Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи — тӗрӗк чӗлхи (СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

Тӗрӗк чӗлхисем

Хӗвеланӑҫ тӗрӗк чӗлхисем
Хӗвелтухӑҫ тӗрӗк чӗлхисем
азербайджан, балкан тӗрӗк, гагауз, казах, караим, каракалпак, карачай-балкар, кумык, крым тутар, нухай, пушкӑрт, ҫӗнӗ уйгур, трухмен, турккӑ, туркмен, тутар, узбек, чӑвашалтай, камасин, кӑркӑс, сарӑ уйгур, тофа, тува, хакас, чулым тутар, шор, якут

Тӗрӗк сӑмахӗсен танлаштаруллӑ таблици

Чӗлхесем
Тӗслӗхсем
чӑвашсухалҫӳҫкуҫҫилпӑрҫӗртупӗр(ре)
азербайджансаггалсачкэзелбузердагбир
алтайсагал чачкöсертуубир
пушкӑртhакалсәскӳзелбозертаубер
казахсакал шашкöзжелмӳзжертаубш(и?)р
кара-калпаксакал шашкозьжелмузжертаубир
кӑркӑссакалчачкозжелмузжертообир
кумыксакъалчачгоьзелбузертавбир
нухайсакалшашкоьзелбузертавбир
тутарсакалчэчкӳзжилбозжиртаубер
тувасалбущдугукаракхатдошчердагбир
туркменсакгалсачгэзелбузердагбир
узбексоколсочкузелмузердогбир
уйгурсакалчачкэзйелмузйэртагбир
хакассагалсасхарахчилпусчиртагбш(и?)р
якутбытыкасхарахтыалмууссирсыырбиир

Фонетика уйрӑмлӑхӗсем

Мӗнле уйрӑмлӑхсем
Тӗслӗхсем
I. Ылмашусем:
1)у(о)-а

пуҫ — баш, бас, паш, пас
улттӑ — алты, алды
сухал — сакал, сагал
сулхӑн — салкын, салгын
урпа — арпа, арба
2)х-ка) сӑмах пуҫламӑшӗнче:
хурлӑхан — корлыган, карлыган
хытӑ — каты, гаты
хура — кара, кора
хут — кат
хурама — карама
ӑ) сӑмах варринче тата вӗҫӗнче:
сурӑх — сарык; хурах — карак;
уксах — аксак; хӑях — кыяк
3)р-зхӗр — кыз, кыс, хыс; хур — каз, газ, кас, хас; хуран — казан, газан, хазан; пар — буз, боз, пос; тӑвар — тоз, туз
4)й-кюр — кар, гар, гор; юн — кан, ган, кон; йӗтӗн —
кетен, каден, кеден
5)л-шхӗл — кыш, гыш, кыс; кӗмӗл — кӳмӳш, кöмеш, кумуш, гӳмӳш; утмӑл — алтмыш, алтмыс, олтмиш
6)ҫ — й, дь, джь, чҫул — йол, йул, жол, дьол; ҫӗр — йир, йэр, жер, дьер, чер; ҫӗнӗ — йэни, йени, яны, яна; ҫӑка — йöке, чöке, юке; ҫил — йил, йел, ел, дьел, жил; ҫи — йи, йе, же, дьи, чи; ҫук — йок, йук, дьок
II. К сасӑ сӑмах вӗҫӗнче тухса ӳкниХӑйма — каймак, каймаг, коймак; хӑна — кунак, кунок, конак, конок; алӑ — элик, елык, илик; хӑйра — кайрак, кайрок; пӳрне — бармак, бармок, пармак
III. Сӑмах пуҫламӑшне в хупӑ сасӑ кӗрсе ларнивӑл — ол, ул, о, у; вӑрман — урман, орман, урмон; вырӑн — орын, орун; вучах — очак, одак, учак, очок; вӑрҫӑ — уруш, урыс; вӑтӑр — утыз, отуз, отус, отыз; вӗҫ — уч, оч, ос, уш

Морфологири тӗп уйрӑмлӑхсем

Мӗнле уйрӑмлӑхсем
Тӗслӗхсем
1. Нум. хисеп аффиксӗ чӑваш чӗлхинче — -сем, ытти тӗрӗк чӗлхисенче -лар (-лер) тата унӑн фонетика варианчӗсемвӑрмансем — урманнар, юлташсем — йолдашлар, ачасем — балалар, урамсем — урамнар, хӗрсем — кызлар, кыздар, студентсем — студенттер
2. Чӑваш чӗлхинче пару тата тӑву падежӗсен аффиксӗсем пӗрпекленнӗ, пӗр падеж пулса тӑнӑсӗтеле, лашана, юлташа, вӑрмана — танл.: урманга (чӑв. вӑрмана) — пару пад.; урманны (чӑв. вӑрмана) — тӑву пад.
3. Чӑваш чӗлхинче ҫӗнӗ падежсем аталанса кайнӑ:
пӗрлелӗх падежӗ
ҫуклӑх падежӗ
пирке падежӗ
Ытти тӗрӗк чӗлхисенче ун пек падежсем ҫук
лашапа, кӗнекепе, юлташпа
лашасӑр, кӗнекесӗр, юлташсӑр
лашашӑн, кӗнекешӗн, юлташшӑн
4. Камӑнлӑх форминчи сӑмахсенче нум. хисеп аффиксӗ яланах камӑнлӑх аффиксӗ хыҫҫӑн хушӑнать. Ытти тӗрӗк чӗлхисенче камӑнлӑх аффиксӗ нум. хисеп аффиксӗ хыҫҫӑн тӑратьхӗрӗмсем — кызларым
аллӑмсем — кулларым
аппамсем — апаларым
аппусем — апаларын
аҫусем — бабаларын
ҫырусем — хатларим
5. Чӑваш чӗлхинче хушу наклоненийӗн ҫуклӑх форми ан татӑкпа цулать. Ытти тӗрӗк чӗлхисенче ку формӑн ятарлӑ аффикс пур — -ма (-ме)ан пыр — барма, барыма
ан кил — келма (узб.)
ан илччӗр — алмасыннар
ан килӗр — келманглар (узб.)
ан пуҫла — бошлама (узб.)


Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-09-15 21:18:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5680 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org