Чӗмпӗр — Чӗмпӗр облаҫӗн тӗп хули. Хула Атӑлҫи сӑртлӑхӗнче, Атӑлпа Сӗве юханшывӗсем хӗрринче вырнаҫнӑ.
Хула пуҫлӑхӗ — Пинков Александр Петрович.
Хулара 4 район: Чукун ҫул районӗ, Атӑлхыҫ районӗ (Засволжский), Сӗвехыҫ районӗ (Засвияжский) тата Ленин районӗ.
Хальхи хулана пӗрремӗш хут 1648 ҫулхи ҫулҫыравра асӑннӑ.
2005 ҫулта кунта 623,1 пин ҫын пурӑннӑ.
Хулара Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ тухса тӑрать.
2011 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫей Акатуйӗ Чӗмпӗрте иртнӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |