Тӑвай районӗ — Чӑваш Енӗн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район. 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9 туса хунӑ. Ҫурҫӗр енче Вӑрмар районӗ, хӗвеланӑҫ енчӗ Канаш районӗ, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче Тутарстан юнашар вырнаҫнӑ. Лаптӑкӗ 524,4 км2 танлашать. Район администрациӗ Тӑвай салинче вырнаҫнӑ.
Тӑвай районӗ Чӑваш плато тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнӗсем сӑртлӑ, ҫырмасем пит нумай.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсем шучӗнче ҫӳрт хӑпартмаллисем кӑна. Кунта кирпӗч чӗр таварӗ, карбонад породисем кӗреҫҫӗ. Кирпӗч валли усӑ куракан тӑма кӑларас икӗ вырӑнтан пӗрине кӑна, Тӑвай патӗнче вырнаҫнӑскерне, усӑ кураҫҫӗ.
Ку тӑрӑхра вӑтам климат, хӗлӗсем сивӗ, ҫӑвӗсем ӑшӑ. Кӑрлачӑн вӑтам температури -13°С, утӑ уйӑхӗн — 18,7°С танлашать. Чи сивӗ палӑртнӑ температура — -42°С, чи ӑшши — 37°С. Ҫул хушшинче вӑтамран 490 мм юр-ҫумӑр ӳкет. Ытларах енӗпе юр-ҫумӑр ӑшӑ тапхӑрта ҫӑвать.
Кивӗ Элпуҫ патӗнче Эл ятлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ.
1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта 19,3 пин ҫын пурӑннӑ. Ку районта ҫынсем питӗ йышлӑ пурӑнаҫҫӗ. 1км 2 ҫине 38 ҫын килет. Районта пӗтӗмпе 31 ял, вӗсенче вӑтамран 655 ҫын пурӑнать. Ҫынсен шучӗнчен 90% ытла чӑвашсем.
Район 10 ял тӑрӑхӗнчен тӑрать.
Район ялӗсен списокӗсем:
Районта ҫуралнӑ паллӑ ҫынсем:
Тӑвай районӗн администрациӗ сайчӗ
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |