Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Уравӑш

Уравӑш ялӗ-Чӑваш Енӗн кӑвапи!
Мӗнле пулса кайнӑ-ши вӑл?Уравӑш ял ячӗ ҫапла евӗр пулса кайнӑ теҫҫӗ:пӗр сунарҫӑ ял хушшипе утса ҫӳренӗ.Асӑрхамасӑр ури ҫырмана кӗрсе ӳкнӗ, сунарҫӑ "Ах!Ура ӑшши!"-тесе каланӑ тет.
Уравӑш ялӗ чи илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ.
Пурӑнатӑп Чӑвашра,
Вӑрнар Ен тӑрӑхӗнче,
Килӗм ман-Уравӑшра,
Граждансен урамӗнче.
Хупӑрлаҫҫӗ ялӑма
Ик-виҫӗ енчен вӑрмансем:
Малти,Кармал,
Рашча-утар патӗнчен.
Ял варринче пӗвесем,
Шучӗ ҫук вӗсен:
Петтӳксен,Симушкинсен,
Уҫккасен те Шампуньсен.
Асфальтпа ялтан тухсан,
Тинкерер сылтӑмалла,
Хӑпарать ҫулла тусан,
Йыхӑрать-ҫке плотина!
Шӑри-шари,шӑмпӑл-шӑмпӑл,
Сас илтӗнет пур енчен!
Пит хӑвӑрт ҫӗкленчӗ кӑмӑл,
Сикрӗҫ ак шлюз тӑрринчен.
Ҫулпала каяр-ха тӳрӗ,
Чакарар хӑвӑртлӑха.
Йӑлтӑртатать Санар шывӗ,
Ҫирӗплетет туслӑха.
Икӗ ял хушшинчи туслӑх
Тӑсӑлать сӗм авалтан,
Хумханать кунта тыр-пулӑ
Агрофирма вӑйлӑран.
Кӗркунне кӗрлет ӗҫ шавӗ,
Пач ҫӗртмест вӑл хӑлхана,
Грузовик,трактор,комбайнӗ,
Ӗҫ ҫынни,ӗлкӗр кӑна!
Эх!Ан типтӗр Ухиванӗ!
Сиктӗр-и Орлов сӑпки?
Чечеклен,Уравӑш ялӗ!
Чӑваш Енӗн кӑвапи!
2017-мӗш ҫулта Уравӑш ялӗнчи шкул ҫине ҫӑра ҫакрӗҫ-шкул хупӑнчӗ.
Анчах унӑн чӗри тапма пачах та пӑрахмарӗ:2018-мӗш ҫулта Уравӑш шкул вырӑнӗнче Культура Керменӗ уҫӑлчӗ!Ачасем хаваспах ташлама-юрлама ҫӳреҫҫӗ.Ял пуҫлӑхӗ тӑрӑшса Уравӑш шкулне иккӗмӗш пурнӑҫ парнелерӗ!



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

89530188009 тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-09 11:05:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 824 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org