Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш ачине (Ҫеҫпӗл Мишши)

Пӗлтер мана, тӑван ҫӗршывӑм:
Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна
Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн
Тӗнчене килнӗ ывӑлна?

Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ
Чӑваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.
Килсем! Килсем!
Эс пур, - ҫук мар.

Часрах килсе хӑватлӑх кӗртчӗ
Чӑвашӑн капӑр чӗлхине.
Ҫунтартӑр ҫулӑмлӑ, кӑварлӑ
Чӗлхӳ ҫынсен чӗрисене.

Ӗмӗрлӗхе яту сан юлӗ.
Шупашкартан Кавал таран,
Ҫӗрпӳ, Чикме, Етӗрне урлӑ
Юрру сассийӗ кайӗ сан.

Чӑваш чӗлхи ӑсти! Кӑварлӑ
Чӗрӳ сан сисӗ чӗннине.
Шанатӑп. Ӗмӗте усратӑп:
Эс килӗн. Килӗн тӗнчене!

Ҫеҫпӗл Мишши, 1920, чӳк
Шупашкар


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-16 14:57:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4684 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org