Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑстакасси

Ӑстакасси
Пирӗн яла малтанах Собачкино тенӗ. Ӑна ҫакӑнтан каланӑ тет. Пирӗн ялтан инҫех мар пӗр улпут пурӑннӑ тет. Вӑл хӑйӗн тарҫисене темиҫе хут та янӑ тет куланай пуҫтарма. Лешӗсем пуҫтарса парайман тет. Вара ҫав улпут пирӗн яла хӑй пынӑ тет. Вӑл килессине пӗлсе ялти ҫынсем пурте килӗсенче хупӑнса ларса никама та кӗртмен тет.
Вара вӑл ҫапла каланӑ тет: «Здесь не люди живут, а собаки», – тенӗ. Вара ҫавӑнтан ку яла Собачкино тесе ят панӑ.
Халӗ ҫак яла Ӑстакасси теҫҫӗ. Ҫакӑн пек улпута кӗртменшӗн ытти ял халӑхӗсем пирӗн ял ҫыннисене питӗ ӑста ҫынсем тенӗ тет. Тата пирӗн ял вырӑнӗнче ӗлӗк вӑрман пулнӑ. Ҫав вӑрманпа халӑх усӑ курма пӗлнӗ тет. Урапасем, ҫунасем, сӗтел-пукан тата тӗрлӗрен япаласем тунӑ. Ҫавӑнтан та ӑста тенӗ тет. Вара Ӑстакасси тесе калама пуҫланӑ.
А.Васильева ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 569, 7002, 121 л. Элле фончӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Kharima тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-10 08:29:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 909 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org