Сӑмаххисен авторӗ: ...
Кӗвви: ...
Куççуль юхать чарăнмасăр...
Алла илетĕп пурпĕрех.
Эсĕ аякра пулсан
Кĕтме хатĕр ĕмĕрех...
Хушса юрламалли
Ах... Çăвать-ха çумăр чарăнмасăр
Çанталăк сивĕ çумăрпа тăллать
Пурăнаймасть вăл хурланмасăр
Вăл хăйĕн телейне шырать...
Хăçан сана кĕтсе илеп?
Хăçан чаратăн çумăра?
Хăçан пăхĕ сар хĕвел,
Иксĕмĕр пĕрле пулма?
Хушса юрламалли
Ах... Çăвать-ха çумăр чарăнмасăр
Çанталăк сивĕ çумăрпа тăллать
Пурăнаймасть вăл хурланмасăр
Вăл хăйĕн телейне шырать...
Юрату ăшши ялан
Çунтăр пирĕн чĕрере
Чунпа эс манпа пулсан
Çĕнтереймĕ нимĕн те.
Хушса юрламалли
Ах... Çăвать-ха çумăр чарăнмасăр
Çанталăк сивĕ çумăрпа тăллать
Пурăнаймасть вăл хурланмасăр
Вăл хăйĕн телейне шырать...
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |