Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑхпа фантастика, фэнтези произведенийӗсен конкурсӑн положенийӗ

Чӑвашла ҫырнӑ наукӑпа фантастика произведенийӗсем пичетленме пуҫланнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурсӑн положенийӗ
<<

1. Конкурса йӗркелесе пыракансем

1.Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви;
2.Чӑваш Республикин Писательсен союзӗ;
3.«Тантӑш» хаҫат редакцийӗ;
4.Чӑваш халӑх сайчӗ
5.Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ.

2. Конкурс тӗллевӗсемпе задачисем

1.Шкул ачисене тата ҫамрӑксене пурнӑҫра мал шухӑшлӑ тата тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ творчествӑлла ҫын пулма хӑнӑхтарасси;
2.Вӗсен илемлӗх туйӑмне аталантарасси;
3.Тавралӑха тӗпчес туйӑма вӑйлатасси;
4.Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫынлӑхпа ҫынна сивлеменлӗхе мала хума вӗрентесси.

3. Конкурс хутшӑнакансем

Конкурса шкулсенче, лицейсемпе гимназисенче, техникумсемпе училищӗсенче вӗренекен, 20 ҫул тултарман, чӑвашла лайӑх пӗлекен ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса ӑна йӗркелекенсен тата вӗсен тӑванӗсен хутшӑнма юрамасть, ҫапах та вӗсен ӗҫӗсене конкурса кӗртмелле мар йышӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансене 4 ӳсӗме пайланӑ:
1.1-5 класра вӗренекенсем;
2.6-8 класра вӗренекенсем;
3.9-11 класра вӗренекенсем;
4.Ытти 20 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем.

5. Конкурс пайӗсем

1.Проза (драма) произведенийӗсем
2.Поэзи хайлавӗсем
3.Компьютер графики

6. Конкурс ӗҫӗсен тематики

Конкурса чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑсене, калавсене, повеҫсене, драма произведенийӗсене тата компьютерпа тунӑ ӳкерчӗксемпе анимацисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен тематики:
1.Хӗвел системине тӗпчени;
2.Космос уҫлӑхӗнчи пурӑнӑҫ;
3.Нано- тата биотехнологисем;
4.Океансене тӗпчени;
5.Чӑвашла ҫырнӑ наукӑпа фантастика произведенийӗсем тӑрах тунӑ ӳкерчӗксемпе анимацисем;
6.Пусмӑрлӑхпа вӑрҫӑсӑр тӗнче;
7.Фэнтэзи стилӗпе ҫырнисем.

7.Ӗҫсен калӑпӑшӗ тата вӗсене хатӗрлесси

Конкурс валли хатӗрленӗ материалсене электрон почтӑпа кӑна йышӑнаҫҫӗ, хайлавсемпе ӳкерчӗксене civmih2@narod.ru е p-code@mail.ru адрессемпе ҫыпӑҫтарнӑ файлта ярса памалла. Хайлавсен калӑпӑшӗ 500 Кб-ран ытла, 4Kб-ран кая пулмалла мар, ӳкерчӗксен калӑпӑшӗ 5 Мб-ран ытла мар. Хайлавсене чӑвашла ҫырмалла. Произведенисем хальччен пичетленнӗ хайлав сюжечӗсене аса илтермелле мар, унта Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫынна хисеплеме пултарни мӗн тери аваннине кӑтармалла. Ӑмӑртӑва халиччен ниҫта та пичетленмен ӗҫсене йышӑнаҫҫӗ. Электрон ҫырура ҫавӑн пекех
1.хайлав авторӗн хушамачӗпе ячӗ,
2.ӑҫти шкулта тата хӑш класра вӗреннине е ӑҫта ӗҫленине кӑтартни,
3.кил адресӗ,
4.электрон адрес,
5.хайлав ячӗ,
6.ӗҫ е класс руководителӗн хушамачӗ, ячӗ тата ашшӗ ячӗ
пулмалла.

Электрон адреспа янӑ хыҫҫӑн хайлава йышӑннӑ пирки хурав илмесен ӑна тепӗр хут ярса памалла.
Конкурса хутшӑнни автор хӑйӗн ӗҫне http://chuvash.org сайтра вырнаҫтарма килӗшнине пӗлтерет.

7. Конкурса ирттермелли йӗрке

Конкурс Чӑваш халӑх сайтӗнче иртет. Хайлавсене 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса икӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗш тапхӑрта, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, http://chuvash.org сайта хайлавсене ярса пама тата ыттисем ярса панӑ сӑвӑ-калавпа паллашма пулать. Ӑмӑртӑва ярса панӑ пур хайлав та «Чӑваш халӑх сайтӗнче» вырнаҫӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен, сайтри произведенисене электронлӑ майпа суйлама пулать - http://chuvash.org сайтра уйрӑм сасӑлав пулӗ.

8. Пӗтӗмлетӳсем тумалли тата ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртмалли йӗрке

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Юхма Миши ҫыравҫӑ ертсе пыракан комисси членӗсем, унта конкурса йӗркелекен организацисен представителӗсем кӗреҫҫӗ, хайлавсене тӗплӗн тишкерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртаҫҫӗ. Электрон сасӑлавра мала тухнӑ авторсене уйрӑм паллӑ тӑваҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене, вӗсене хӑҫан чыслассине пӗлтереҫҫӗ. Мала тухнисене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Республикин Писательсен союзӗ, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ грамотӑсемпе, хаклӑ парнесемпе тата хисеп паллисемпе чыслаҫҫӗ. Чи лайӑх хайлавсене республикӑра тухса тӑракан ача-пӑча тата ҫамрӑксен хаҫат-журналӗнче пичетлеҫҫӗ.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-15 09:50:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2893 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org