Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Ҫулталӑк (Волгин В.)

1. Ҫуркунне
Эх, аван-ҫке ҫуркунне!
Аслӑ вӑрман хӗрринче
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем —
Хӗрлисем, кӑваккисем
Ҫитӗнеҫҫӗ ешерсе.

Ҫутӑ ҫырма леш енче,
Ешӗл тумлӑ вӗтлӗхре
Тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑксем —
Ҫунат ҫапса шӑпчӑксем,
Шӑратаҫҫӗ кӗвӗсем.

2. Ҫулла
Ҫутӑ хӗвел тӳпере
Йӑл кулать.
Пӗтӗм ҫутӑ тӗнчене
Ӑшӑтать.

Кӑтра ҫӑка чечекне
Кӑларать.
Чӑтлӑхра чӑпар куккук
Авӑтать.

Аслӑ уйра ешӗл хум
Вӑй вылять.
Чӗвӗл чӗкеҫ пӗлӗтре
Явӑнать.

* * *
Ҫут хӗвел йӑл кулса
Тӳпенелле хӑпарать;
Тӗрлӗ чӗрчун йӑпанса
Ун ӑшшипе савӑнать.

Аслӑ уйра тинӗс пек
Сарӑ тулӑ хумханать;
Сарӑ тулӑ ҫийӗпе
Хӗвел шевли вылянать.

3. Кӗркунне
Вӑрмансем ҫаралаҫҫӗ,
Тахҫанах кайнӑ шӑпчӑк.
Курӑксем сарӑхаҫҫӗ,
Тек сикмест ӗнтӗ шӑрчӑк.

Кӗтӳсем те тухмаҫҫӗ,
Пуш-пушах анлӑ улӑх.
Выльӑхсем картара-ҫке, —
Утӑ-улӑмӗ тулӑх.

4. Хӗлле
Пит те паха хӗллехи кунсенче, —
Ярӑнмашкӑн яп-яка пӑр ҫинче.
Вӑрӑм-вӑрӑм тӑсӑлан каҫсенче
Авӑрлаҫҫӗ карчӑксем кӗнчеле.
Ҫывӑрса кайичченех ачасем
Яртараҫҫӗ вӗсене халлапсем.

1948

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:46:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2400 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org