Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫыравҫӑ-интернационалист

Иван Вутлан (Иван Дмитриевич Тимофеев) Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑхӑтлӑха Ҫӗпӗре пурӑнма куҫнӑ чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тапрансан унӑн ашшӗ фронта тухса кайнӑ, амӑшӗ вара пӗчӗк ачипе каялла тӑван Чӑваш ҫӗршывне таврӑннӑ. Пулас ҫыравҫӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Вӑл Йӗкӗрварти вӑтам шкулта вӗренсе ӑс пухнӑ, 1962 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педатотика институчӗн ют ҫӗршыв чӗлхисен факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗр хушӑ Шупашкарти 3-мӗш номерлӗ каҫхи вӑтам шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна Совет Ҫарне службӑна илнӗ. Пултаруллӑ, ют ҫӗршыв чӗлхисене аван пӗлекен салтака ҫар тӑлмачисем хатӗрлекен аслӑ шкулта вӗрентеҫҫӗ, унтан Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ тытӑҫусем пыракан вырӑна яраҫҫӗ. Ҫар службин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май ӑна Египетра, Йеменра, Алжирта, Сирире, Турцире, Грецире, Ютославире, Болтарире тата ытти ҫӗршывсенче те пулма тивет. Чи кӑткӑс, чи йывӑр вӑхӑтра 10 ҫул хушши ҫар хӗсметӗнче тӑрать. Ҫарти уйрӑмах тава тивеҫлӗ ӗҫсемшӗн вӑл «Ҫарти хастарлӑхшӑн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» медаль, «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медаль тата ытти натрадӑсем илме тивӗҫ пулать.

1972 ҫулта Иван Дмитриевич Шупашкара таврӑнать. Шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, директор пулса вӑй хурать. Каярахпа Ленин райкомӗн инструкторӗ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Председателӗн пулӑшаканӗ, КПСС Чӑваш обкомӗн культура пайӗн инструкторӗ пулса ӗҫлет. Халӗ вара, 1987 ҫултанпа пӗр улшӑнмасӑр, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗнче тӑрӑшать.

Иван Дмитриевич издательство директорӗнче ӗҫленӗ ҫулсем пирӗн ҫӗршыври политикӑпа экономика реформисен вӑхӑчӗпе пӗр килчӗҫ, ҫӗршыв тӗпрен улшӑнса ҫӗнелме тытӑнчӗ, чылайӑшӗ кивелсе ҫитсе питӗ хӑвӑрт арканчӗ, ҫӗнни ерипен вӑй илет-ха. Ҫак кӑткӑс лару-тӑрура та кӗнеке издательстви малаллах аталанса пычӗ, кӗнеке кӑларас ӗҫ тӗпрен улшӑнса ҫӗнелчӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ культура фронтӗнчи ырми-канми ӗҫсемшӗн Иван Дмитриевича «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

Иван Дмитриевичӑн биографийӗ питӗ пуян. Темӗн те курнӑ вӑл, темӗн те тӳссе ирттернӗ. Мӗн курни-илтнине вӑл хӑйӗн произведенийӗсенче ҫырса кӑтартать.

Унӑн пӗрремӗш повеҫӗ «Асамат кӗперӗ» 1974 ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Акӑ мӗнле хак панӑ хӑй вӑхӑтӗнче ҫыравҫӑ пултарулӑхне чӑваш халӑх писателӗ Александр Артемьев: «Асамат кӗперӗ» — пултаруллӑ художник ӳкерсе кӑтартнӑ ӳкерчӗксемпе пуян произведени. Мӑн чухлӗ оригиналлӑ, чӗрӗ сӑнар унта, асра юлакан характер, экзотикӑлла пейзаж! Писатель чӗлхи сӑнарлӑ, пуян. Унӑн арабӗ арабла калаҫать, акӑлчанӗ — акӑлчанла, нимӗҫӗ — нимӗҫле, вырӑсӗ — вырӑсла... Вӗсем кашни хӑйсен халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ. Иван Вутлан — писатель-интернационалист». «Асамат кӗперӗ» хыҫҫӑн И. Вутлан «Ҫул пӗрре», «Кӗтмен утӑм», «На берегу чужом», «Пӗчӗк иккен ҫӗр чӑмӑрӗ» тата ытти произведенисем те ҫырса кӑларчӗ. Вулакансемпе литература тӗпчевҫисем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, пирӗн литературӑна пултаруллӑ, хӑйне евӗрлӗ ҫыравҫӑ килнине палӑртрӗҫ.


 
Категорисем: Иван Вутлан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-15 21:53:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1990 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org