Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш ялӗсем

Ҫӗр ҫинче миҫе чӑваш ялӗ-ши? Чӑваш Республикинче 1800 ытла. Пӑрачкав районӗнче пачах ҫук теме пулать, Улатӑр районӗнче — шултрараххисем виҫҫӗ-тӑваттӑ ҫеҫ.

Раҫҫейӗпе илсен ҫапларах: Тутарстанра — 250 яла яхӑн теҫҫӗ, Пушкӑртстанра — 200 теҫҫӗ, Ульяновск облаҫӗнче — 167 теҫҫӗ, Самар облаҫӗнче — 162 теҫҫӗ, Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнче — 11 теҫҫӗ, Саратов облаҫӗнче — 6 теҫҫӗ, Кемӗр /Кемерево/ облаҫӗнче — 30 ытла теҫҫӗ, Красноярск крайӗнче — 40 теҫҫӗ, Омск, Томск облаҫӗсенче — кашнинче 10-шар теҫҫӗ, Оренбург облаҫӗнче — 20 теҫҫӗ, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер теҫҫӗ.

Чи ватӑ ялсем — Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Ульяновск тата Самар облаҫӗсенче. Урал леш енчи ялсем ҫамрӑкрах. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫиччен никӗсленнӗ ялсем Красноярск крайӗнче, Кемӗр облаҫӗнче пур. Кунти ҫынсем тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ, ҫапах та хӑйсен нацилӗхне пытармаҫҫӗ.

Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗсем ытларах 1930-1950 ҫулсенче никӗсленнӗ. Унта чӑвашла калаҫакансем чылай-ха. Ҫапах та патшалӑх наци политикине вӑй памасан ку нумая пыраймӗ.

Тӗрӗссипе, ыйтава кунта тӗрӗсрех лартас пулать. Мӗншӗн тесен кунта ак ҫапларах ракурссемпе пӑхма май пур:

  • историлле чӑваш ялӗсем;
  • хутӑш (ытти нацисемпе) ялсем;
  • хальтерех чӑвашланнӑ ялсем;
  • чӑвашлӑхӗ тахҫанах ҫӗтнӗ чӑваш ялӗсем;
  • тата ытти те.


 
Категорисем: Ялсем, Чӑваш Ен
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2018-06-09 21:59:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7928 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org