Ҫӳхе туталлӑ, пысӑк куҫлӑ,
Ҫурхи чечек сӑнӗ хитре,
Юханшыв пекех сасси уҫӑ,
Вылять йӑл-кулӑ сӑн-питре.
Юханшыв пекех сасси уҫӑ,
Вылять йӑл-кулӑ сӑн-питре.
Чӗкеҫ ҫуначӗ куҫ харшийӗ,
Ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ куҫӗсем,
Яштака хурӑн пӗвӗ-сийӗ,
Хитре ҫитленӗ ҫивӗчсем.
Яштака хурӑн пӗвӗ-сийӗ,
Хитре ҫитленӗ ҫивӗчсем
Умран иртсе каяс пулсассӑн —
Утми телей пӑхса тӑма.
Ӗҫленине вара курсассӑн —
Сӑмах ҫитмест-ҫке мухтама.
Ӗҫленине вара курсассӑн —
Сӑмах ҫитмест-ҫке мухтама.
Танлаштарсан никам иртеймӗ
Ют хӗрсенпе чӑваш хӗрне.
Ҫавӑнпа пултӑр вӑл телейлӗ,
Инкек ан куртӑр ӗмӗрне!
Ҫавӑнпа пултӑр вӑл телейлӗ,
Инкек ан куртӑр ӗмӗрне!
MP3 форматпа (3.0 Mb)
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |