Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ячӗ халӑх асӗнче (Е. Арланова)

Митта Ваҫлейӗ (Василий Егорович Митта) чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Унӑн пултарулӑх хӗлхемӗпе шӑранса тухнӑ сӑввисемпе поэмисем, калавӗсемпе очеркӗсем Чӑваш патшалӑх пичет архивӗнче питӗ тирпейлӗн упранаҫҫӗ, паян кун та тӗпчевҫӗсене шухӑшлаттараҫҫӗ, ҫамрӑксене ӑслӑ, хӑюллӑ, маттур пулма вӗрентеҫҫӗ, вулакансен чӗринче ырӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ. Писатель ҫинчен ҫырнӑ материалсемпе паллашнӑ май унӑн кӗске те кӑсӑклӑ пурнӑҫӗ куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑрать.

Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ.

Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи тулли мар вӑтам шкулта вӗреннӗ, «Ҫулӑм» журнал кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннӑ, хӑй те пӗчӗк сӑвӑсемпе заметкӑсем ҫырса пичетленӗ. 1924 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш педтехникумне вӗренме кӗнӗ. 1928 ҫулта учитель ятне илсен пӗр вӑхӑт шкулта ӗҫленӗ, вӗренекенсене литературӑна, тӑван чӗлхене юратма вӗрентнӗ. Каярахпа _Патӑрьел районӗнчи «Паянхи сас» /хальхи «Авангард»/ хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ.
1932 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетӗнче литературӑпа драма передачисен редакторӗнче, Писательсен союзӗн правленийӗнче литература консультанчӗ пулса, «Тӑван Атӑл» альманах редакцийӗн секретарӗнче ӗҫленӗ.
Поэтӑн пӗрремӗш сӑвви «Ахӑр, пулать ҫуркунне» 1924 ҫулта «Сунтал» журналӑн 2-3-мӗш номерӗсенче пичетленнӗ. Каярахпа «Ҫуралнӑ ҫӗршывра», «Ҫамрӑк тӑвана», «Тупа», «Утӑ ҫинчи ир», «Ҫамрӑк сӑвӑҫсене», «Тӑван ҫӗршыва», «Каникулта», «Паян эпӗ хӗпӗртерӗм», «Ҫурхи кӑмӑл», «Тавралӑх шуҫӑмпа хӗрелнӗ» сӑввисем кун ҫути курнӑ. Вӗсенче поэт ҫамрӑксен ҫутӑ ӗмӗтне, ҫӗнӗ пурнӑҫ тунӑ ҫӗрте вӗсем вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫленине, наука никӗсӗсене алла илес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнине сӑнласа кӑтартнӑ. Ялта колхоз юхӑмӗ ҫӗнтерни ҫинчен ҫырнӑ «Ҫӗр чӗлхи» /Хулӑн сас/ поэми тата «Атӑл ҫинче», «Кӗреке юрри», «Акатуй каччисем», «Октябрь тантӑшӗ», «Чӑваш комсомолӗ» сӑввисем Митта Ваҫлейӗн 30-мӗш ҫулсенчи паллӑрах произведенийӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсенче сӑвӑҫ совет халӑхӗн пирвайхи пилӗк ҫуллӑхсен вӑхӑтӗнчи ӗҫӗ, иксӗлми хастарлӑхӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
1932 ҫулта ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Кӑмӑл» ятпа сӑвӑсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӗнекене пысӑккисем те, пӗчӗккисем те хапӑл туса йышӑннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсенче автор тӑван литературӑна юратмалли ҫинчен вӗрентсе ҫырнӑ, ачасене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма ӑс панӑ.

Митта Ваҫлейӗн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Вӑл поэзире кӑна мар, прозӑра та хастар ӗҫленӗ. Унӑн «Хисеплӗ вилӗм», «Чӗлӗм Мӗкӗти», «Лав хыҫҫӑн лав», «Кӑҫалхи калӑм», «Мур», «Ватти», «Мамӑк утравӗ», «Ҫамрӑкки» тӑван литература фондне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ.

В.Митта ӑста куҫаруҫӑ та пулнӑ. Вӑл А.Пушкинӑн «Борис Годунов» трагедийӗпе «Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юррине», М.Горькин «Фома Гордеев», Н.Островскин «Тӑвӑлпа ҫуралнисем» романӗсене, В.Овечкин очеркӗсене, Г.Гейне, М.Джалиль, А.Кунанбаев, С.Кудаш, Ш.Муддарис сӑввисене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитернӗ.

Митта Ваҫлейӗн иксӗлми пултарулӑхне паллӑ ытти ҫыравҫӑ пысӑка хурса ҫапла хакланӑ:

«Поэтӑмӑр тӑван сӑмахӑн тутине пӗлсе, ӑна перекетлӗн тыткаласа ӗҫлетчӗ. Унӑн ҫырса пӗтереймен «Тайӑр» поэма сыпӑкӗсем, «Авалхи садӑмра», «Тав сана!», «Пит маттур-ҫке Иванов бульварӗ...» тата ытти нумаях мар сӑвви юлашки вӑхӑтри темӗн тӗрлӗ шупка сӑвӑ-юрӑ ҫинче чӑн-чӑн ӗнчӗ пӗрчисем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Халӑх чӗлхи, наци сӑн-сӑпачӗ, сахал сӑмахпа нумай калама пӗлни, таса кӑмӑл, вӗри чӗре таппи, тарӑн шухӑш - акӑ мӗн туять вулакан Митта сӑввисенче...”. / П.Хусанкай. Пуҫ кӑшӑлӗ вырӑнне // Митта Ваҫлейӗ. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ/. Г.Юмарт пухса хатӗрленӗ. - Шупашкар, 1974. 12-23 с./.

«Митта Ваҫлейӗ хӑйне евӗр сӑвӑҫ, хӑйне евӗр ҫын, хӑйне евӗр шухӑшлавҫӑ, хӑйне евӗр сӑмах ӑсти пулнӑ. Вӑл сӑвӑ ҫыракан мар, вӑл чӑн-чӑн сӑвӑҫ, тивӗҫлипе паян кунччен те хаклайман пысӑк поэт пулнӑ. Сӑвӑ унӑн ӗҫӗ мар, унӑн сывлӑшӗ, унӑн пурнӑҫӗ, унӑн чӗре таппи пулнӑ. Вӑл ҫырмасӑр пурӑнма пултарайман, мӗншӗн тесен виҫесӗр пысӑк пултарулӑх ӑна самантлӑха та канӑҫ паман». /Г.Н.Волков. Паллӑ ҫынсем - Митта Ваҫлейӗ ҫинчен // Ялав. 1988. 3/. 19 с./.

«Митта Ваҫлейӗн статйисене те, ҫырӑвӗсене те каҫса кайсах вулатӑн, пӗр пушӑ сӑмах та тупаймастӑн унта». /Н.Исмуков. Сӑпайлӑх, тӳр кӑмӑллӑх, чӑтӑмлӑх, чунлӑх // Тӑван Атӑл. 1988. 3/. 61-62 с./.

Чӑваш чунлӗ сӑвӑҫ нумай пурӑнайман. Унӑн ӗмӗрӗ 49 тултарсан 1957 ҫулта татӑлнӑ. Вӑл ҫӗре кӗнӗренпе 50 ҫул иртрӗ пулин те унӑн ырӑ ячӗ, вӑл ҫырса хӑварнӑ произведенисем нихӑҫан та пирӗн тӑван халӑх асӗнчен каймӗҫ.

Кӗске статьяна Чӑваш халӑх поэчӗ В.Давыдов-Анатри ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе вӗҫлесшӗн:

Митта Ваҫлейӗ юррине,
Илемлӗ, уҫӑ сассине,
Ун ырӑ, ҫутӑ сӑнарне
Эпир манмастпӑр ӗмӗрне...

Е. Арланова,
«Хыпар», 2008, пуш, 5


 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-06 01:53:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5279 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем