Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫиччӗмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Тӑшмансемпе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Аттил килне таврӑнать те каллех, пӗтӗм ӗҫне манса, Кримкилте патӗнче ҫеҫ вахӑтне ирттерме тытӑнать, хӗре хӑй арӑмӗ пулма ӳкетлет. Юлашкинчен вара Кримкилте ӑна качча тухма килӗшет. Аттил, питӗ савӑнса, туя хатӗрленет. Унта хӑйӗн тӑшманӗ пулнӑ кӳршӗ халӑхсен патшисене те чӗнме калать.
Пӗртен-пӗр Хӗркке кӑна Аттил лайӑх мар шухӑш тытнине ӑнланать, ӑна ӑса кӗртес тесе калаҫать. Анчах Хӗркке сӑмахӗсене Аттил хӑлхана та чикмест, туя хатӗрленет.
Кримкилте ашшӗ Чупайрек та хӗрӗн туйне килет.
1

Ҫапӑҫу пулманни,
Юн юхтарманни
Аттила савӑнтарать,
Пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.
Ун чӗринчи юрату,
Ун чунӗнчи ырату
Тепӗр хут тапса тухать,
Аттила Кримкилте патне илсе каять.

Аттил
Кримкилте, савниҫем,
Эсӗ маншӑн — пиҫнӗ иҫӗм.
Эп сансӑр пурнаймастӑп,
Ҫут тӗнчепе савнаймастӑп.
Сан умӑнта чӗркуҫленсе,
Санран хурав кӗтсе,
Калатӑп:
"Савнӑ арам пул,
Пуласлӑха пире чӗнет пӗр ҫул!"
* * *
Те чӑнласах юратса,
Те ним тума аптраса,
Кримкилте Аттила аллинчен тытать,
Ӑна сӑмах калать:

Кримкилте
Хам сӑмаха каламасӑр,
Чунра пуррине чухлаймасӑр,
Нумай тертлентертӗм сана,
Ҫунтартӑм вутпа чунна.
Халь вара чӑннине пӗлтеретӗп,
Эп сан арӑму пулма килӗшетӗп.

2

Савӑнӑҫ, савӑнӑҫ, савӑнӑҫ...
Аттил килӗнче епле савӑнӑҫ!..
Туя хатӗрленме хушать Аттил,
Мӗнпур халӑха пуҫтарма хушать Аттил.

Аттил
Чӗнӗр пурне те!
Ямансене те,
Ҫуйӑнсене те,
Кайташсене те,
Вакиверсене те,
Путлансене те,
Чухасене те!..
Элчӗсем ярӑр Чупайрек патне,
Парнесем леҫӗр Чупайрек килне.

3

Аттил телейӗ пӗртен-пӗр ҫынна кулянтарать,
Аттил савӑнӑҫӗ Хӗрккене хурлантарать.
Чӑтаймасть вара Хӗркке,
Аттила ҫапла калать Хӗркке:
- Чӑвашсене,
Чи ҫывӑх ҫынсене
Инкек илсе килет сан телейӳ,
Асап илсе килет сан савнӑҫу.
Ҫакна эп сӑнунта куратӑп,
Ҫакна эп чунӑмпа туятӑп.
Анчах Аттил илтмест арӑмне,
Ун сӑмахӗсене чикмест хӑлхине.
Туй пуласса кӗтет Аттил,
Ӑраскалне шанать Аттил.

Аттил
Ман ӗҫе ан хутшӑн, Хӗркке:
Телее ан тат, Хӗркке.
* * *
Хӗркке пит кулянса,
Килне таврӑнать аптраса.
Аттил хай ҫыннисене чӗнет,
Вӗсене васкама хистет.

Аттил
Туй пулнӑ ятпа
Утпа-урхамахпа
Ӑмӑрту ирттеретпӗр,
Эпир епле савӑнмаллине пӗлетпӗр.
Кӗрешме тухччӑр паттӑрсем,
Тӗл пеме тухччӑр тӗкӗрҫсем.
Кам хӗҫпе ҫапӑҫма ӑста,
Туйра чаплӑ пултӑр тата.

4

Пурте Аттила итлеҫҫӗ,
Мӗн кирлине хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра эккел чупса кӗрет,
Чупайрек килнине пӗлтерет.
Ӑна хирӗҫ каять те Аттил,
Чупайрека кӗтсе илет Аттил.

Аттил
Куртӑн-и, Чупайрек,
Пӗлтӗн-и, Чупайрек,
Ирӗксӗрлеместӗп сан хӗрне,
Юратупа кӑна ҫунтартӑм чӗрине.
Туй пуҫлама вӑл хӑй каларӗ,
Кирлех пулсан сана та хурав парӗ.

Чупайрек
Шанас килет ҫакна,
Хӗрӗмпеле калаҫтарсам мана.

Аттил
Нимле чару та сук,
Эпӗ телейлӗ чух.
Кӗр, атя, Кримкилте патне,
Е чӗнес-и ӑна хӑйне.

Чупайрек
Ун патне кӗрсе калаҫам,
Ашшӗ пулса ыйтусем парам.

5

Чылайран Чупайрек хӗрӗ патӗнчен тухать те Кримкилте хӑй ирӗкӗпе Аттила качча тухма килӗшнине калать.
Ҫакӑн хыҫсӑн вара туя кӳршӗ халӑх патшисем пурте килме тытӑнаҫҫӗ.

Ҫуркуннехи кайӑксем мар,
Ут кӗтӗвӗ те мар,
Хӑнасем туя каяҫҫӗ,
Ӗҫсе ҫиес те юрлас тесе васкаҫҫӗ.
Пӗрисем утпа,
Теприсем ҫуран ушкӑнпа,
Пӗрисем пӗччен,
Теприсем килйышпех тухнӑ килӗнчен.
Туй вӑл пит хавас уяв,
Туй вӑл ҫӗн тӑванлӑх.

Ҫӗнӗ тӑвансене пурте мухтаҫҫӗ,
Тем тӗрлӗ юрӑсем юрлаҫҫӗ,
Ҫӗнӗ мӑшӑра вӗсем ырлаҫҫӗ,
Пысӑк телей сунаҫҫӗ.

Савӑнӑҫ юрри
Уй-уй тулли сар чечек,
Сар чечексем пуҫтартӑм.
Ял-ял тулли сар пике,
Сар пикепе вылярӑм.
Сар чечеке юратса,
Ҫеҫенхирте ҫӳрерӗм.
Сар пикене юратса,
Тӗнче тӑрӑх ҫӳрерӗм.
Сар чечексем пит нумай,
Чи-чи хитри пӗрре ҫеҫ.
Сар пикесем пит нумай,
Чунтан савни пӗрре ҫеҫ.
Ҫеҫенхирте ҫӳресе,
Тупрӑм савнӑ пӗр чечек.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳресе,
Тупрӑм савнӑ сар пике.
Сар чечеке ҫухатмӑп,
Ялан усрӑп пӳлӗмре,
Сар пикене ҫухатмӑп,
Ялан усрӑп чӗрере.

Ӑнлантаркӑч

1. Туй пулнӑ ятпа... Мӗн авалтан чӑвашсем туй пулнӑ ятпа пысӑк уяв ирттернӗ. Унта ялан тем тӗрлӗ ӑмӑртакансем пулнӑ.
2. Ҫав вӑхӑтра эккел чупса кӗрет. Эккел — патшана пӑхса-сыхласа тӑракан ҫарҫынни.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 19:55:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2717 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org