Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш ташши, юрри - кӗтрет (С. Асамат)

Чӑваш ташши, юрри - кӗтрет.
«Линка-линка» янӑрасан
Чупса тухса ташлас килет.
Алран кайми юрӑ юхсан
Мӑнаҫланса юрлас килет
Чӑваш ҫӗвви-тӗрри - кӗтрет.
Шурӑ пиртен, аркӑласа
Капӑр кӗпе тӑхӑнас килет,
Тӗрлӗ тӗспе сӗвемлесе
Тӗрӗлесе тӑхнас килет.
Енчӗк, масмак, сурпан ҫыхса
Ама, тевет, алка ҫакса
Чиперрӗн курӑнас килет.
Чӑваш кил-ҫурчӗ те кӗтрет.
Кӑкшӑм, ҫурхат ҫӳпҫе, чӳлмек,
Пештӗр арча, чӑм илӗртет.
Сӑра тултарнӑ алтӑрпа
Чӑваш хӑна кӗтсе илет,
Эрешлӗ тӗпеле лартса
Апачӗ-ҫимӗҫне сӗнет.
Тӗлӗнтерет кун-ҫул утти,
Ӑсталӑхпа илем ҫути.

Светлана Асамат


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-08 22:53:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3621 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org