Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ырӑпа усал хирӗҫӗвӗ (В. Родионов)

(«Нарспи» поэма ҫинченех)


К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи тӗп шухӑша, унти синкерлӗх (трагеди) сӑлтавӗсене ку таранччен тӗрлӗрен ӑнлантаракан пулчӗ. Ҫакӑ йӗркеллӗ япала, мӗншӗн тесен кашни вӑхӑт, самана хайлав ҫине ҫӗнӗ куҫпа пӑхма ыйтать. Ҫапах та, манӑн шухӑшӑмпала, хайлавӑн илемлӗ идейине Пысӑк вӑхӑтпа (вӑл ҫӗр-ҫӗр ҫула ытамлать) пӑхса хаклани тӗрӗсрех пек.
Лекцисенче эпӗ студентсене «Нарспире» купаланса пыракан ҫылӑхсем ҫинчен каласа пама юрататтӑм: ашшӗ хӗрӗн туйӗнче ташлани + Сетнерпе Нарспи вӑрмана тарни + Тӑхтаман арӑмне хӗнени + Нарспин усал ӗҫӗ + ашшӗ-амӑшӗ ылханни. Халь тепӗр хут пуҫ тавралла ҫавӑрса пӑхатӑп та хам каланисем юлашки ик ҫӗр утмӑл ҫулшӑн кӑна юрӑхлӑ пулма пултарнине ӑнланса илетӗп. Мӗншӗн тесен вырӑсла «грех» сӑмахӑн ӑнлавӗ чӑваш пуҫӗнче Христос тӗнне кӗрсен кӑна ҫирӗпленсе ҫитме пултарнӑ. Халӗ эпир усӑ куракан «ҫылӑх» сӑмах малтан, хамӑрӑн тӗнӗмӗрпе пурӑннӑ ӗмӗрсенче, «ваттисен умне ҫитермелли ӗҫме-ҫиме» пӗлтерӗшлӗ пулни иккӗленӳсӗр. Ҫав ҫураҫма апатне ҫу уйӑхӗнче (вӑл вӑхӑтра ҫимӗк – унӑн малтанхи ячӗ ҫу – ирттернӗ) масар-ҫӑва ҫумӗнчи ҫырма хӗрринче кӗпер (каҫма) туса тепӗр енне каҫармалла пулнӑ. Енчен те ҫӑва ҫинчисем ҫимӗҫ хывакансене чир-чӗрпе аптратмасан хурса панӑ ӗҫме-ҫиме вӗсем патне ҫитнӗ, урӑхла каласан, ҫылӑх каҫнӑ тесе шутланӑ. Ҫылӑх кӗпер урлӑ каҫманни пысӑк инкеке пӗлтернӗ. Христос тӗнне кӗрсен чӑвашсем вилнӗ ваттисен умӗнчи апат-ҫимӗҫ парӑмне Турӑ умӗнчи чун парӑмӗ пек ӑнланма пуҫлаҫҫӗ.
Ӗлӗкхи чӑваш ҫӗр ҫинче пӗр вӗҫӗмсӗр пыракан хирӗҫӳ пур тесе шутланӑ – Ырӑпа Усал хирӗҫӗвӗ. Ҫын вара ҫав икӗ пӗр-пӗрне парӑнман вӑй хушшинче тӑнӑ. Турӑ яланах ырӑ енче пулма хушнӑ, усал-тӗселӗ (Шуйттан) ҫынна хӑй енне мулпа, эрех-сӑрапа тата ытти аскӑнчӑк япаласемпе ҫавӑрма тӑрӑшнӑ. Ашмарин сӑмахсарӗн иккӗмӗш кӗнекинче ҫапла йӗркесем пур: «Чӑвашсем аҫа ҫапнине урӑх тӗрлӗ шухӑшлаҫҫӗ, вӗсем: усал пӗр-пӗр ҫурта кӗрсен, Турӑ вара, ҫав усала ҫапма хӑтланса, ҫурта та тивертсе ярать теҫҫӗ; е пӗр-пӗр ҫын ҫумне ҫыпӑҫсан ҫапать теҫҫӗ. Тата ҫумӑр ҫунӑ чух хытӑ ҫӳреме каламаҫҫӗ: хытӑ ҫӳресен усал ҫыпҫӑнать теҫҫӗ» (117с.)
Усал ҫыпҫӑннӑ ҫурта аҫа ҫапни ҫинчен 921 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарта пулнӑ Ахмед ибн Фадлан ҫапла ҫырса хӑварни пур: «Эхер те пӳрте аҫа ҫапсан вӗсем ун патне ҫывхармаҫҫӗ, ӑна мӗнле пулнӑ ҫаплипех, унта мӗн пуррине те, – ҫыннипе пурлӑхне те, тата ыттине те, – пӑрахса хӑвараҫҫӗ, унта вара вӗсем пӳрт йӑлтах ҫӗрӗшсе пӗтиччен те пымаҫҫӗ. Хӑйсем ӑна: «Ку вӑл – ылханлӑ ҫын килӗ», – теҫҫӗ.
Халӗ К.В. Ивановӑн «Шуйттан чури» трагедине аса илер. Унта ҫапла йӗркесем пур:
    Ватӑ юман хыҫӗнчен
    Шуйттан татах хӗтӗртрӗ.
    Сӑнӑ татах ҫӳлелле
    Яр улӑхса кайрӗ те
    Пиччӗш хӑйӗн шӑллӗне
    Чиксе хучӗ укҫашӑн.
    Ҫӳлтен кӗр-кӗр аслати
    Кӗрлет, вӗркет хаяррӑн...

Шуйттанпа усал ернӗ пиччӗшне Турӑ аҫа ҫаптарасшӑн:
    Сасартӑках ҫил тухать,
    Тухса кӗрлесе каять.
    Пӗтӗм ҫӗре кисретсе
    Аҫа шартлатса ярать.
    Шуйттан юман хыҫӗнче
    Ахӑлтатать хӑрушшӑн...

Трагедин вӗҫне сӑвӑҫ пиччӗшӗн пӳртне аҫа ҫапнипе, хуҫин чунне Шуйттан илсе кайнипе вӗҫлеме палӑртни паллӑ. Кунта та ырӑпа усал хушшинчи ҫынна, вӑл Шуйттана сутӑнни мӗн патне илсе ҫитернине кӑтартас тӗллев пурри курӑнать.
«Нарспире» Турӑпа Шуйттан сӑнарӗсем уҫӑмлах калӑпланман теме пулать. Вӗсем ырӑ ӗҫпе усал ӗҫ хыҫне пытаннӑ, хушӑран ҫех уҫҫӑн курӑнса каяҫҫӗ.
Уйрӑм сӑнарӗсене пӑхса тухар-ха. Сетнер Тӑхтаман пирки Нарспине ҫапла калать: «Ҫаплах сана ют ҫӗре илсе кайӗ-ши усал. (кунта тата малалла палӑртнисем манӑн. – В.Р.)». Нарспи сӑмахӗсене аса илер-ха тата: «Пӗттӗр усал Тӑхтаман». Автор-калуҫӑ та ҫак ватӑ кӗрӗве тӑтӑшах усал эпитетпа хаклать.
Мӗншӗн усал ӗҫ тӑвакан тесе калатпӑр Тӑхтамана? Акӑ сӑлтавӗсем: вӑл мул (усал тесе ӑнланмалла) чури, ҫамрӑк та ҫемҫе чуна хапсӑнакан хытнӑ чун, ҫынна пӗр хӗрхенӳсӗр хӗнекен. Вилсен те ҫав усалӑн чунӗ хура кайӑк пулать (хура ҫӳҫлӗ тата тумлӑ ҫынсене аҫа чи малтан ҫапать тени хура вӑл тӗттӗм ҫӗр, усал-тӗсел тӗсӗ пулни ҫинченех калать).
Михетерӗн усаллӑхӗ хӗрне вӑйпа качча панинче кӑна мар, Нарспи тӗлӗкӗнче вӑл шӑлӗсене шаккаса, сиксе ҫӳрекен йыттӑн курӑннинче те вӑйлах палӑрать. Паллӑ ӗнтӗ, ҫимӗк каҫ пӗтӗм усал-тӗсел вӑранать тесе ӗненнӗ чӑвашсем. Ҫав усалсем ҫынсене йытӑ-кушак пулса курӑннӑ иккен. Маларах ҫырнӑ ӗҫсенче эпӗ Михетер хӑйӗн хӗрӗн туйӗнче ташласа йӑла-йӗркене пӑсать, ҫылӑха кӗрет тесе каланӑччӗ. Пӑсӑк туй пуласси хӗр ҫураҫнӑ чухнех палӑрать: ӳсӗр ашшӗ (эрех – Шуйттан ҫимӗҫӗ) хӗрӗн куҫҫульпе каланӑ сӑмахӗсене тӑнламасть (Нарспи туй мешехине тепӗр ҫултан тин ирттерме тилмӗрнӗ иккен).
Пӑсӑк туйшӑн Сетнерпе Нарспи те айӑплӑ пек, ытларах пӗрремӗшӗ. Качча каяканӗ вӑййа «Юлашки каҫ Сетнере курас юта кайиччен» тесе каять. Унӑн тарас шухӑшӗ ҫук-ха. Унччен кӑна ашшӗ-амӑшӗ ӑна: «Усал ҫынпа ан ҫыхлан» – тесе пехилленӗччӗ. Вӗсем Сетнер юмӑҫа ывӑлне усал-тӗсел ернӗ пулӗ тесе каять. Хайхи юмӑҫ Сетнере ҫумне ҫыхаҫҫӗ ҫав эпитета: усал Сетнер, Сетнер шуйттан илӗртнӗ. Каччӑн амӑшӗ те тӳрре кӑларать: ӑна усал ҫыпӑҫман, Турри ҫапла ҫырнӑ иккен (Нарспине юратма, унпа вӑрмана тарма, хӗн-асап тӳсме...)
Халӗ чи кирли те пӗлтерӗшли патне ҫитрӗмӗр. Сетнер хӑйӗн тӑшманне (Тӑхтамана) ҫӗнейменнине ҫапла сӑлтавлать:
    Турӑ ҫырни, ахӑрах,
    Ҫапла-тӑр ҫав самани.

Акӑ Сетнер Тӑхтамана вилӗм сунса, ӑна «хӗвел кусса тухиччен» (усал-тӗсел алхаснӑ тӗттӗм ҫӗр) вӗлерме шухӑш тытать. Вӑл «тамӑкри пек ахӑракан» сӗм вӑрманта усал ӗҫ тума васкать. Ҫав хушӑра:
    Хура пӗлӗт пӗрмаях
    Шӑвать вӑрман тӑрринче.
    Ярать ҫиҫӗм ҫӗр ҫурсах
    Хура пӗлӗт хушшинче.
    Аҫа ҫапать, шартлатать,
    Пӗтӗм тӗнче кисренет.

Сетнер мӗн тумаллине пӗлет: унӑн Тӑхтамана вӗлерсе усал ӗҫ тумалла. «Ах, ҫылӑхлӑ чунӑма Епле тытса чарам-ши?..», – тет ҫак харкамҫӑ (герой). Харкамҫӑ усал ӗҫпе ҫыхланасшӑн марри те палӑрать кунта. Ҫав хушӑрах хӑйӗн усал тӑшманне пӗтерсе телей тупайманнине те, усала усал туса ҫӗнтерме ҫукне те ӑнланать вӑл.
Малтанласа Нарспи хӑйӗн тӑшманне пӗтерес ӗҫе Сетнер тӑвасса кӗтнӗччӗ:
    Анчах манӑн савни пур –
    Ҫӑлаймӗ-шим вӑл мана?
    Унӑн вӑйлӑ аллисем
    Пӗтермӗҫ-шим тӑшмана?

Нарспин тӗп тӗллевӗ – тӑшмана тӗп тӑвасси. Ӑна ӑнланма пулать-ҫке: вӑл Сетнертен темиҫе хут ытларах асапланать, савнийӗнчен ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе илеймест. Ҫав лару-тӑрура унӑн пуҫӗнче ирӗксӗрах «усал шухӑш хускалать». Ҫапла вара, Нарспи хӑйӗн савнийӗ тӑвас усал ӗҫе хӑй пуҫӑнса Сетнере усал-тӗселтен вӑхӑтлӑха та пулин сыхласа хӑварать.
Сетнере Турӑ ҫырнисен шутне унӑн «усал вӑрӑ пурттинчен» вилме тивнине те кӗртмелле:
    Вӑрӑ, шуйттан, пурттипе
    Пуҫнех ҫурнӑ унӑнне!

Хайхи Турӑ ҫырнине таса та ҫемҫе чунлӑ Нарспи те тӳрлетеймерӗ: Сетнере усал-тӗсел ҫав-ҫавах тӗп тӑватчӗ. Тӑхтаманӑн, Михетерпе карчӑкӗн пуҫӗсене хӑйсем пуҫҫапнӑ усалах (хура вӑрманти хура кайӑка, армак-чармак йывӑҫсене, арҫурисемпе вӑтӑр та пӗр шуйттана аса илер-ха) пӗтерет (ара, вӑрӑсем те ҫав усалсен йышӗнчен-ҫке ахальтен мар вӗсем хура вӑрмантан тухаҫҫӗ).
Нарспи вара? Ӑна Кантӑр варти йӑмраран ҫакӑнтарса мӗн каласшӑн пулнӑ-ши К.В. Иванов? Харкамҫӑн юлашки сӑмахӗсене тӑнласа пӑхар-ха:
    Эй, аттеҫӗм, аннеҫӗм,
    Мӗншӗн мана ҫуратрӑр?
    Тӗнче асапне курма
    Кун ҫутине кӑтартрӑр.

Чарӑнар-ха. Сетнер: тӑшмана пӗтерсен «унран усал тӗнче пур», – тесе каланине аса илер те Нарспи сӑмахӗсемпе танлаштарар. Тӗнче асапӗ усал тӗнчере ӗнтӗ вӑл! Хайхи усал вӑйӗ тӑшмана пӗтернипе ниепле те иксӗлме пултарайманне малтан Сетнер, каярах Нарспи те ӑнланса илеҫҫӗ. «Усал Турӑран хӑватлӑ», – тенӗ Ашмарин сӑмахсарӗн виҫҫӗмӗш кӗнекинче (297 с.). Нарспи ҫакна пӗле-тӑркачах усала парӑнма шутламасть: вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурать, ҫакӑнпа унӑн «хуйхи-суйхи татӑлать».
Сетнерӗн синкер шӑпине Пӳлӗх-Турӑ хӑй ҫырнӑ, ҫавӑнпа та вӑл усал (Шуйттан) пурттинчен пӗтет. Нарспи шӑпи урӑхларах:
    Пӳлӗх-туррӑн кӑмӑлӗ
    Ӑслӑ турӗ хӑй хӗрне.
    Атте-анне ирӗкӗ
    Ҫирӗ сарӑ хӗр пуҫне.

Турӑ Нарспине ырӑ пурӑнӑҫ ҫырнӑччӗ. Хӑйӗн усал ернӗ ашшӗ-амӑшӗ ӑна та ҫав усал ӗҫне тутарттарчӗ. Ҫапла туса вӑл савнине усал-тӗселтен вӑхӑтлӑха та пулин упрама пултарчӗ, Сетнер вилсен – ун хыҫҫӑнах тепӗр тӗнчене ӑсанчӗ. Унта тӗнче асапӗ пулмӗ терӗ-ши ӗнтӗ?
Акӑ еплерех шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ «Нарспине» Ырӑпа Усалӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр хирӗҫӗвӗн куҫӗпе пӑхсассӑн.
В. Родионов>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-25 12:29:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4879 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org