Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хупӑ сасӑсем (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

Хупӑ сасӑсен янӑравлӑхӗпе янӑравсӑрлӑхне тата вӑрӑмлӑхӗпе кӗскелӗхне палӑртасси

11§. Чӑваш сӑмахӗсенче к, п, с, ҫ, т, х, ч, ш шавлӑ хупӑ сасӑсем икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче тата умӗнхи ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑпа хыҫҫӑнхи уҫӑ сасӑ хушшинче янӑраса (кӗскен) е янӑрамасӑр (вӑрӑммӑн) илтӗнеҫҫӗ. Янӑраса (кӗскен) илтӗннӗ чухне вӗсене пӗр сас паллипе (атӑ, сасӑ, лаша, пурҫӑн, килчӗ), янӑрамасӑр (вӑрӑммӑн) илтӗннӗ чухне икӗ сас паллипе палӑртмалла (атта, сасса, ӑшша, ирччен, килсеччӗ).
Ытти чухне чӑваш сӑмахӗсенчи шавлӑ хупӑ сасӑсем янӑрамаҫҫӗ, вӗсене пӗр сас паллипе кӑтартаҫҫӗ (кукша, пӗтрӗ, кустӑрма, пахча).

_Асӑрхаттарни_. Вырӑсларан ҫыру урлӑ йышӑнакан сӑмахсенче янӑрамасӑр илтӗнекен шавлӑ хупӑ сасӑсене, вырӑс ҫырулӑхӗнчи пекех, пӗр сас паллипе те, икӗ сас паллипе те палӑртаҫҫӗ: парта, акаци, лампа, раса, офицер; анчах та аттестат, аппарат, касса, аккорд, эффект.

12§. Б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисене вырӑс чӗлхинчен ҫыру урлӑ йышӑннӑ сӑмахсенче ҫеҫ ҫырмалла: бригада, завод, ферма, Блок, Гладков, Жаров, цирк, ящур.
13§. Ялан янӑравлӑ в, й, л, м, н, р хупӑ сасӑсене кӗскен илтӗннӗ чухне пӗр сас паллипе, вӑрӑммӑн илтӗннӗ чухне икӗ сас паллипе палӑртмалла. Танл.: сӑвӑ — сӑвви, вӑйӑ — вӑййи, пулӑ — пулли, вӑрӑм — вӑрӑмми, ана — анне, тырӑ — тырри.
_Асӑрхаттарни_. Й хупӑ сасӑ вӑрӑммӑн илтӗннине пур формӑра та пӗрешкел — икӗ сас паллипе палӑртмалла: вӑйӑ — вӑййӑм, вӑййу, вӑййи, вӑйпа; хӑйӑ — хӑййӑм, хӑййу, хӑййи, хӑййа.

14§. Сӑмах вӗҫӗнчи ӑ е ӗ сасӑ умӗн пӗр хупӑ сасӑ пулсан япала ячӗсен сӑпат тата камӑнлӑхпа пару падеж аффиксӗ умӗн икӗ сыпӑкла чӑваш сӑмахӗсенче икӗ пӗр пек хупӑ сас палли ҫырмалла, ытти падеж формисенче — пӗрре ҫеҫ:
тулӑ — туллӑн, тулли, тулӑра, тулӑран;
сӗлӗ — сӗллӗн, сӗлле, сӗлли, сӗлӗре, сӗлӗрен
.
_Асӑрхаттарнисем_. 1. Ҫын сӑмах формисене ҫырасси ҫак йӗркенех пахӑнать: ҫын— ҫыннӑн, ҫынна, ҫынни, ҫыннӑм, ҫынну, ҫынра, ҫынран.
2. Хӑш-пӗр пӗрлешӳсенче юлашки хупӑ сасӑ вӑрӑмланмасть: пыл тути, ҫавар тути (тутти мар) улӑх ути; кун (хӗвел е уйӑх) ҫути; анчах утта тух, ҫутта кӑлар.

15§. Ум, ҫум япала ячӗсене пару падежӗнче пӗр м-па ҫырмалла: ума, ҫума (умма, ҫумма мар).
16§. Ӑ е ӗ сасӑпа пӗтекен япала е паллӑ ячӗсенче ҫав сасӑ умӗн пӗр хупӑ сасӑ ҫеҫ тӑрать пулсан -ӑн(-ӗн) аффмкс хушӑннӑ чух вӑрӑмланакан хупӑ сасса икӗ пӗр пек сас паллипе палӑртмалла: ала — аллӑн (пар), тырӑ — тыррӑн (ил); шурӑ — шуррӑн (курӑнать), уҫӑ — уҫҫӑн (кала); ӑ(ӗ) умӗн юнашар икӗ хупӑ сасӑ тӑрать пулсан пӗр сас палли ҫырмалла: лӑпкӑ — лӑпкӑн, йӳҫенкӗ — йӳҫенкӗн.
-Ӑн(-ӗн) аффикс хупӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗ ҫумне хушӑнать пулсан ҫав аффикс умӗн пӗр хупӑ сас палли ҫеҫ ҫырмалла: алӑкӑн — тӗпелӗн, айӑн — ҫийӗн.
17§. Хупӑ сасӑпа пӗтекен паллӑ ячӗсем ҫумне -ӑн(-ӗн) аффикс хушӑннӑ чухне икӗ пӗр пек сас палли ҫырмалла: вӑрӑм — вӑрӑммӑн, чалӑш — чалӑшшӑн, хаяр — хаяррӑн, ҫирӗп — ҫирӗппӗн.
18§. Япала ятне ӑнлантаракан хисеп ячӗсенче пӗр хупӑ сас палли, ытти пуплев пайне ӑнлантараканнисенче икӗ сас палли ҫырмалла: икӗ ҫын — иккӗ хутла, ҫичӗ тетрадь — ҫиччӗ виҫ, алӑ кӗнеке — аллӑ тултар.
19§. Темиҫе иртнӗ вӑхӑт форминчи глаголсене 1-мӗшпе 2-мӗш сӑпатсенче пурлӑ формӑра икӗ т-па, ҫуклӑ формӑра пӗр т-па ҫырмалла: каяттӑм — каймастӑм, каяттӑн — каймастӑн.
20§. -Тар(-тер) аффикс уҫӑ сасӑпа е р хупӑ сасӑпа пӗтекен икӗ е темиҫе сыпӑклӑ глагол ҫумне хушӑннӑ чухне аффиксра икӗ т ҫырмалла (сыхла — сыхлаттар, эрешле — эрешлеттер, шӑвар — шӑварттар, хӳтӗле — хӳтӗлеттер), пӗр сыпӑклӑ глагол ҫумне хушӑннӑ чухне — пӗр т (хыр — хыртар, пӳл — пӳлтер, ҫу — ҫутар, шӳ — шӳтер).
21§. Хушу наклоненийӗнчи глаголӑн 3-мӗш сӑпатри нумайлӑ хисеп аффиксӗнче миҫе ч ҫырасси сӑмах мӗнле сасӑпа пӗтнинчен килет: глагол янӑравсӑр хупӑ сасӑпа пӗтет пулсан аффиксра пӗр ч ҫырмалла (чуп — чупчӑр,кас — касчӑр, иш — ишчӗр); янӑравлӑ хупӑ сасӑпа е уҫӑ сасӑпа пӗтет пулсан — икӗ ч (ан — анччӑр, савӑн — савӑнччӑр, кала— калаччӑр, тӳле— тӳлеччӗр).
22§. Пулас причасти аффиксӗнче -ӑн(-ӗн), , сӑпат тата пару падеж аффиксӗсем умӗн икӗ с ҫырмалла: курас — курассӑн, пӗлес — пӗлессе, вӗренес — вӗренесси, ӗҫлес — ӗҫлессӗм, ӗҫлессӳ, ӗҫлесси, ӗҫлессӗмӗр, ӗҫлессӗр.
23§. Пулмалли причасти аффиксӗнче икӗ л ҫырмалла: юрла — юрламалла, кур — курмалла, ӗҫле — ӗҫлемелле, тӳле — тӳлемелле, пӗл — пӗлмелле.
24§. Хальхи причастире аффикс умӗн икӗ н ҫырмалла: кӑмӑллакан — кӑмӑллаканни, килӗштерекен — килӗштерекенни.
25§. -Лӑх(-лӗх), -лан(-лен) аффикссенче яланах пӗр л ҫырмалла: пултару — пултарулӑх, хӑю — хӑюлӑх, виҫе — виҫелӗх, ҫӑмӑл — ҫӑмӑллӑх, несӗл — несӗллӗх, лайӑх — лайӑхлан, хӗрӳ — хӗрӳлен, нуша — нушалан, тӑвӑл — тӑвӑллан, кӑмӑл — кӑмйллан, ҫекӗл — ҫекӗллен.
26§. -Лӑ(-лӗ), -ла(-ле) аффикссем уҫӑ сасӑпа пӗтекен сӑмах ҫумне хушӑнсан аффиксра икӗ л ҫырмалла: ача — ачаллӑ, ачалла; пукане — пуканеллӗ, пуканелле; иккӗ — иккӗллӗ, иккӗлле. Хупӑ сасӑпа пӗтекен сӑмахсенче яланах пӗр л ҫырмалла: кӑвар — кӑварлӑ, кӑварла, ҫиҫӗм — ҫиҫӗмлӗ, ҫиҫӗмле, тус — туслӑ, тусла.
27§. -Чӗ(-ччӗ), -чен(-ччен) аффикссене янӑравсӑр хупӑ сасӑпа пӗтекен сӑмах ҫумне хушатпӑр пулсан вӗсене пӗр ч-па, ытти чухне икӗ ч-па ҫырмалла: каҫ — каҫчӗ, каҫчен; тасатас — тасатасчӗ; ир — ирччӗ, ирччен; виҫҫӗ — виҫҫӗччӗ, виҫҫӗччен; пиллӗк — пиллӗкчӗ, пиллӗкчен; хитре — хитреччӗ; тасатнӑ — тасатнӑччӗ, тасататтӑм
— тасататтӑмччӗ, тасататтӑн — тасататтӑнччӗ
.
28§. Ялан янӑравлӑ (в, й, л, м, н, р) хупӑ сасӑпа пӗтекен сӑмах ҫумне хушӑннӑ -ка(-ке) аффиксра икӗ к, ытти чухне пӗр к ҫырмалла: ырхан — ырханкка, мӑран — мӑранкка, вӑрӑм — вӑрӑмкка, йӑпӑл — йӑпӑлкка, чипер — чиперкке; ҫавра — ҫаврака, кӑпӑш — кӑпӑшка.

Хупӑ сасӑсен ҫемҫелӗхне палӑртасси

29§. Ъ палла вырӑсларан ҫыру урлӑ йышӑннӑ сӑмахсенче икшер сасса пӗлтерекен е, ё, ю, я сас паллисем умӗн ҫыраҫҫӗ: объект, подъезд, адъютант, разъезд, съезд.
Анчах: карьера, каръер, рантье т. ыт. те.
30§. Ь палла ҫакӑн пек чух ҫыраҫҫӗ:
1. Чӑваш сӑмахӗсенче икшер сасса пӗлтерекен е, ю, я сас паллисем умӗн: кӗсье (анчах кӗсйӳ, кӗсйи); тухья, тухью (анчах тухйи), мӑрье (анчах мӑрйи), Марье, Тарье, Патӑрьел. Кун пек чухне ь ҫемҫелӗхе кӑтартмасть, е, ю, я сас паллисене йэ, йу, йа пек вуламаллине пӗлтерет.
2. Хытӑ сыпӑкри хупӑ сасӑ ҫемҫен илтӗннине ун хыҫҫӑн ь лартса паллӑ тӑваҫҫӗ: мӑкӑнь, супӑнь, выльӑх, юрать, пуль.

_Асӑрхаттарнисем_. 1. Вырӑсларан ҫыру урлӑ йышанакан сӑмахсенче ҫемҫе уҫӑ сасӑ хыҫҫӑнхи хупӑ сасӑ ҫемҫелӗхне ь лартса палӑртмалла: акварель, лагерь, вермишель, мишень, сельдь, Ильмень (кӳлӗ).
Чӑваш сӑмахӗсенче ҫемҫе уҫӑ сасӑ хыҫҫӑнхи хупӑ сасӑ ҫемҫелӗхне ь паллӑпа кӑтартмаҫҫӗ: кӗлет, кӗрӗк, ҫивӗт, пӗлӗт, килет.
2. Чӑваш сӑмахӗсенче хыта сыпӑкри л, н хупӑ сасӑсем ҫ, ч умӗн калаҫура ҫемҫем илтӗнме пултараҫҫӗ, анчах вӗсем хыҫҫӑн ь лартмаҫҫӗ: мунча, кунча, пылчӑк, ҫулҫӑ, шалҫа, кулчӗ, канчӗ.
Л, н, т сасӑсемпе пӗтекен япала ячӗсене 3-мӗш сӑпатра пару падежӗнче каланӑ чух сӑмах тӗпӗнчи хупӑ сасӑ ҫемҫен илтӗнет пулсан та ь ҫырмаҫҫӗ: ял — ялне, ывӑл ывӑлне, тӑван — тӑванне, автан — автанне, ҫурт — ҫуртне, пат — патне.

31§. Тӗп падежри ят сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене ҫыхӑнтаракан 3-мӗш сӑпат аффиксӗ калаҫура тухса ӳкнӗ пирки ҫемҫелӗх палли (ь) ҫырсан та (шыв арманӗ — шыв армань, ҫуна тупанӗ — ҫуна тупань, пахча алӑкӗ — пахча алӑкь, ял сӑмахӗ — ял сӑмахь) пару падежӗнче ку палла лартмалла мар: шыв арманне, ҫуна тупанне, пахча алӑкне, ял сӑмахне.
Ытти чухне сӑмах вӗҫӗнчи ҫемҫелӗх паллине (ь) хупӑ сас паллипе пуҫланакан пур аффикс умӗнче те ҫырмалла: мӑкӑль — мӑкӑльпе, мӑкӑльсӗр, мӑкӑльлӗ, мӑкӑльне; медаль — медальпе, медальсӗр, медальлӗ, медальне; мӑкӑнь — мӑкӑньпе, мӑкӑньсӗр, мӑкӑньлӗ, мӑкӑньне; степень — степеньпе, степеньсӗр, степеньлӗ, степеньне; словарь — словарьпе, словарьсӗр, словарьлӗ, словарьне, шыв арманьсӗр, ҫуна тупаньчен, пахча алӑкьсем, ял сӑмахьшӗн.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-17 11:19:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8650 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем