Ҫаваҫ Ваҫҫа (чӑн ячӗ Леонтьев Василий Леонтьевич), — сӑвӑҫ. 1906 ҫулта Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулта Чӑваш Енӗн Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Тӑлӑха юлса ача ҫуртӗнче ӳҫнӗ. Шупашкар рабфакӗнче, Чӗмпӗр педагогика техникумӗнче, Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче, Ҫӗрпӳпе Патӑрьел педагогика училищисенче, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке вӑтам шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Унӑн ӗҫӗсем хаҫатсемпе журналсенче, тата пӗрлешӳллӗ сборниксенче пичетленнӗ: «Вун иккӗре», «Комсомолия», «Ҫӗр чӗнет», тата ыттисенче.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |