Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ярдыкова Зоя Дмитриевна

Ярдыкова Зоя ДмитриевнаЯрдыкова Зоя Дмитриевна — театр актёрӗ, режиссёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1970), РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1970). 1921 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шаптак ялӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

Зоя Дмитриева — ҫамрӑксен театрне пуҫараканнисенчен пӗри, 1956-1982 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрне ертсе пынӑ, режиссёр ӗҫне тунӑ.

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗрентнӗ. Вӑл вӗрентсе кӑларнисем — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем С. Савельева тата П. Чамжаева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ аритисчӗсем В. Лукьянов, В. Оринов тата ыттисем.

Пултарулӑхӗ

Зоя Дмитриевна Чӑваш Ен театрӗнче самай пысӑк йӗр хӑварнӑ. ГИТИСри актёрсен студинче ӑсталӑха пухнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн пӗрремӗш санарӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылянӑ. Каярахпа К.И. Иванов режиссёр ертсе пынипе хӑйӗн малтанхи спектаклӗсене лартнӑ — Г. Мухтаровӑн «Ҫемье чысне», Н. Терентьевӑн «Арканнӑ юратӑвне», А. Кӑлканӑн «Авлантарчӗҫне», Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана».

Вӑл лартнӑ тӗп спектакльсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-05 13:24:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3416 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org