Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи (Туймӑрса)

Пулӑттӑм эпӗ ҫап-ҫутӑ хӗвел
Халӑх чунне.
Тертле чунне ӑшӑтма.
Пулӑттӑм эпӗ турӑ пек вӑйлӑ
Хам чӗлхене,
Тӑван чӗлхене упрама.
Шӑпчӑк юрри-
Саркайӑк юрри-
Юратнӑ чӗлхе,
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв пек,
Ӑшӑ ҫил сасси пек-
Аннеҫӗм чӗлхи,
Чӑвашӑн чӗлхи.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 15:17:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2044 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org