Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑ (МЧЧЧФС)

Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


Ӑна кӗр. См. ӑса кӗр.

Ӑнран (ӑнтан) [тӑнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. при­ходить / прийти в изумление.
1. Михайловӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, чу не вӗриленчӗ, вал каллех ӑнран кайре. Н. Илпек. Хӑшпӗр сывлӑхсӑртарах-хисем ӗҫленӗ ҫӗртех тӑсӑлса ӳксе, ӑнран пайса выртнӑ. М. Данилов-Чалтун. Кислород пӗтсе пыни нумай асап кӳчӗ. Чи малтанах ӗҫре ывӑннӑ матроссем тӑнран кая пуҫларӗҫ. В. Бурнаевский. 2. Пӳлӗмӗсен шучӗ ҫук, Алӑ-кӗсен хакӗ ҫук, Курсан каятӑр ӑнран. В. Урташ.

Ӑнран [ӑнтан] яр приводить /привести в изумление кого-что.
«Аслӑ хӗр» ятлӑ йӑла юмахӗнче вуник ҫулхи хӗр хӑй ӑсӗпе патшана тӗлӗнтерсе ӑнран ярать. М. Сироткин.

Ӑс ил набираться /набраться ума.
Ҫынран та кӗнекесенчен Кунта хама кура ӑс илнӗ. А. Алка.

Ӑс пар давать / дать совет кому, какой.
Ватти ӑс памасӑр ӗҫ ӑнмасть. Ваттисен сӑмахӗсем. Салам сана, юратнӑ шкул, Пире ялан эс ӑс паратӑн. Г. Ефимов.

Ӑс пух набираться /набраться ума, приобретать/" приобрести ум.
Ӑса ачаран пух, ҫырма пӗчӗкрен вӗрен. Ваттисен сӑмахӗсем. Ӑс пухса, лекцисем итлесе, Сирӗн пек, ҫӗрӗн-кунӗн ларатӑп. С. Шавли.

Ӑс ҫитер соображать/сообразить что делать; разу­меть / уразуметь что.
Тӑрӑхлама ӑс ҫитереҫҫӗ. Н. Илпек. Малтанах икӗ килне те хурал тӑратма ӑс ҫитернӗшӗн хӑйне хӑй мух-тать. Н. Мранькка.

Ӑс тыт 1. надумать что, решиться на что; 2. жить умом чьим.
1. Килӗшӳллӗ тӑвансем Упа тытма ӑс тытнӑ. Анчах маттур каччӑсен Кун ирттерни ҫеҫ пулнӑ. Я. Шупуҫҫын-ни. 2. Атӑл хӗррине ҫитмесӗр Атта хывса хурас мар, Ҫичӗ ют килне ҫитмесӗр Ҫичӗ ют ӑсне тытас мар. Чӑ-ваш. халах юррисем.

Ӑса вӗрент 1. учить умӳ-рӑзуму кого; 2. проучить-кого-что.
1. Кашниех аса вӗрентрӗ, Ас ҫукки чышкисемпе Ҫемҫерех ҫӗртен тивертрӗ. Я. Хусанкаӑ. 2. Мана кам хирӗҫ аллине хӑмсарӗ. Аса вӗрентӗп хам хӗҫпе кӑна Я. Ухсай.

Ӑса [ӑна] кӗр 1. умнеть / поумнеть, образумиться-2. приходить / прийти в себй.
1. Ку ача-пӑча хӑҫан ӑса кӗрӗ-ши? 2. Вӗсем [ачасем] ашшӗ панӑ кучченеҫсемшӗн савӑннипе халь те ӑна килсе кӗреймеҫҫӗ.

Ӑса кӗрт учить уму-разуму кого, образумить кого, вразумить кого.
Ҫиллентерес тесе мар, ӑса кӗртес тесе калатӑп. К. Турхан.

Ӑслӑлӑх чулне [гранитне] кӑшла грызть / погрызть гранит науки.
Тӑрӑшса вӗренӗр, Ҫӗршыва юратӑр. Ывӑнмасӑр кӑшлӑр ӑслӑлӑх чулне. Н. Евстафьев. Тӑватшар ҫул хушши кӑшларӗҫ вӗсем [Хамитпа Григорий] ӑслӑлӑх чулне. В. Бараев.

Асран кай сходить / сойти с ума, помешаться в уме. Пӗррехинче, урӑх нимле больницӑна та лекеймен-яипе, ӑсран кайнӑ ҫынсен ҫуртне те лекое пӑхнӑ. В. Паймен.

Ӑсран тайӑл выживать / выжить из ума, сходить/ сойти с ума, свихнуться.
— Эсӗ ӑсран тайӑлтӑн-им, старик? — терӗ хурал пуҫлӑхе. К. Турхан. Тепри, ӑсран тайӑлнӑ пулсан та, капла шухӑшлама пултарас ҫук. В. Краснов-Асли.

Ӑсран яр 1. сводить / свести с ума кого, лишать / ли­шить разума кого; 2. сбивать / сбить с толку кого.
1. Ҫав укҫах... ҫынна ӑсран ярать. Н. Илпек. 2. Ан-чах мана акӑ мӗн ӑсран ячӗ: пӗлӗт мӗскер-ши вал, ӑна мӗнрен тунӑ-ши? Хыпар.

Ӑш [ӑшчик, чӗре] вӑркать [вӑр-вӑр тӑвать] на душе неспокойно у кого, в сердце тревога у кого, сердце [душа] болит у кого, чье, сердце ноет [щемит] у кого, чье.
Акӑ ашшӗ йывӑррӑн ахлатоа сывларӗ: питех те вӑркатчӗ пулас унӑн ӑшӗ. Н. Илпек. Аш вӑрканипе мӗн пулса иртнине Эльгеев хӑй те чухлаймарӗ. П. Осипов. Анчах вӗтӗр-шакӑр килӗсене салансан, Микула картиш-«е кӗрет те, унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ вӑркама тапратать. М. Белов. Чирлӗ ҫыннӑн чӗри ахаль те вӑркать, анчах Марьей паян чуне иӑннипех ҫуннӑ. П. Осипов. Хуйхӑ йывӑр пулнӑранах чӗреҫӗм вӑр-вӑр тӑвать-ҫке. Чӑваш халӑх юррисем.

Ӑш вӗркет сердце ноет у кого, чье.
Ҫапла пирӗн тӗнчере Тӑвас теми пулмасан, Пуҫ ыра-тать сӗрӗмре, Чӗре ҫунать, ӑш вӗркет. И. Шупуҫҫынни.

Ӑш вӗҫет охватывает тоска [тревога] кого.
Ҫураки пуҫлансан, Микулайӑн йӑлтах ӑш вӗҫрӗ, каҫ-каҫ лӑпкӑн ҫывӑрайми пулчӗ. А. Еҫхӗл. Малтан вал, ват сын пек, ӑш вӗҫнипе, ыйхӑ ҫухалнипе аптрарӗ. К. Тур-хан.

Ӑш [чӗре, чун] вӗчӗрхенет зло берет кого.
Йӑван кӑшт кӑна кулса илчӗ. Ашӗ вӗчӗрхеннине туй-са, сад пахчи енчи чӳрече патне пырса тӑчӗ. С. Элкер. Хура юнлӑ чӗри вӗчӗрхенсе кӳтет унӑн. Юхма М.

Ӑш выртать душа успокаивается у кого, чья, на душе становится легко у кого.
Санпа калаҫсан, ӑш выртрӗ.

Ӑш [чун] канать 1. душа успокаивается у кого, удовлетворяется кто; 2. жажда утоляется у кого.
1. Кайри пӳрте кайса ларчӗ, хунямӑшӗпе пӗр-ик сӑ-мах калаҫрӗ, ӑшӗ канмарӗ. П. Осипов. Вара Таиҫ карчӑ-кӑн та чунӗ каннӑ. С. Элкер. 2. Хуллен хӑвалӑха амсан, илтетӗн ҫӑлкуҫӑн шӑнкӑр сассине. Пружина пек хумсем сине выртса, ӑш каниччен ӗҫен ҫӗр сӗткенне. Ю. Се­менов.

Ӑш [ӑшчик, чӗре, чун] кӳтет 1. расстраивается кто; 2. сердце ожесточается у кого, чье.
1. Каярах кӑна, ӑш кӳтнипе сывлӑшне аран леш ҫа-вӑрсассӑн, Кулине ӑнланчӗ пӗтӗмпех, хӑй макӑрса ячӗ чарӑнмассӑн. П. Хусанкай. Ярилен ӑшӗ кӳтсе килет. Хв. Уяр. Ак Чакка тӑрать Пахом вырӑнне. Ҫӗклет ал-лине — каласшӑн сӑмах, анчах пӳлӗнет ӑшчик кӳтнипе. С. Элкер. Люда чунӗ кӳтсе килнипе, ниҫта кайса кӗрей-месӗр пӳлӗм тарах утса ҫӳрет. Н. Терентьев. Чӗре кӳтсе килнӗ самантра вал йӗрсе ярасран хӑйне аран-аран тыт-са чарчӗ. И. Григорьев. 2. Шӗшлӗ, тасал кунтан, ӑшчик кӳтсе ҫитнӗ ман... темен туса пӑрахма пултарӑп. Н. Пат-ман. Ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ канӑҫ пӗлмест Талмӑрса, Куҫӗсем куҫҫуль тӑкаҫ, чӗри кӳтет тарӑхса. Г. Краснов. Чунӗ кӳтсе ҫитнипе вал сӑмахне каласа пӗтермесӗрех хӑй вырӑнне кайса ларчӗ. М. Илпек.

Ӑш [кӑмӑл, чун, чӗре] пусӑрӑнать душа [сердце] успокаивается у кого, чья.
Ӑш пусӑрӑнмасть. Макан та райкомра ҫӗкленнӗ кӑ­мӑл сасартӑках нусӑрӑнчӗ. А. Еҫхӗл. Валя Надьӑна ку-расшӑн пулчӗ. Манӑн та унпа питӗ калаҫас килетчӗ: пӗр-пӗринпе тавлашкаласа ларсан, чуй пӑртак пусӑрӑнать. А. Алка.— Кӗтрӗм, кӗтрӗм. Таврӑнчӗ "ак. Ана курса ка-лаҫсан, чӗреҫӗм пусӑрӑнӗ тесеттӗм. В. Ухли.

Ӑш [ӑшчик, чӗре, чун] ҫунать [хыпать] 1, душа [сердце] болит у кого, чья; тн.: чун [чӗре] ыратать, чун тумашать, ӑшчик вӑр-вӑр ҫаврӑнать; 2. испытывает сильную жажду кто.
1. Кулине инке ҫав Ашӗ ҫуннипе, Ылханса выртать вӑрҫа Пӗтӗм чунӗпе. 77. Хусанкай. Эпӗ киле таврӑнтӑм. Паллах, ҫӗрӗпе куҫ хупмарӑм. Ашчик ҫунса тухать. А. Лазарева.— Тӗрӗссипе каласан, аппа, чун ҫунать. Тимахви макӑрса ярас пек хурлӑхлӑ каласа хучӗ. М. Ухсай. Ахаль те тӳсме ҫук хуйхӑракан, ӑшӗ хыпса тухакан ҫынна тата ытларах пӑлхатса яма пултарӑн ҫеҫ. Л. Ага-ков. Миккул шкул еннелле пӑхасшӑн мар: ача-пӑча чуп-каланине кур сан, ун чӗр<и вутпах ҫунма тытӑнать-ҫке-ха. В. Ухли. 2. Пусӑ шывӗ куҫ пек тара, Витре тӗпӗ курӑ-нать. Куне пулчӗ питӗ шӑрӑх, Сивӗ шывшӑн чун ҫу­нать. Н. Евстафьев. Тарпала тусан пер хутӑш Тек юхать, тумлать питрен. Ҫулӑм хыпнӑ пек ҫунать ӑш, Шыв ыйтать самантсерен. А. Алка. Аш хыпнипе пӳлӗн-се ҫитнӗ Лариван ҫаплах-ха ӗне хыҫҫӑн чупнӑ. С. Ас­лан.

Ӑш [чӗре] ҫурӑлса тухать душа [сердце] разрыва­ется [рвется] на части у кого, чья; син.: чун татӑлать, чӗре шартах ҫурӑлать.
[Ҫтаппан]: Халӗ сана ҫын арӑмӗ вырӑнче куратӑп та, ш\ ӑш ҫурӑлсах тухать. Ф. Павлов. Тарӑхнипе, чӗри ҫурӑлассӑн туйӑнать. А. Артемьев. Альӑна тата Украи-нӑри хамӑр пурнӑҫа аса илетӗп те, чӗре ҫурӑлсах каять. М. Трубина.

Ӑш [ӑшчик] тулать становиться обидно (досадно, горько и т. п.) кому, накипело на душе [на сердце! У кого.
арӑмӗ тумне, калаҫнисене, ачи ятне аса илетӗп 1 те, петӗм ӑш тулса ҫитет. Хыпар. Сӳннӗ кӑвайт амалан-са ҪУнма тытӑннӑн, Полина Яковлевна ӑшчикӗ тепӗр хут тулса ҫитрӗ. А. Талвир. Ашчик тулса килчӗ манӑн — ку­рении, тарӑхни, курайманни пӗтӗмпех перле пулчӗ пул-малла. А. Лазарева.

Ӑша [ӑшчике] вӑркат удручать / удручить кого-что, раине огорчать / огорчить кого-что- тревожить / встре­вожить кого.
лумов тарланӑ ҫамкине тутӑрпа шӑлать. Унтан, ӑша вӑркатакан шухӑшсенчен тарса пытанас тенӗ пек, тата хӑвӑртрах утать. М. Кипек. Инҫетри хуларан ерипен ҫеҫ илтӗнекен хурлӑхлӑ сасӑ унӑн ӑшчикне пушшех вӑркат-са ячӗ. А. Талвир.

Ӑша вут хыпать. См. чӗрене вут хыпать.

Ӑша вырттар успокаивать / успокбить душу кого, чью.
Шкулта вал ӑша вырттармалли хыпар илтмерӗ. Ю. Скворцов,.

Ӑша ил 1. обращать / обратить внимание на что; 2. запоминать / запомнить что; 3. принимать / принять близко к сердцу.
1. Василько, хӑй чуне тасаокер, вал сӑмаха ӑшне те илмен. 2. Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмаха ӑша илме тӑрӑшрӗ. А. Артемьев. 3. Чапаев... Анохин сӑмахвсене ӑша илсе, шухӑша кай­ре. В. Бурнаевский.

Ӑша кантар. См. чуна кантар

Ӑша [ӑшчике] кӗр 1. влезать / влезть в душу кому, чью, выведывать / выведать что, допытываться / допы­таться; 2. вспоминаться / вспомниться, возобновляться / возобновиться в памяти.
1. Ҫакӑнпа паллашса, калаҫа-калаҫа ӑшне кӗрет. 2. Вӑйӑ юрри ӑша кӗчӗ. Ю. Скворцов.

Ӑша [ҫӑвара] пӗр хӗлхем те ан яр ничего не есть, ни маковой росинки во рту не было.
Яра кунах ӑшне пӗр хӗлхем ямарӗ Яриле, никампа пӗр сӑмах калаҫмарӗ. Хв. Уяр. Хырӑмӗ выҫсан, урисем хӑйсемех кил еннелле туртаҫҫӗ. Паян та хӗлхем яман вал ӑшне. И. Терентьев. Кунӗпе ҫӑварне пӗр хӗлхем ху-ман, пӗр тумлам шыв сыпман купцан ҫиесси те, ӗҫесси те килнӗ. В. Сатай. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ ҫӑвара пер хӗл­хем апат яман. М. Ухсай.

Ӑша [ӑшчике] ҫунтар терзать сердце кого, чье; 2. тер­зать [угнетать] свою душу .[сердце], мучиться чем, стра­дать от чего.
1. Пирӗн Ленин асра, пӗр ҫав хурлӑх кӑвар пек ӑша ҫунтарать. П. Хусанкай. Мӑшӑр хура куҫӑм, ан ҫунтар ӑша, Каласамччӗ уҫҫӑн хӑвӑн шухӑшна. Ю. Петров. 2. Ҫапла ӑшчике ҫунтарса Селле пӳрте кӗчӗ. М. Трубина. Юлашкинчен, киле таврӑнас ӗмӗтпе ӑша ҫунтарса, Ҫарпи ҫыннисем пачах ҫывӑрайми пулчӗҫ. К. Турхан.

Ӑша уҫса кӑтарт раскрывать [открывать] / раскрыть [открыть] душу кому, перед кем.
Мӗн каламалли пур — вьетнамецсем совет ҫыннисене ӑшне уҫса кӑтартма та хатӗр. Коммунизм ялавӗ. Аша хыв запоминать /запомнить что. Лайӑх ҫынсем ҫумне ларасчӗ, лайӑх сӑмахӗсене ӑша хывасчӗ.

Ӑшӑ (ӑш) тиврӗ хватило жаром что.
Пусӑра пӗтӗм тырӑ-пулӑ ӗнсе кайрӗ: ырашне ӑшӑ тиврӗ, ҫуртри тыррисем шитрех лараҫҫӗ. Хумма Ҫ. Ша­рах тӑнӑ пирки тырра ӑш тиврӗ. Коммунизм ялавӗ.

Ашра вут ҫунать на душе [на сердце] камень лежит у кого.
— Ах вӗҫетӗп эп, йӗретӗп, вут ҫунать ман ӑшӑмра: хурчӑка тытса аркатрӗ манӑн савнӑ машӑра. И. Тукташ. Ах, Улай, ас пӗлесчӗ: манӑн ӑшра вут ҫунать, анчах тӗ-тӗм тухни курӑнмасть, П. Осипов. Ашра тыт. См. асра тыт.

Ӑшра [чӗрере] усра хранить в сердце что в чьем. Ҫаплах усратӑп ӑшӑмра сан илӗртекен сӑнна. П. Хусанкай. Ҫынсем сӑваплӑ чӗрере усраҫҫӗ Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗнтер*укунне. Ю. Семенов.

Ӑшчик вӑркать. См. ӑш вӑркать.

Ӑшчик вӑр-вӑр тӑвать. См. ӑш вӑркать.

Ӑшчик кӳтет. См. ӑш кӳтет.

Ӑшчик лӑпланать. См. чӗре лӑпланать.

Ӑшчик лӑштах пулчӗ. См. чӗре лӑштах пулчӗ.

Ӑшчик ҫавӑрӑнать душа [сердце] перевертывается у кого, чья, душа [сердце] не на месте у кого, чья; син.: чун вырӑнта мар, чун пӑшӑрханать, ӑш вӑркать.
Ҫилсӗр ҫумӑр ҫаврӑнмасть те, Ҫилсӗр ҫумӑр ҫаврӑнмасть — Пирӗн ӑшчик ҫаврӑнать те, Пирӗн ӑшчик ҫаврӑнать. Чӑваш халӑх юррисем.

Ӑшчик ҫунать. См. ӑш ҫунать.

Ӑшчик [чӗре] тапранчӗ сердце оборвалось [оторва­лось, упало] у кого, в сердце [в груди, внутри) что-то оборвалось [оторвалось] у кого.
[Ванюк:] Ашчик тапранчӗ пулмалла санӑн. Ф. Павлов. Чӗри тапранчӗ ӗнтӗ Розан. Темиҫе ҫӑвар ҫыртсанах рме чарӑнчӗ,— трактор ытла та пӳрт ҫывӑхӗнчех кӗрленӗн туйӑнчӗ. А. Емельянов.

Ӑшчик тулать. См. ӑш тулать.

Ӑшчике вӑркат. См. ӑша вӑркат.

Ӑшчике кӗр. См. ӑша кӗр.

Ӑшчике ҫунтар. См. ӑша ҫунтар.

Ӑшша пиҫ 1. сильно вспотеть, взопреть (от жары, работы, бега и т. п.); 2. мучиться / измучиться, доводить / довести себя до изнурения.
1. Окопсем чавса ӑшша пиҫнӗччӗ ӗнтӗ эпир, пурсӑ-мӑр та самай ӗшеннӗччӗ. Н. Илпек. 2. Хампа перле кӳт-се те выртнӑ, Ашша та пиҫнӗ тантӑшсем, Ыратнине тӳс-ме шӑл ҫыртнӑ Шӑллӑмсемпе йӑмӑкӑмсем. П. Хусанкаӑ. Колхоз председателе кӑнтӑрла ҫитеспе тин таврӑнчӗ, хӑй йӑлтах ӑшша пиҫнӗ. А. Еҫхӗл.


Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-23 11:41:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4052 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org