Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашпотребсоюз

Чӑвашпотребсоюз — Чӑваш республикин лаптӑкӗнче ӗҫлекен суту-илӳ предприятийӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑвашпотребсоюзӑн тӗп ӗҫӗ-хӗлӗ ял хутлӑхӗнче выртать, вӑл суту-илӳпе республикӑри 1500 ытла ҫын пурӑнакан вырӑна тата ял халӑхӗн 60% яхӑн пайне тивӗҫтерет.

Чӑвашпотребсоюз ялсенчи социаллӑ ыйтусене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнать, вӑл шутра аякри, халӑх сахал пурӑнакан вырӑнсене пулӑшать.

Юлашки пилӗк ҫул хушшинче тӗп фондсене 1,4 миллиард ытла тенкӗ инвестици хывнӑ, 100 ытла ҫӗнӗ объект тунӑ, 100 млн тенкӗлӗх технологи хатӗрӗсене ҫӗнетнӗ. Суту-илӳ, обществӑлла апатлану тата аптека сетьне автоматизацилемелли проектсене хута кӗртнӗ.

Суту-илӳ тытӑмӗ

Чӑвашпотребсоюзӑн суту-илӳпе общество апатланӑвӗнче пурӗ 1166 предприяти ӗҫлет, вӗсенчен 90% ял хутлӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Вырӑнти продукци кӑларакансен тӳпи потребитель кооперацийӗн предприятийӗсенчи таварсен ҫаврӑнӑшӗнче 60% яхӑн йышӑнать, уйрӑм ушкӑнсенче вӑл 70% ытла шутланать.

Общество апатланӑвӗнче ялшӑн ҫӗнӗ йышши меслетсем аталанаҫҫӗ: ача-пӑча кафисем, пицерийӑсем, наци тӗпелӗн предприятийӗсем, кофейньӑсем, чайнӑйсем, суши-барсем, заказпа ҫитерсе паракан апат-ҫимӗҫ тата банкетсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтересси.

Потребитель кооперацийӗн тытӑмӗнче 48 аптекӑпа аптека пункчӗ ӗҫлет.


 
Категорисем: Суту-илӳ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-09-02 21:37:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 95 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org