗнӗ сӑмах. Шыв ҫи шайӗ) отвеспа (шайпа) горизонт (ҫӗр лаптӑкӗн чиккинчи) хушшинче тӳрӗ кӗтесе (90°) кӑтартакан хатӗр. Уровень сӑмаха вулӑр.
Верстак — верстак (нимӗҫ чӗлхинчен кӗне сӑмах). Ӑстан, мастерӑн ӗҫ вырӑнӗ, сӗтелӗ. Платник верстакӗ — вӑрӑм сӗтел. Сӗтел вӗҫне хӑмана лаптӑк хурса савалама тӑрӑм мӑйракине лартнӑ. Столяр верстакӗ, платник верстакӗ. каткаҫӑ верстакӗ, ал ӑсти верстакӗ.
Вул, вулӑ — ствол, вак йывӑҫ вулӗ, авӑр вулӗ, ӗҫ хатӗрӗн вулӗ. Хыр вулӗнчен виҫӗ пӗрене тухать. Арман вулӗ ҫирӗп. Кӗреҫе аврин вулӗ яка. Рычак вулӗ ҫирӗп.
Галтел — галтель. Ятарлӑ сава. Сава сӑмаха вулӑр.
Дрель — дрель. (Нимӗҫ чӗлхинчен кӗнӗ сӑмах. Пӑра.) Вӑйпа ҫавӑрса ӗҫлемелли машина. Ал вӑйӗпе ӗҫлекен дрель. Электричество вӑйӗпе ӗҫлекен дрель. Сывлаш вӑйӗпе ӗҫлекен дрель. Пӑра, бур вырӑнне усӑ кураҫҫӗ. Пӑра сӑмаха вулӑр.
Ещӗк — ящик. Платник япалисене, ӗҫ хатӗрӗсене ху-малли ещӗк. Ящик сӑмаха вулӑр.
Ийӑ — Айӑ сӑмаха вулӑр.
Кайӑр — ҫавра каскӑллӑ айӑр, кар. Чӗрен сава. Чӗрес, ҫӳпҫе ӑшне саваламалли сава чӗрен. Вӑрӑм авӑрлӑ кайӑр. Кӗске авӑрлӑ кайӑр.
Калевка — струг, сава. Сава сӑмаха вулӑр.
Калттир — галтел. Сава сӑмаха вулӑр.
Кантра — веревка. Пӗренесене туртса кустарма, ҫыхма кирлӗ кантра.
Кара — резец, ӑйӑ. Тӗртсе саваламалли, касмалли хатӗр. Лапка каскӑчлӑ кар. Ҫавра каскӑчлӑ кар. Карпа чӗрес, ҫӳпҫе, валак ӑшне чӗрсе якатаҫҫӗ, пура пӗренин пас лакӑмне тасатаҫҫӗ. Карпа пӗрене хуппине сӗвеҫҫӗ, туратне касса-саваласа якатаҫҫӗ.
Каскӑч — резец. 1. Касакан, чутлакан тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗ. 2. Пуртӑ-ӑйӑсен йывӑҫа касакан ҫӗҫҫи.
Кӑмака — печь. Пӳрт кӑмаки. Кӑмака тумалли ӗҫ хатӗрӗсен словарьне вулӑр.
Кӑмакаҫӑ — печник. Кӑмакаҫӑ словарӗнче вулӑр.
Кӗле — затвор, замок. Тӗрлӗ майпа хӗстерсе, ҫаклатса-савӑлласа, питӗрсе тӑракан хатӗр. Тимӗр кӗле, савӑл ҫапса лартнӑ кӗле, чарак кӗле, урлӑ хунӑ кӗле, сӑлӑп кӗле. Пӳрт алӑкне шалтан кӗле хунӑ. Хӑмасене савӑлласа кӗле лартнӑ.
Кисӗп — 1. Пест, дубинка. 2. Трамбовка. 3. Баба.
1. Тукмак, тӗвекен кисӗп. 2. Тӗртсе хытаракан авӑр, шалча.
3. Сӑвай, юпа ҫапмалли кутан кисӗп.
Коловорот — коловерт (вырӑс сӑмахӗ, йӗри-тавра ҫаврӑнать). Пӑра, дрель. Кукӑр хӑлӑп авӑрлӑ вӗҫне ҫӑраласа пӑра каскӑчне (сверло, перка) лартнӑ, алӑпа пусса ҫавӑрса йывӑҫа шӑтармалли хатӗр.
Клещи — щипцы. Хескӗч. Платник хӗскӗчӗ — клещи, тимӗрҫ хӗскӗчӗ, щипцы.
Копер — сӑвай ҫапмалли машина, стан. Сӑвая тимӗр кутанпа, бабӑпа ҫапаҫҫӗ. Сӑвая стан тӑратса тимӗр кутанне, кисӗпне кӗле ҫине ҫакса, кантрине (тросне) ҫавӑракан лебедка ҫине авӑрса, кисӗпне хӑпартса, кӗле уҫса шатлаттарса ҫапаҫҫӗ.
Кусла — такан. "Козел". Вутӑ татмалли кусла, хӑма ҫурмалли кусла. Такан ҫинчен вулӑр.
Кусар — косарь, косырь (коса, косить сӑмахран) — пысӑк ҫӗҫӗ. Каскӑч, кӑпӑлсӑр тимӗр пуртӑ. Кусарпа вут пуленккине чӗреҫҫӗ. Кусарпа катка-пичке тӑвакансем усӑ кураҫҫӗ.
Кутан кисӗп — 1. Баба. 2. Таран. Алӑпа сӑвай ҫапмалли кисӗп. Кутан кисӗпне каска пуканӗнчен тӑваҫҫӗ. Кутан кисепе тӑватӑ, ултӑ хӑлӑплӑ, ӑна хурамаран, юманран тӑваҫҫӗ, ҫурӑласран икӗ енчен те кӑшӑллаҫҫӗ. 2. Таран — сулӑм кисӗп — пӗренен темиҫе ҫын ҫӗклесе сулла-сулла ҫапмалли кисӗп. Пӗренен пӗр пуҫне вӗренпе ҫӗклесе тӑрса ыттисем ӑна сулласа ҫапакан кисӗп.
Лум — лом. (ломать сӑмахран). Тимер кисӗп, авӑр, рычак. Лумӑн пӗр вӗҫӗ шӗвӗр, тепӗр вӗҫӗ лаптак. 1,5 метр тӑршшӗ. Пысӑк лум, пӗчӗк лум, вӑрӑм лум, йывӑр лум, ҫӑмӑл лум. Лумпа чул ватаҫҫӗ. Вакӑ, рычак сӑмахсене вулӑр.
Мӑлатук — молот, молоток (молотить сӑмахран). Чукӑҫ, ҫапкӑч, тимӗр мӑлатук, йывӑҫ мӑлатук, платник мӑлатукӗ, тимӗрҫӗ мӑлатукӗ.
Медведь — наструг. Сава. Ватса савалакан сава. Сава ҫинчен вулӑр.
Метр — метр (грексен «виҫе» сӑмахӗнчен пулнӑ). Виҫев ленти, тимӗр линейка, патак. Тимӗр метр, йывӑҫ метр, хуҫланакан метр, ҫаврӑнса пуҫтарӑнакан метр, платник метрӗ.
Наждак — хӑйра. Хӑйра ҫинчен вулӑр.
Наструг — струг, рубанок медведка, хӑма саваламалли хатӗр. Сава ҫинчен вулӑр.
Никӗс — основа, фундамент. Пӳрт-ҫурт ури, тӗрекӗ. Пӳрт никӑсӗ.
Отвес — шай. Ҫип ҫинче ҫакӑнса тӑракан (кӑплашка) ҫакланчӑк. Шай ямалли хатӗр. Шай тимри, шай йывӑҫ, шай ҫиппи. Юпана шай ярса лартрӑм. Шай ҫинчен вулӑр.
Пазник — 1. Струг. 2. Тесало. Хӑма пазникӗ — калттирӗ сава. Пӗрене пазникӗ — авӑрлӑ кар, ҫавра ҫӗҫӗллӗ вӑтам авӑрлӑ айӑ. Кӗреҫе пек тӗртсе касакан чӑртмах-каскӑч.
Пӑра — бурав. Йывӑҫа шӑтармалли ӗҫ хатӗрӗ. Пӑран авӑр лартмалли кӑпӑлӗ, тыткӑҫӗ, турпас кӑларакан пушӑ винт, касса, чӗрсе илекен ҫӗҫҫисем (пайӗсем), пӑраланса кӗрсе туртса пыракан кӗске пӑри, сӗкки пур.
Пысӑк пӑра, вӑрӑм пӑра. Кӗске пӑра, вӗрен паслӑ пӑра, ҫурма тупанлӑ пӑра, каскӑчлӑ-ҫунатлӑ (перка) пӑра. Платник пӑри.
Пӑта чӗрни — гвоздодер. Пӑтана ҫаклатса хирсе кӑларакан авӑр, рычак. Унӑн пӗр вӗҫӗ ӑскӑч чӗрнеллӗ, тепӗр вӗҫӗ лапка хырҫӑллӑ. Пысӑк пӑта чӗрнипе (лум чӑрнипе) (баковый) вӑрӑм, хулӑн пӑтасене кӑлараҫҫӗ, хӳме хӑмисене хирсе сӳтеҫҫӗ, ытти ҫӗрте те усӑ кураҫҫӗ.
Пӑчкӑ — пила (пӑчкӑ тӗрӗк чӗлхйнчи быч, пич — кас, тат сӑмахран)
Урлӑ касакан пӑчкӑ, тӑрӑхла касакан пӑчкӑ. Пӑчкӑ аври, кӑпӑлӗ, пӑчкӑ арки-тимри, пӑчкӑ шӑлӗ. Икӗ авӑрлӑ пӑчкӑ, пӗр авӑрлӑ пӑчкӑ, хӑма ҫуракан пӑчкӑ, платник ҫинҫе аркӑллӑ (лучковая пила) пӑчкӑ. Ҫӗҫӗ пысӑкӗш (ножовка) пӑчкӑ. Столяр пӑчкисем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Чул, тимӗр касакан ытти ятлӑ пӑчкасем.
Пештӗр — плетенная из лыка сумка. Платник пештӗрӗ. Унта платникӗн ӗҫ хатӗрӗсем выртаҫҫӗ.
Платник — плотник. Пӳрт-ҫурт ӑсти (вырӑс сӑмахӗ. Плотник - плот, плести, плетень, стена тӑвакан ӗҫсен маҫтӑрӗ тенине пӗлтерет). Платниксем икӗ эрнере пӳрт лартрӗҫ. Платник хатӗрӗ чӑваш чӗлхине ХIХ-ХХ ӗмӗрсенче кӗнӗ.
Платник пӑтти — пӳрт пурине мӑкласа купаланӑ вӑхӑтра: 1. никӗс, сакай. 2. мачча, пурт ӑш-чикӗ. 3. пурт ҫи пӑттине пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ. Вӗсене платник е пӳрт пӑтти тесе калаҫҫӗ. Пӳрт пӑтти ҫинчен вулӑр.
Пура — сруб. Пӗренесенчен касса купаланӑ пӳрт (ҫурт) кӑшкарӗ, пури. Пура пулсан пӳрт пулать.
Пурӑ — мел. Пӗрене, хӑма ҫине паллӑ туса ҫырмалли шурӑ тӑм чулӗ (известняк). Ҫип (йӗр ҫапакан ҫип) ҫине сӑтӑрмалли, хӑма, пӗрене ҫине ҫырмалли там чулӗ.
Пуртӑ — топор (инди, перс, араб, тӗрӗк чӗлхисенче — балта, барази...) Чӑваш чӗлхинче «борзи» пуртӑ сӑмах пулса кӗнӗ. Малтан карал, хӗҫ-пӑшал шутӗнче тӑнӑ.
Пӳрт — дом. Пӳрт-ҫурта платниксем, пӳрт-ҫурт лартакан ӑстасем тӑваҫҫӗ. Йывӑҫ пӳрт-ҫурт. Чул-кирпӗч ҫурт. Авал ҫынсем хӗлле ҫӗр пӳртре, хура пӳртре, ҫулла алачукра (лачукӑра) пурӑннӑ. Алачук урайсӑр ҫуллахи ҫурт. Хӳме тытса, хуп витсе, чултан купаласа тунӑ кӑмака лартнӑ вӑхӑтлӑх хӳтлӗх. XIX ӗмӗрте хура пӳртсенчен тухса шурӑ пӳрт лартма пуҫланӑ.

Касрӑм-лартрӑм шурӑ пӳрт,
Шурӑ пӳртре шур/ӑ/ сӗтел,
Сӗтел ҫинче шур/ӑ/ кулач.

Пӳрт пӑтти — каша дома (тӳртен куҫарсан). Ҫӗнӗ пӳрт лартнӑ вӑхӑтра виҫӗ хуг пӑтӑ пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ.
1. Никӗс ярсан, виҫӗ йӗрке пура хурсан сакай каштинчен хуран ҫакса сакай пӑтти пӗҫереҫӗ. Ӑна никӗс пӑтти, сакай пӑтти, ийе пӑтти тесе калаҫҫӗ. Ку ирхине пулать.
2. Иккӗмӗш хут пурана пуҫтарса мачча е тӳпе каштине хывсан маччаран пулас кӑмака тӗлне хуран ҫакса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ. Пӗрер ҫӑпала пӑтта тӑватӑ кӗтесе хураҫҫӗ.
3. Виҫҫӗмӗш хут мачча хӑмисене сарсан, струпил (стропил) лартса хӑма витмелли каштасене ҫапса пӑта хуранне пӳрт ҫине улӑхтарса каҫ енне пӳрт пӑтти ҫитереҫҫӗ, ӑна пӳртҫи пӑтти тесе те калаҫҫӗ.
Пӳрт туса пӗтерсен, кӑмака купаласан хӗрт-суртӑн, пӳрт ыррин пӑттине ҫемьепе пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.
Эрнерен пурт ӗҫки тума та юрать.
Рычак — рычаг (нимӗҫ чӗлхинчен кӗнӗ сӑмах) сӗксе, пусарса, ҫавӑрса йывӑр япалана ҫӗклемелли авӑр, пуслӑх. Пуслӑха кӗвентелесе лайласа ҫавӑракан (ҫӗклекен) вӑя ӳстерекен хатӗр.
Сава — наструг, рубанок, скоба. Сӑмах тупсӑмӗ паллӑ мар. Эпӗ сӗвет, шӑвать, сӑвать сӑмахсенчен пулса кайман-ши тесе шухӑшлатӑп. Икӗ авӑрлӑ сава, хӗҫ тимӗрлӗ сава — скобель. Алӑпа туртса саваламалли сава, сӗкмелле сава, савасем — разные рубанки, фуганки. Сава калӑпне тӗртсе савалакан сава, савасем. Платник сави, столяр сави, катка-пичке тӑваканӑн сави.
  • Галтел (нимӗҫ чӗлхинчен) — калттир. Хӑма ҫине пас, валак чӗрекен, касакан сава.
  • Горбач вогнутый — тулаш мӑкӑр сави, катка-пичке сави.
  • Горбач выгнутый — ӑшлӑ мӑкӑр сава, катка-пичке сави.
  • Грунтубель (нимӗҫ чӗлхинчен) — струг. Чӑртмах, тарӑн саваламалли сава.
  • Двойной рубанок (вырӑс чӗлхинчен) — Икӗ хут сарлака тимӗрлӗ сава. Рубанок сӑмаха вулӑр.
  • Доборный рубанок — якатса саваламалли сава.
  • Дорожник — струг, пазник. Валак йӗрне касмалли сава.
  • Закрой, закройный (вырӑс чӗлхинчен) — сакруй. Хӑмана кӗтеслесе, хӗррине хупӑлча туса савалакан сава. Платник сави.
  • Зензубель (нимӗҫ чӗлхинчен) — хӑма хӗррипе ҫураҫтарса, сакруйласа савалакан сава. Сакруй сави. Столяр сави. Тӑваткал сакруй сави.
  • Калевка (вырӑс чӗлхинчен) — кӗтесе якатакан, карниз чӗрекен сава. Столяр сави.
  • Медведка (вырӑс чӗлхинчен) — рубанок евӗр икӗ енчен авӑр лартнӑ, тӗртсе-туртса саваламалли сава. Хӑмана чӑртмах савалакан сава.
  • Нагродник (вырӑс чӗлхинчен) — многозубый, нумай шӑллӑ, чӗрнеллӗ сава. Столяр сави.
  • Наметка (вырӑс чӗлхинчен) — рубанок, йӗр чӗрмелли сава.
  • Наструг (вырӑс чӗлхинчен) — рубанок, струг. Хӑма саваламалли сава.
  • Отборник (вырӑс чӗлхинчен) — хӑма хӗррине, карнизне ҫаврака туса савалакан сава.
  • Полуфуганок (нимӗҫ чӗлхинчен) — саваран вӑрӑм, фуганокран кӗске, ансӑртарах сава. Плотник, столяр сави.
  • Рубанок (вырӑс чӗлхинчен) — струг, сава. Кӗске сава, чӑртмах сава, касса савалакан сава, сарлака сава, двойной рубанок — икӗ хут сарлака калӑплӑ сава, рубанок.
  • Скобель (вырӑс чӗлхинчен) — скребок. Скребок сӑмаха вулӑр.
  • Скребок,скребки (вырӑс чӗлхинчен) — (скребать) хыркӑч, сава, чӗркӗҫ. Хӗҫ, кусар. Тимӗрлӗ икӗ турткӑҫ авӑрлӑ сава, савасем. Ункӑ тимӗрлӗ, тӳрӗ тимӗрлӗ, ансӑр, сарлака тимӗрлӗ хӗҫ сава. Пӗр авӑрлӑ, икӗ авӑрлӑ сава. Тӗртсе касмалли, туртса касмалли сава.
  • Струг (вырӑс чӗлхинчен) — сава. Тӗрлӗ савана пӗрлештерсе тӑракан ят. Кӗске рубанок.
  • Торцовочный рубанок (вырӑс чӗлхинчен) — хӑма пуҫне, вӗҫне саваламалли чалӑш тимӗрлӗ сава. Кӗске сава. Чалӑш сава. Рубанок сӑмаха вулӑр.
  • Утор (торить) — пӑчкӑллӑ, катка ҫӑраҫҫине касмалли сава.
  • Фальцгебель — фальцовка (вырӑс чӗлхинчен), шпунт касакан сава. Хӑма хӗррине ҫавӑрса кӗтес касса хӑваракан сава. Картлашкасене илемлетсе савалакан сава.
  • Фуганок (нимӗҫ чӗлхинчен) — вӑрӑм авӑрлӑ (калӑплӑ) сава. Хушӑк хӑвармасӑр савалакан сава. Столяр сави.
  • Цикля (нимӗҫ чӗлхинчен) — хыркӑч. Лаптӑка хырса якатмалли сава. Вӑрӑм авӑрлӑ кукӑртнӑ тимӗр чӗрне евӗр хыркӑч. Икӗ тимӗрлӗ, пӗр тимӗрлӗ, улӑштарса илмелли тимӗр хыркӑч.
  • Цинубель (нимӗҫ чӗлхинчен) — пӑчкӑ шӑллӑ хыркӑч, рубанок. Хӑмасене ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарма лакӑм-тӗкӗмлӗ хӑварса савалакан сава.
  • Чӑмӑр сава — хӑвӑл енчӗклӗ сава.
  • Шерхебель (нимӗҫ чӗлхинчен) — чӑкраш сава. Тимӗр чӗрнеллӗ. Хӑма ҫине картлашка хӑварать. Шерхебельпе чӗркеленӗ хӑмасем ҫилӗмпе лайӑх ҫыпӑҫаҫҫӗ.
  • Шлифтик (нимӗҫ чӗлхинчен) — наждак сӑрнӑ калӑп. Хӑма ҫине якатмалли хатӗр.
  • Шлихтубель (нимӗҫ чӗлхинчен) — шлифовка, яка савалакан сава. Столяр сави.
  • Шпунтгобель — шпунтовка. Хӑма ҫине паз, шпунт касакан сава. Урайне шпунтланӑ хӑма сартӑм.
  • Штап, штаб (нимӗҫ сӑмахӗ) — кӗтесе, хӑма хӗррисене авӑр вӗҫне ҫавӑрса якатакан сава. Тимри ҫавра кукӑр лакӑмлӑ.

Сава тӗрлӗ пулать. Халӗ ал вӑйӗпе тӗртсе, туртса савалакан савасем манӑҫа тухнӑ. Сӗтел-пукан тӑвакан завод-фабрикӑсенче станок-машинӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Савӑл — клин. Чиксе хушӑкламалли ӗҫ хатӗрӗ. Йывӑҫ савӑл, тимӗр савӑл. Йывӑҫа савӑл(сем) ҫапса ҫурмаран ҫуртӑм. Савӑл ҫапса пӳрт кӗтессине хӑпартрӑм. Кӗмен савӑла ҫапса аллуна ан ыраттар. Кӗмен савӑла ҫапса куҫсӑр юлаттӑм. (Вӑл сирпӗнсе тухса пуҫа ҫапӑнчӗ).
Сӑвай — свая. Шӗвӗр вӗҫлӗ пӗрене, юпа. Сӑвая кутӑн кисӗппе (бабӑпа) ҫапаҫҫӗ. Сӑвай ҫапса (лартнӑ) тунӑ кӗпер. Сӑвай юпи(сем). Сӑвай ҫапнӑ пӳрт никӑсӗ. Йывӑҫ сӑвай, тимӗр бетон сӑвай.
Сӑвай кисӗпӗ — сӑвай ҫапмалли кисӗп, кутан, баба. Тимӗр сӑвай кисӗпӗ. Кутан кисӗп ҫинчен вулӑр.
Сӑла — савӑл, калек, чикме, алпа тӗртсе чикмелли авӑрлӑ калек. Сӑлапа саланса тӑракан пӳрт мӑкне, сӳсне ҫавӑрса паза чикеҫҫӗ. Тимӗр салӑпа кимӗсене (хӑма хушӑкӗсене) сӑмаланӑ сӳсе чиксе хӗсеҫҫӗ, питӗреҫҫӗ. Йывӑҫ сӑла, тимӗр сӑла. Сӑла мӑлатукӗ.
Сӑлӑп — засов, замок. Кӗле, сулӑ. Хапха сӑлӑпӗ, алӑк сӑлӑпӗ. Хӑмасене пусарса, пуҫтарса, шитласа тӑракан сӑлӑп.
Сӑлан — слань. Урай, сарнӑ урай. Кимме сӑлан сарнӑ.
Сӑнчӑр — цепь (Иран чӗлхинче — занжир). Вӑчӑра. Тимӗрҫӗ ҫыхнӑ сӑнчӑр. Завод кӑларнӑ сӑнчӑр. Кимӗ ҫинчи сӑнчӑр. Чуччу ҫакнӑ сӑнчӑр.
Стамеска — ӑйӑ. (Нимӗҫ чӗлхинчи долбить сӑмахран/. Тӗрлӗ вӗҫлӗ стамеска. Аври йывӑҫ. Авӑр пӑти тӑваткал шӗвӗр. Столяр инструменчӗ.
Ҫаптӑркка — 1. Йӗр хӑваракан (япала) мӑлатук, клеймо.
2. Ҫип. Платниксем йывӑҫ (хӑма) ҫине туртса е кӑмрӑкпа хуратса, е пурӑпа шуратса сӑтӑрса туртса ҫапакан ҫип. Йӗр тӑвакан (хӑваракан ҫип). Платник ҫип ҫапнӑ йӗр тӑрӑх пӗренине чутлать. Шай виҫипе тӑркӑмне тӗрӗслет.
3. Эреш тӗррине хӑма, хут, пир ҫине куҫарса ҫапакан ҫаптарккӑ. Ҫаптарккине йывӑҫ, линолеум, тӑхлан ҫине тӳнтерле касса тӑваҫҫӗ.
Ҫуркам — плаха, ҫурмалла ҫурнӑ каска, пӗрене. Авал пӳрт, пӳртҫи тӑррине ҫуркам сарнӑ. Ӑна малтан ҫурсан пуртӑпа чутласа якатнӑ. Пӳрт ҫине ҫулҫӑ сарса купаласа тӑпра улӑхтарнӑ. Хальхи пек пӳрт ҫине чартакласа чалӑштарса хӑма, шуҫ витмен. Ҫуркам хӑмапа (плахӑпа) кӗпер, лаша вити урӑйне сарнӑ.
Такан — таган (тӗрӗксен — така, качака (козел), мӑйрака сӑмахӗнчен), кусла. Ураллӑ ҫӗкленчӗк. Ункӑ сак. Виҫӗ ураллӑ такан, тӑватӑ ураллӑ такан. Хуран лартмалли такан. Такан пукан, такан сак. Вут татмалли такан, хӑма ҫурмалли такан. Лаша тӑкӑнӗ. Лаша тӑкӑнӗ виҫӗ шӑтӑклӑ. Пӳрт ҫи каштисене ҫӗклесе тӑракан такан (стропила).
Такар — скоба. Тимӗр такар, йӗс такар. Стропила урисене (таканӗсене) такар ҫапса хытартӑм.
Тараса — 1. Колодец. Ҫӑлкуҫӗ. «Журавль» витре ҫакнӑ кӗвенте.
2. Весы — писмен.
3. Подъемник, рычак — ҫӗклев, кӗвенте.
1. Тараса чавса пура ятӑм. Тараса пурине кӗтессине пуҫӗсӗр, «хурелесе» пураҫҫӗ.
2. Тарасапа виҫсе пыл сутрӑм.
3. Вахӑтлӑх тарасапа, ҫӗклев (рычаг) лартса, пӗренесене ҫӗклерӗм.
Тӗкӗ — засов, подпорка. Сӑлӑп, тӗртӗк. Хӳме тӗкки, алӑк тӗкки, хапха тӗкки, вӑхӑтлӑх тӗкӗ. Пура ҫине тӗкӗ тайӑнтарса пӗренесене кустарса хӑпартрӑмӑр.
Тӗрен — упор, накат. 1. Пура ҫине чалӑштарнӑ тӗрен. 2. Такан тӗренӗ (ури), юпи. 3. Сухапуҫ тӗренӗ.
Тӗренче — дранка. Черенче. Тӗренче хӑми. Тӗренче чӗлли, черенчи. Пӗренен тӑваткалланӑ ҫурхамӗнчен чӗрсе илнӗ хӑма. Тӗренчене савӑлласа, хӗҫ тимӗрлӗ икӗ авӑрлӑ савапа туртса ҫураҫҫӗ. Чӑрӑш вулӗнчен тӗренче чӗрнеленмесӗр ҫурӑлать. Пӳрт ҫине тӗренепе витнӗ. Кил картине тӗренчепе авса тытнӑ. Тӗренче ҫураканӗ.
Токарь станӗ — токарный станок. Столяр сарайӗнче, мастерскойӗнче токарь станокӗ ларать. Урапа ҫавӑракан токарь станокӗ, алӑпа ҫавӑракан токарь станокӗ, электричество вӑйӗпе ҫавӑракан токарь станокӗ. Столяр (токарь) йывӑҫа станок ҫинче терлӗ стамескӑпа касать.
Тукмак — колотушка, булава, чукмар. Вутӑ ҫурмалли тукмак. Пуртӑна тукмакпа ҫапсан пуртӑ кӑпӑлӗ хӑпӑнмасть.
Туратлӑ тукмак, пысӑк тукмак, пӗчӗк тукмак, йывӑҫ тукмак, тимӗр (кувалда) тукмак.
Уровень — шай савӑчӗ. Вӑрӑм тӑрӑхлӑ ятарлӑ кантӑк. Кантӑк савӑта спирт ярса тӑваҫҫӗ. Кантӑкне шайлаштарса йывӑҫ тӑваткал пӑрӑс хӑпӑлӗ ӑшне вырнаҫтараҫҫӗ. Хӑмпӑ ҫӳрекен — шайне кӑтартакан тӗле пӑрус ҫинче уҫӑ хӑвараҫҫӗ. Уровеньпе, ватерпаспа ҫӗр шайне, горизонт майне тупаҫҫӗ.
Хапха — ворота. Вырӑсла хапха, чӑвашла хапха, ленкӗр хывнӑ хапха, хапха юпи, хапха йӗки, хапха петли, хапха тӑпчи, хапха сӑлӑпӗ, хапха алӑкӗ, хапха хӑлӑпӗ, хапха урати, хапха ҫийӗ, хапха тарри, хапха шашулкки. Эрешленӗ хапха.
Хӑма — доска (вырӑс чӗлхине нимӗҫсен сӗтел, диск сӑмахӗнчен кӗнӗ. Хӑма тӗрӗкле кана — ывӑс, ҫи сӑмаха пӗлтерет. Тӗренче хӑми, пӑчкӑпа касса-ҫурса тунӑ хӑма. Хӑма ҫуракан пӑчкӑ, хӑма тӳрчӗ (горбыль), ҫӳхе хӑма, тачка хӑма, урай хӑми, пӳртҫи хӑми, сӗтел-пукан тумалли хӑма, пӑрӑс (брус) хӑми.
Хӑшкаҫ — точило, хӑйра, брусок.
Хуп — 1. Крыша. 2. Луб, кора. Йывӑҫ хуппи. Ҫӑка хупӗ, хурама хупӗ, хурӑн хуппи. Сирнӗ йывӑҫ хуппине сарса, хупласа пуслӑхпа пусарса ҫыхса салка туса шывра (кӳлӗре) шӑвараҫҫӗ. Шывран кӑларса кусла ҫине пусарса, сарса типӗтеҫҫӗ. Хуппа терлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Хуп витнӗ ҫурт, хӳме, хуп сарнӑ урапа, хуп тӑратнӑ ӳпле, хупран тунӑ сӑпка. Хупран пушӑт, пушӑтран ҫӑпата, пештӗр ҫыхса тӑваҫҫӗ.
Хутав — крюк. Ҫекӗл. Ҫӗклев хутав. Тумтир ҫакмалли хутав. Стена ҫине ҫапса хунӑ хутав, тарасаран шыв ӑсмалли хутав.
Циркуль — ункӑ (вырӑс чӗлхине латин чӗлхинчи цирк — «круг» сӑмахӗнчен кӗнӗ). Ункӑ ҫавӑрмалли ӗҫ хатӗрӗ. Платник циркулӗ. Столяр, слесарь циркулӗ. Тӗрлӗ циркуль.
Чавкӑч — долбежник. Чавакан тата чавса шӑтаракан ӗҫ хатӗрӗ. Урлӑ пуртӑ.
Чакӑр — блок. Чакӑр урапи, чакӑр пушкарӗ. Йывӑҫ чакӑр, тимӗр чакӑр. Чакӑр ҫине ҫакса витрепе тӑпра улӑхтартӑм. Ҫакнӑ чакӑрсем ҫине кантрине кӑнтарса, пӗр вӗҫне кашталаса тӑракан кусла ҫине ҫыхса, тепӗр вӗҫӗнчен туртса пысӑк пӗренене пӗчченех пура ҫине хӑпартрӑм.
Чалӑш — сажень. Виҫӗ аршӑн е 2,13 метрпа танлашать. Виҫе патакӗ кӗтеслесе ҫапса тунӑ 2 м сарлакӑш «шагалкӑна», «утаса» чалӑш тесе калаҫҫӗ.
Чӑраха сава — пӗр авӑрлӑ кукӑр кусар сави.
Чӑртмах, чӑртмах-каскӑч — тесало, рубанок, чутласа якатмасӑр касакан — кар, кусар, урла пуртӑ, каскӑч.
Чӗрмек — черенче чӗрмелли икӗ авӑрлӑ сава.
Чусла — тесло, пуртӑ, кусар.
Шай — отвес. Тӑркӑма ҫакӑнчӑклӑ ҫип тӑрӑх тупмалли хатӗр.
Ыра — 1. Пура. 2. Пӗрене пуҫӗнчи лакӑм, ҫӑра. 3. Пура кӗтессине, ҫӑрине касса якатмалли кар, пазник.
Эреш — резьба. Пӳрт пайӗсене, умне, карнизне, чӳрече кӑшкарӗсене (наличникӗсене) илемлетсе каснӑ чӗнтӗр, тӗрӗ.
Япала — предмет, вещь, инструмент. 1. Ҫурт-йӗр тумалли стройматериалсем, хушу хатӗрӗсем. 2. Платник япалисем, ӗҫ хатӗрӗсем. 3. Ытти кирлӗ ӗҫ пурлӑхӗ.
Ещӗк — ящик. Платник ещӗкӗ.

Cтоляр ӗҫӗн япалисен, ӗҫ хатӗресен словарӗ

Асӑрхаттарни. Словарьте столярсен, ал вӑйӗпе усӑ курса ӗҫлекен инструменчӗсен, хатӗрӗcен ячӗcем, курӑмӗсем.
Фабрика-заводри столяр станокӗсене ӗҫ хатӗрӗсене словаре кӗртмен.
«Столяр» сӑмах нимӗҫ чӗлхинчен тухнӑ — сӗтелҫӗ, сӗтел тӑваканӗ. Чӑваш столяра сӗтел-пукан тӑвакан тет.
Столяр ӗҫне лаҫра е ятарлӑ ҫуртра тӑваҫҫӗ. Ӑна нимӗҫле мастерской (ӑста вырӑнӗ) теҫҫӗ. Унта хӑма-йывӑҫ типсе выртать, верстак-станок ларать. Сава, хӑйрасем пур. Ҫӳлӗк-шкапсем тӑраҫҫӗ, кӑмаки те пур. Столяр темиҫе ялта пӗрре пулнӑ.
Ялти столярсем сӗтел-пукан, сак-кравать, чӳрече сули-рамисене, унӑн питне-хашакне тата ытти япала туса хатӗрленӗ.
Столяр ӗҫне авал ӑста хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Халӗ вӗсем ятарлӑ училищӗсенче ӑс пухаҫҫӗ. Вӗренсе тухсан ытларах заводсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Алмаз — (араб чӗлхинче алмас — твердейший, грек чӗлхинче адамас — не преодолимый) чул. Кантӑк касакан хатӗр, столярӑн ӗҫ хатӗрӗ.
Ал кисӗпӗ, тукмакӗ — киянка.
Йывӑҫ мӑлатук, резина мӑлатук, йывӑҫ тукмак.
Верстак — столярный стак. Столяр сӗтелӗ.
Виҫе хатӗрӗсем — мерные инструменты. Циркуль, метрсем, транспортир-угольниксем...
Зажимы — хӗскӗчсем, пусарса, савӑл ҫапса, винтпа ҫавӑрса хӗстерекен диск — струпцинасем.
Кӗтес касмалли калӑп — снаряд, коробка — стусло, наус, для пилки досок на 45°. В.Даль. (Нимӗҫ чӗлхинче — штоссладе). Валак евӗр ещӗк, тӗплӗ. Икӗ енӗ уҫӑ. Ун ҫинче пач тӳрӗ е 45° чалӑш енсем касма пулать. Ҫапла касмалли йӗрсем пур.
Клей (столярный клей) — ҫилӗм. Столяр ҫилӗмӗ. Столяр ещӗке шиплесе, кӗтеслесе ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарать. Ҫилӗме авӑрлӑ тимӗр кружкӑра (клееварка) вӗретсе ирӗлтереҫҫӗ. Столяр ҫилӗмне выльӑх шӑнӑрӗсенчен, сутӗнӗнчен тӑваҫҫӗ.
Кӗлеще — клещи. Хӗскӗч. Столярӑн тӗрлӗ хӗскӗч пур.
Киянка — йывӑҫ мӑлатук. Ӗҫре тӗрлӗ киянка кирлӗ.
Коловорот — платник словарӗнче вула.
Лекало — ункӑласа касмалли шаблон, ҫаптарккӑ, тыткӑҫ.
Наждак — хӑйра, хӑйра хучӗ(сем). Сава-пуртта, ҫӗҫӗ-стамескӑсене хӑйрамалли хатӗр.
Напильник — тимӗр татмалли, хӑйрамалли хурҫӑран тунӑ хӑйра-таткаҫ.
Отвертка — уҫӑ. Пӑрса уҫакан лапка е хӗреслӗ вӗҫлӗ пӑркӑч. Отверткӑпа шуруп пӑрса лартрӑм (кӑлартӑм).
Пӑчкӑ — ножовка — столяр пӑчки. Пӗчӗкрех, ҫинҫерех столяр пӑчки. Кӗске, ансӑр шӑллӑ столяр пӑчки. Ӗҫне кура хӑй тӗллӗнрех, ятарлӑрах столяр пӑчки. Платник пӑчки ҫинчен вулӑр.
Пульверизатор — сывлӑшпа сӑрӑ сирпӗтмелли вӗркӗч.
Подпилка — пӗчӗк, кӗске хурҫӑ напильник. Вӗтӗ шаллӑ пӑчкӑсене хӑйрамалли напильник.
Рашпиль — грубый напильник с крупной насечкой. Пысӑк шӑллӑ хурҫӑ хӑйра. Вӑрӑмӑшӗ 35-40 см.
Сава — струг, рубанок. Платник словарӗнче вулӑр.
Стамеска — ӑйӑ. Каскӑч. Тӗрлӗ вӗҫлӗ, ҫӗҫӗллӗ, тӗрлӗ хулӑнӑш, вӑрӑмӑш стамескӑсене заводра туса кӑлараҫҫӗ. Стамеска — столяр инструменчӗ.
Скоба — такар, хӑлӑп. Такар ҫинчен вулӑр.
Стеклорез — кантӑк касакан хатӗр. Алмаз евӗр. Кантӑка кустӑрмипе чупса касать.
Струпцина — тимӗр хӑлӑплӑ хӗскӗч. Винтпа ҫавӑрса хестерет.
Стусло — кӗтес касмалли. Ещӗк сӑмаха вулӑр.
Ҫӗҫӗ-каскӑч — резец. Алӑ вӑйӗпе тӗртсе-чӗрсе касакан хатӗр. Йывӑҫ (хӑма) ҫине эреш касна ҫӗрте усӑ куракан ҫӗҫӗ, стамеcка.
Тиски — хӗскӗч. Cтолярные тиcки. Хӗскӗчӗ тути ҫине япалана хӗстӗрсе ватасран хӑма татки е ҫирӗп резина хураҫҫӗ. Хӑмине хӗскечпе хӗстерсе столяр шип касрӗ.
Угольник — кӗтесе тӗрӗслемелли угольник. Столяр угольникӗн тӗпӗ тачка, тӑршшӗ. ҫӳхе, хушши 90° кӗтес.
Хӑйра — точило. Вӗтӗ хӑйра, шултра хӑйра, ҫавра хӑйра, брусок хӑйра. ҫӗҫӗн ҫивӗчӗшне, хӑйраса каларакан вӗтӗ хӑйра.
Циркуль — икӗ ураллӑ, туталлӑ тимер виҫе. Чӗрнеллӗ циркуль, туталлӑ циркуль, штангенциркуль.
Шаблон — калӑп. Кирлӗ виҫевлӗ ӗлке (образец), хутран касса тунӑ шаблон.
Ыра (ырасем) — столярные соединения. Касса, чӗрсе ыраласа тунӑ кӗтессем, лаптӑксем, ҫыхӑнусем. Вӗсен тӗрлӗ ҫыхӑнӑвне ӳкерчӗксенче пӑхӑр.

Асӑрхаттарни

Ӳкерчӗксене асӑннӑ кӗнекесенчен илнӗ тата автор ӳкернӗ.

Усӑ курнӑ литература

  • Чӑвашла-вырӑсла словарь — 1982 ҫ.
  • Вырӑсла-чӑвашла словарь — 1971 ҫ.
  • Н.И.Ашмарин словарӗ. В.И.Даль словарӗ.
  • Словарь иностранных слов. Москва, 1964 г.
  • Н.М.Шанский, Т.А.Бобровникова. Этимологический словарь, 1994 г.
  • М.Р.Федотов. Этимологический словарь чувашского языка. 1996 г.
  • Л.Н.Крейндлин. Столярные, плотничные и паркетные работы. Москва. 1989 г.
  • А.М.Шепелев. Как построить сельский дом. Москва, 1976 г.
  • Л.Леонтьев. Работы по дереву. Ленинград, 1955 г.
  • П.А.Федоров. Плотничное мастерство. С.-Петербург, 1992 г.
  • Н.Е.Наумов. Кулленхи пӗлӳ кӗнеки — 2002 ҫ.
  • Э.Патмар. Кил хушши — 2006 ҫ.
  • В.Чернов. Хатӗр пул — 1988 ҫ.


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке, Словарьсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-04-03 02:34:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5975 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем