Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Энтепе

Энтепе ялӗ - чиркӳллӗ ял. Вӑл Чӑваш Республикин Тутар Республики ҫумне кӑнтӑралла тухакан кӗтесӗнче Пӑлапа Хырла шывӗсен водоразделӗ ҫумӗнче - Пӑла шывӗ енне анакан "Тӗме сӑрт" ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавна пула чылай ҫырма пуҫӗ ку ял ҫумӗнчен пуҫланать (ҫырма ячӗсем: Тарӑн вар ҫырми, Ҫӗмӗрт ҫырми, Мичкӑ ҫырми,Кашкӑр вар тата Ляванчи ҫырмисем, Сӑмсахпа Пӗччен куҫ ҫырмисем, Силос ҫырми, Хӑмла пуҫ ҫырми тата Тӑхӑр туллӑ сӑрт ани уярӗ ҫине тухакан чылай шутлӑ Энь тӗпӗн ай ҫырмисем). Ялпа кӳршӗллӗ вӑрмансем: пысӑк "Аслӑ вӑрман" тата пӗчӗк "Сар хӑви","Ҫатра хӑва" тата "Ҫӑкал хӑва" вӑрмансем. Энтепе ялӗнчен инҫе те мар, "Тӗме сӑрчӗн" ҫурӑмӗ тӑрӑхӗнчи апсенче илемлӗ Утетпе Утяска кӳллисем вырнаҫнӑ, тата кунсӗр пуҫне ял ҫумӗнче илемлӗ шыв-су пӗввисем: Иван ГЭСӗ, Силос пӗвви, Энтепе пӗвви, Хӑмла пӗвви, Энь тӗпӗ ай пӗвви.
Энтепе ялӗ авалхи Аслӑ ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ку ҫул вара Мускави енӗнчен хӗвелтухӑҫа илсе кайнӑ, Тетюшпе Булгар хулисем хушинче вара Атӑл урлӑ каҫнӑ.
Энтепе ялӗ миҫемӗш ӗмӗрте пуҫланса кайни паллӑ мар. Архиври документсене пӑхас пулсассӑн ялта 1703-мӗш ҫулта перепиҫ иртнӗ. Унта 398 чӑваш ятне ҫырнӑ. 1723-мӗш ҫулта 23, 1745-мӗшӗнче 29, 1797-мӗш ҫул тӗлне вара 17 кил, 1710-мӗш ҫулта ялта пурӗ пӗрле те 10 кил пулни паллӑ.
1896-мӗш ҫулхи перепиҫрен ҫакӑ паллӑ: Энтепе ялӗнче пурӗ 53 кил, 165 арҫын, 161 хӗрарӑм (пурӗ пӗрле 326 ҫын), 1913-мешӗнче вара 79 кил, 216 арҫын, 187 хӗрарӑм (пурӗ 403 ҫын).
1912-мӗш ҫулта Энтепе ялӗнче чиркӱ тума пуҫлаҫҫӗ, 1918-мӗш ҫул тӗлне туса петереҫҫӗ.
1935-мӗш ҫулта Энтепери шкулта 7 ҫул, 1963-мӗшӗнче 8 ҫул вӗренмелле тӑваҫҫӗ.
1981-мӗш ҫулта С. А. Андреев ячӗллӗ икӗ хутлӑ чул шкул уҫӑлать.
1982 ҫулта вӑтам, 2005-мӗш ҫулта вара тӗп шкулсен шутне кӗрет.
2006-мӗш ҫулта ача садне уҫаҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Маруç тӳрлетнӗ, информацие 2019-01-24 12:23:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3717 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org