Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх ячӗ — VIII ӗмӗрте

Тыва Республикин ҫурҫӗр пайӗнче Чаваш ятлӑ ҫырма пур. Вӑл Хамсара юхан шыв юппи. Хамсара Аслӑ Енисее юхса кӗрет. Чаваш ҫырми Анӑҫ Саянӑн кӑнтӑр айккипе юхса анать, тӑршше ҫӗр ҫухрӑма яхӑн. Чӑваш халӑхӗн историне нумай тӗпченӗ В.Ф.Каховский профессор "Чӑваш халӑхӗ пулса кайни" кӗнекинче /195-196 стр./ Чаваш ҫырми пирки унӑн ячӗ авалтан килет пулсан чӑвашсен мӑн аслашшӗсем хунсен тапхӑрӗнчех "чӑваш" пулнӑ тесе шутлама юрӗччӗ тесе ҫырнӑ. Вӑл ҫак ят аваллӑхне ҫирӗплетмелли документа тупайман. Пирӗн паллӑ археолог татӑ историк чӑвашсемпе хакассен ҫын, ҫырма, ял ячӗсен пӗр пеклӗхне те палӑртса, тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ.
Чаваш ҫырмин ячӗ VIII ӗмӗртех Чӑваш пулнине ҫирӗплетекен документа историксем XIX ӗмӗртенпех пӗлеҫҫӗ. Ана Раҫҫейӗн тата ют ҫӗршыв ӑсчахӗсем нумай хут тишкернӗ, халӗ те тӗпчеме пӑрахман-ха. В.Ф.Каховский те ӑна лайӑх пӗлнӗ. Ҫак документ — Монголири Орхон ҫырми патӗнчи тӳрксен улапла паттӑрне Кӳл-тегине халалланӑ асӑну комллексӗнчи ятарлӑ чул ҫине вырнаҫтарнӑ текст. Унта тӳрксем токус-огузсемпе вӑрҫни ҫинчен ҫырна тӗлте эпир вӗсемпе тӑваттӑмӗш хут "Чуш башында ҫапӑҫрӑмӑр" тенӗ. В.В. Радлов профессор /1895/ ҫак сӑмахсене "Чуш тӑвӗ тӑрринче" тесе ӑнланнӑ. С.Е.Малов профессор /1951/ "Чуш ҫырми пуҫӗнче тесе куҫарать. Тӗрессипе вара ҫапӑҫу Чаваш ҫырмин пуҫламӑшӗ патӗнче пулса иртнӗ:" Ӑна кӳршӗ халӑхсем Чуаш тенӗ. Тӳрксен орфографийӗ сӑмах пуҫламӑшӗнчи е варринчи аш сыпӑка пӗр ш сас паллипе ҫеҫ палӑртма хушать; анчах тӳрк чӗлхинче сӑмах пуҫӗнче тата варринче нихӑҫан та икӗ уҫӑ сасӑ юнашар тӑмасть. Вӗсемшӗн "Чуаш" сӑмах ют сӑмах пулнӑ. Ҫыракан ӑста Йоллыг-тегин "чу" ҫырнӑ хыҫҫӑн, хӑнӑхнӑ пек, "аш" вырӑнне "ш" ҫырать; ас тӑвӑр — чул касса ҫырать вӗт, пӗр ҫырсан, тӳрлетме май ҫук. Ку хутӗнче чу хыҫҫӑн, ш умӗн, а ҫырмаллах пулнӑ ҫав — тӑван чӗлхен орфографине пӑснине пӑхмасӑр. /Тӳрксем руна сас паллийӗсемпе сылтамран сулахаялла ҫырнӑ/.
Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте "Чу"-па пуҫланакан юхан шыв питӗ йышлӑ — Чузик, Чулым, Чулышман, Чульча, Чумыш, Чунӑ, Чуня, Чуя т. ыт. те. Ҫак топонимика динлин йӑхӗсенчен юлнӑ имӗш /А.П. Дульзон/. "Чуаш" ҫырма ячӗ те ҫак йышранах. Тата халӗ ӑна пур те "Чаваш" теҫҫӗ пулсан, ҫав ҫырма тӑрӑхӗнче ӗлӗк-авал пирӗн мӑн-мӑн асаттесем самаях вӑрах пурӑннӑ ӗнтӗ. Вӑтӑртан та ытларах вилӗ тата чӗрӗ тӳрк чӗлхинчен пӗр чӑваш чӗлхинче кӑна, саккӑрмӗш ӗмӗрти тӳрк чӗлхинчи пек, икӗ уҫӑ сасӑ юнашар тӑмасть; тӑмаллах чух вӗсене хушшинче "в" сасӑ кӗрсе ларать; уҫӑ сассисенчен пӗри "у" е "ӳ" пулсан ӑна "ӑ" е "ӗ" сасӑ улӑштарать: пӑру > пӑрӑва; кӗтӳ > кӗтӗве; Чуаш > Чӑваш.
Вӑрах пурӑннӑ-ши чӑвашсем Чӑваш ҫырми тӑрӑхӗнче? Пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр — вӑрах. Мӗншӗн тесен динлинсем Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте пирӗн эрӑчченхи III емӗртен пуҫласа пирӗн эрӑри V ӗмӗр таранчченех пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта кӑна пулас чӑваш чуаш ятлӑ пулнӑ, урӑхла каласан — тӗрӗк чӗлхине куҫиччен. Тӗрӗк чӗлхине йышанасси хунсем Ту ен Енисее вӑрҫса илсенех пуҫланма пултарнӑ. Апла, пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗрте. Китайсемпе сяньбисем ҫурҫӗр хунсене пирӗн эрӑн II ӗмӗрӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Чӑннипе - ҫурҫӗр хунсен хушшинче хун маррисем чӑн хунсенчен темиҫе хут ытларах пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав хун маррисен хушшинче ас /аш/ халӑхӗ те пулнӑ. Чӑвашсем вара ас /аш/ халӑхӗн уйрӑм йӑхӗ пулнӑ. Китай ҫул ҫыравҫисем ҫурҫӗр хунсем таҫта анӑҫалла куҫса кайнине пӗлтереҫҫӗ. Унччен чуашсем тӗрӗкленсе хӑйсене чӑваш теме кӑна мар, "ҫӗнетнӗ" ятпа тӑван ҫырма тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ята кӳршӗ халӑхсем те хӑнӑхиччен, апла пулсан, самаях вӑрах пурӑнма та ӗлкӗрнӗ. Ҫакна ҫирӗплетсех калама Чаваш шывӗ тӑрӑхӗнче ятарлӑ археологи ӗҫӗсем тумалла /пурӑннӑ вырӑнӗсене, масарӗсене чавса тишкермелле/, чӑвашсем унта хӑҫантан пуҫласа хӑҫанччен пурӑннине тӗпчесе пӗлмелле.
Халӑхӑн пурӑнмалли вырӑнне улӑштарасси ансат ӗҫ мар вӑл. Унӑн пӗр пайӗн, тӗрлӗ сӑлтава пула, кивӗ вырӑнтах юлма тивет. Ку хутӗнче те ҫаплах пулнӑ. Юлнӑ ассем, тен, халӑхӑн пысӑкрах пайӗ те пулнӑ-и; вӗсем ӗрчесе, VIII ӗмӗр пуҫламӑшне самаях йышлӑ халӑх пулса тӑнӑ, Тӳрк каганлӑхӗн /патшалӑхӗн/ ҫарне хирӗҫ тӑма та шикленмен.

Петӗр Мультиерсем,
мудицина докторӗ, профессор.
«Чӑваш тӗнчи», хушма кӑларӑм, 2006, кӑрлач, 13, 1/81/ №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-08 10:42:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7213 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org