Чурпай — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ял.
1927 ҫулта уессене пӗтериччен Етӗрне уесӗнче шутланнӑ. 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ Чутай районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен — Ҫӗмӗрле, 1965 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа каллех Хӗрлӗ Чутай районне кӗнӗ.
Чурпай питӗ илемлӗ тӑрӑхра вырнаҫнӑ. Ял варринчи пӗвесем ӑна ик урама пайлаҫҫӗ. Вӑрманӗ те, сачӗ те пур — чӑн-чӑн ҫӑтмах тейӗн.
Ялта 70 кил, 131 ҫын. Район тӗпӗнчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |