Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Фольклор тӗпчевҫи Виталий Родионов

Родионов Виталий Григорьевич - Чӑваш Енре кӑна мар: Раҫҫей шайӗнче палӑрнӑ ӑсчах. Унӑн пултарулӑхӗ чӑннипех тӗрлӗ профильлӗ; вӑл паллӑ литературовед-критик та: сумлӑ фольклорист та: тӗллевлӗ тӗпчевҫӗ те: пархатарлӑ методист-вӗрентекен те: ҫирӗп ыйтакан ертӳҫӗ-декан та. Ӑслӑлӑх картлашкийӗ те ҫав тери курӑмлӑ унӑн; филологи наукисен докторӗ: профессор: Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ: Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗ: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи доктор диссертацине хӳтӗлемелли Советӑн председателӗ. Апла пулин те: ҫулсеренех кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать вӑл. Ӑна чӑваш литературин XVIII-XIX ӗмӗрсенчи аталанӑвӗпе тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑмахлӑ культурин паянхипе ыранхи шӑпийӗ: ҫырусӑр сӑмахлӑхӗпе халӑх сӑввин хӑйевӗрлӗхӗ: чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсем кӑсӑклантараҫҫӗ. Вӑл – 30 яхӑн монографипе уйрӑм кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑхпа методика статйисен авторӗ.
В.Г. Родионов ячӗ – фольклор ӑслӑлӑхӗнче уйрӑмах паллӑ. Вӑл пичетленӗ тӗпчевсенчен нумайӑшӗ чӑвашсен сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен тӗрлӗ хайлавӗсемпе фольклористикӑра татса паман ыйтусене тишкернипе ҫыхӑннӑ. Сӑмахран: чӑваш фольклорӗн историне анлӑ тапхӑрта палӑртса: ученӑй сӑмахлӑх жанрӗсене уйрӑммӑн тӗпчерӗ: вӑл шутра анлӑ статьясем («К образу лебедя в чувашском фольклоре»: «Вопросы жанровой классификации чувашского фольклора»: 1982; «Фольклор у чувашей»: 1988; «Чӗлхе: кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем»: 1989; «Вӗрӳ-суру чӗлхи»: 2001): чӑваш халӑхӗн сӑвӑ-юррин кун-ҫулӗпе уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ монографисемпе вӗренӳ пособийӗсем («Чувашская народная поэзия»: 1980; «Чувашское и тюркское стихосложение; Учебное пособие»: 1986; «Чувашский стих; Проблемы становления и развития»: 1992): авалхи тӗрӗк тата чӑваш сӑмахлӑхӗн пуххисене («Революцичченхи чӑваш литератури; Текстсем. 1 том (ХХ ӗмӗрччен)»: 1984; «Чӑваш литератури; Хрестомати; Вӑтам шкулӑн 10-мӗш класӗ валли»: 2002; «Чӑваш литератури; Вӗренӳ кӗнеки; Вӑтам шкулӑн 10-мӗш класӗ валли»: 2003 т.ыт.те) пичетлерӗ. Вӗсенче автор халӑх поэзийӗн чи авалхи тӗсӗсене - кӗллисене: вӗрӳ-суру чӗлхисене: пилӗсене: ылханӗсемпе ӳкӗчӗсене: мӑн кӗрӳ такмакӗсене: тупмалли юмахӗсене пӑхса тухрӗ. Ҫакна культурӑмӑр аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарчӗ: хамӑрӑн пуянлӑха кӳршӗ халӑхсеннипе танлаштарчӗ: пӗр-пӗрне витӗм кӳнине палӑртрӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх: чӑваш фольклорӗ халӑх йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑнура тӑрать; халӑхӑмӑрӑн сӑмахлӑ культури мӗн авалтан килекен пурлӑха вырӑна хунипе: ӑна ӑша илнипе: нимрен малтан сӑмахӑн сӑнарлӑхӗпе: витӗмлӗхӗпе тата яваплӑ пӗлтерӗшӗпе шӑнӑрланнӑ: тӗрекленнӗ.
Чӑвашсен ҫырусӑр сӑмахлӑх ӑслӑлӑхне – фольклористикӑна нумай ҫӗнӗлӗх кӗртрӗ тӗпчевҫӗ. Вӗсенчен пӗри – тӗпчемелли материала е текстсене пӗр тӗвӗлӗхре тата пӗр системӑра пӑхса тухмаллине ҫирӗплетсе калани. В.Г. Родионов шухӑшӗпе: тӗпчевҫӗн ҫав меслетрен урӑх еннелле пӑрӑнса каймалла мар: хӑй суйланӑ методологине ҫирӗппӗн тытса пымалла.
Виталий Родионовӑн асӑннӑ тата ытти тӗпчевӗсем чӑваш ученӑйӗсене хамӑрӑн тӑван сӑмахлӑхӑмӑрӑн историне пӑлхар тапхӑрӗнчен: VII-VIII ӗмӗрсенченех пуҫласа тӗпчемелли ҫулсем уҫса пачӗҫ. Вӑлах сӑмахпа чӗлхемӗрӗн сӑнарлӑ пӗлтерӗшне: тӗрлӗ халап-юмах: сӑвӑ-калав: ытти хайлавсен илемлӗхӗ мӗн ӗмӗртен тӗпре пулнине: ҫыруллӑ поэзи тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑмахлӑхӗнчен: унӑн шухӑш-кӑмӑлӗнчен тата пурнӑҫӗнчен чӑмӑртанса тапса тухнине ӗнентерчӗ. Сӑмах май: 1980-мӗшпе 1993 ҫҫ. вӑл Мускавра «Чувашское стихосложение и пути его развития» тата «Генезис и эволюция чувашского стиха» ятлӑ кандидатпа доктор диссертацийӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлерӗ. Вӗсенче тӗпчевҫӗ чӑваш халӑх сӑвви-юррин тытӑмӗпе сӑнарлӑхне: илемлӗх мелӗсене туллин уҫса кӑтартрӗ: тӑван халӑхӑмӑрӑн поэзи тӗнчине ытти тӗрӗк халӑхӗсен сӑмахлӑхӗпе танлаштарчӗ: вӗсем пӗр ҫыхӑнура тата пӗр тӗвӗре пулнине палӑртса хӑварчӗ.
Паянхи кун чӑваш фольклористикинче татса паман ыйтусем ҫителӗклех. Вӗсен шутӗнче; халӑх сӑмахлӑхӗн пулӑмӗсене фольклористикӑн принципӗсемпе шайлаштарса тишкересси; фольклор терминологине уҫӑмлатасси; чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ушкӑнсем ҫине пайласси т.ыт.те. Асӑннӑ проблемӑсене В.Г. Родионов «Вопросы жанровой классификации чувашского фольклора»: «К вопросу о генезисе чувашского фольклорного стиха»: «К проблеме общетюркской исторической поэтики фольклора»: «К вопросу о ранних тюркско-финно-угорских фольклорных связях» тата ытти статйисенче татса парать. Сӑмахран: В.Г.Родионов: халӑх сӑмахлӑхӗн тӗсӗсене ушкӑнлас ыйтӑва тишкернӗ май: тӗрлӗ уйрӑмлӑхсене шута илмеллине асӑрхаттарать; чи малтанах: тӑван халӑх сӑмахлӑхӗн аталанӑвне синхронлӑ е пӗр-пӗр историллӗ тапхӑрта фольклор пулӑмӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса: пӗр-пӗринчен килсе тӑнине шута илсе тӗпчемелле* ун хыҫҫӑн: асӑннӑ вӑхӑтри уйрӑмлӑхсене шута илсен: тин вара халӑх сӑмахлӑхӗн традицилле йӗркине хаклама юрать. Ку ӗҫре сӑмахлӑхӑн уйрӑм паллисене те: унӑн обществӑри тӗрлӗ тапхӑрти функцилле пӗлтерӗшӗсене те: сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен еткерлӗх майӗпен ҫыруллӑ сӑмахлӑха куҫнин тата илемлӗ литературӑн хӑш-пӗр хайлавӗсем тепӗр чух фольклорта аталаннин сӑлтавӗсене те шута илни вырӑнлӑ. Унсӑр пуҫне: фольклорҫӑ шучӗпе: чи малтанах халӑх хӑй сӑмахлӑх жанрӗсене мӗнле майпа ушкӑнласа тухнине сӑнамалла: мӗншӗн тесен фольклор жанрӗсене чӑваш ҫынни тӗрлӗ паллӑсене кура ушкӑнланӑ.
«Вопросы жанровой классификации чувашского фольклора» тӗпчевре халӑх сӑмахлӑхӗн проза ретне кӗрекен хайлавӗсене пайлассине автор тӗс тӗлӗшӗнчен (видовое деление) ушкӑнлас принципсене тӗпе хурса тӗвӗлеме ыйтать: йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ сӑмахлӑха вӗсене ирттерекенсемпе ҫыхӑнтарать: ушкӑнланӑ чух мешехесене хутшӑннӑ ҫынсен ҫулне кура пайлама сӗнет. Ку меслет этемлӗхӗн ӑру-йӑх тапхӑрӗнчех аталаннӑ иккен: каярахпа ҫеҫ календарлӑ йӑла уявӗсем ӑнлавпа хутшӑнса: пӗтӗҫсе кайнӑ.
Паллӑ фольклорист халӑх сӑмахлӑхӗн пулӑмӗсене яланах нацилӗх: чӑвашлӑх текен ӑнлав витӗр пӑхтарать. Ун пек туни халӑх хайлавӗсен пӗлтерӗшне пысӑкрах та сумлӑрах тӑвать: мӑн асаттесен ӗмӗрхи шухӑш-кӑмӑлне уҫӑмлӑрах палӑртать.
В.Г. Родионов-фольклорист – сӑмахлӑха историлле-танлаштару меслетне тӗпе хурса тишкерекенӗ: А.Н. Веселовскин историлле поэтикине малалла тӑсаканӗ: вӗренекенӗ. Унӑн чӑваш фольклорӗнчи уйрӑм жанрсемпе (сӑвӑ-юрӑ: кӗлӗ: вӗрӳ-суру чӗлхи: пил: ылхан: ӳкӗт: пейӗт т.ыт.те) сӑнарӗсене (акӑш: арҫури т.ыт.те) тӗпченӗ ӗҫӗсем паянхи кун та хӑйсен пахалӑхне ҫухатман. Паллӑ ӑсчахӑн тӗпчевӗсене пула ҫӳлерех асӑннӑ терминсем чӑваш фольклористикинче жанр пӗлтерӗшӗпе ҫирӗпленсе юлчӗҫ.
Фольклористикӑн тӗп тӗллевӗ – халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ тӗрлӗ текстсене тӗпчесси. Паян ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. Халӑх ӑслӑлӑхне тишкерме тӗллев лартрӑмӑр пулсан: пирӗн ирӗксӗрех тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗтӗмӗшле пултарулӑхӗ ҫинчен калаҫмалла. Кунта сӑмахлӑ текстсемсӗр пуҫне: кӗвви-ҫемми те: ташши-юрри те: ӳнерпе сӑнарлӑх пултарулӑхӗ те: ӗҫ-хӗллӗ тата япалаллӑ текстсем те кӗреҫҫӗ. Ҫаксене шута илсен: унсӑр пуҫне фольклористикӑн хӑйне уйрӑм тӗпчев мелӗсемпе меслечӗсене тӗпе хурсан: халӑхӑн иксӗлми еткерне пӗтӗмӗшле тӗрӗс хак пама: системӑласа ушкӑнлама: вӗсен терминологине ҫирӗплетеме пултаратпӑр. Ку енчен: В.Г. Родионовӑн тӗпчевӗсем – паянхи чӑваш фольклористикинче сумлӑ та курӑмлӑ: актуаллӑ та ҫивӗч.

В.А. Ендеров
ГНУ «Чувашский государственный институт гуманитарных наук»


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-18 14:24:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3168 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org