Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.0 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӗкӗр

Шӗкӗр

Ку ял выранӗнче ӗлӗк вӑрман кашласа ларнӑ пулать. Ҫынсем ку таврара пулман. Пӗрре ҫапла пӗр ҫыннӑн ӗне е кӗтӳ ҫухалнӑ тет. Ӗне хуҫисем ӗнисене шыраса ҫак вырӑна ҫитӗ. Ӗнисене шыраса тупнӑ хыҫҫӑн каҫ пулса кайнӑ пирки вӗсен ҫакӑнтах ҫӗр каҫмалла тивнӗ. Кнта ҫӑл куҫ тапаса тӑракан вырӑн пулнӑ. Ҫак вырӑн вӗсене килӗшсе кайнӑ пулать.
Вара вӗсем ҫак вырӑна хӑйсен ҫемйипе куҫса килнӗ пулать. Пурӑна киле вӗсем кил-ҫурт ҫавӑрса лартнӑ, пурӑнма пуҫланӑ. Пӗри вара ҫаксенчен пӳрт-ҫуртне туса пӗтерсен: «Тура шӗкӗр!» - тесе каланӑ пулать. Кайран пурӑна киле «Тура» тени тухса ӳкнӗ те «Шӗкӗр» кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫавӑнтан вара яла Шӗкӗр тесе чӗнме пуҫланӑ.


1976 ҫ.ЧР Канаш р-чи Шӗкӗрте
А.М. Малыгин ҫырса илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-07 09:39:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 689 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org