Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш Республикин саккунӗ (СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИН САККУНӖ
ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИНЧИ ЧӖЛХЕСЕМ ҪИНЧЕН

1 статьи. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисем Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен статусне патшалӑх чӗлхисем вырӑнне хурса ҫирӗплетни ытти халӑхсен представителӗсен хӑйсен чӗлхисемпе усӑ курмалли тата хӑйсен чӗлхисене аталантармалли прависене хӗсӗрлемест.
Чӑваш Республики чӑваш тата вырӑс чӗлхисене пур енлӗн аталантарассишӗн патшалӑх шайӗнче тӑрӑшать, патшалӑх пурнӑҫӗн, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн тата культурӑн тӗрлӗ сферинче унпа активлӑ уса курма майсем туса хурать.
3 статьи. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсемпе, ҫавӑн пекех учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тытакан ҫыхӑнусенче хутшӑнса калаҫмалли, информаци памалли-илмелли, документсем хатӗрлемелли чӗлхене — чӑваш е вырӑс чӗлхи пулассине — гражданин хай суйласӑ илет.
6 статья. Чӑваш Республикинче ирттерекен сессисенче, съездсенче, конференцисенче, пухусенче, ларусенче, митингсенче тухса калаҫакан ҫын мӗнле чӗлхепе калаҫассине хӑйӗн ирӗкӗпе суйласа илет, кирлӗ пулсан, унӑн сӑмахне патшалӑх чӗлхисене куҫараҫҫӗ.
19 статья. Чӑваш Республикинче пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӗве чӑвашла е вырӑсла илме право параҫҫӗ. Республика ҫак правӑпа усӑ курма условисем туса хурать...
Шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсемпе вӗренӳ заведенийӗсене ертсе пыракансем тата вӗрентекен-воспитани паракан ҫынсем тивӗҫлӗ учрежденире вӗрентекен чӗлхепе калаҫмашкӑн пӗлмелле.
21 статья. Чӑваш Республикин урӑх чӗлхепе вӗрентекен мӗн-пур вӗренӳ заведенийӗсенче чӑваш чӗлхине ҫак веренӳ заведенийӗсем мӗнле ведомствӑна пӑхӑнса тӑнине шута илмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрекен абитуриентсен вӗренме кӗмелли экзаменсене чӑвашла тытма право пур: Чӑваш Рсспубликин чӑвашла вӗрентсе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗсенче, ҫавӑн пекех специальноҫпа вӑтам пӗлӳ тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче хӑшпӗр специальноҫсене вӗренекенсемшӗн Чӑваш Республики Халӑха вӗрентес ӗҫ министерстви, тивӗҫлӗ министерствӑсемне ведомствӑсем чӑвашла калаҫма пӗлмелли шая палӑртаҫҫӗ тата чӑвашла калаҫма вӗрентес ӗҫе йӗркелеҫҫӗ.
24 статья. Чӑваш Республики чӑваш культурине чӑвашла аталантарать, ытти национальноҫсен культурине хӑйсен тӑван чӗлхипе аталантарма пулӑшать.

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-22 21:07:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2557 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org