Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗрҫӗ ӗҫӗнче кирлӗ япаласен, хатӗрсен словарӗ

Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӑх тимӗр шӑратма, унпа усӑ курма виҫӗ пин ҫул каяллах пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтран тимӗр ӗмӗрӗ, тимӗр тапхӑрӗ пуҫланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗк халӑхӗ "тимӗр" сӑмаха китай чӗлхинчи "тиетмур - тимӗр япали" сӑмахран йышӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхинче "тимӗр" сӑмах пӗр пек илтӗнет: тӑмир /тӗрӗк/, тӑмур /уйгур/, тимӗр /казах/, дӑмир /турккӑ/, тимер, угор /пушкӑрт/, тимир /якут/. Вӗсем тимӗртен хурҫӑ тума пӗлнӗ. Чи ҫивӗч кӑскӑч хурҫине булат /чӑвашла пӑлат-хурҫӑ/ тенӗ. Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пӗтсен, вырӑссем Хусан патшалӑхне илсен кунти халӑха тимӗр япаласем тума чарнӑ. Пӑлхавсенчен хӑранӑ. Ҫак йӑла крепостла йӗркерен тухичченех пынӑ. Ун хыҫҫӑн чӑваш хушшинче тимӗрҫӗ япалисене ӑсталасси тепӗр хут аталаннӑ. Ҫав вӑхӑтри тимӗрҫӗ ӗҫӗнчи хӑш-пӗр япалан, ӗҫ хатӗрӗсен ячӗсем чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхинчен те кӗрсе ҫирӗпленнӗ.

1. Тимӗрҫӗ лаҫҫи

Тимӗрҫӗ /тимӗрч/ лаҫҫи — тимӗрҫӗ ӗҫлекен вырӑн, ҫурт. Пурана кӗлетлесе тунӑ лаҫ, ҫӗре чавса пура лартса, тӑррине ҫӗр хупласа тунӑ лаҫ, хуп тӑратса тунӑ лаҫ, чулран тунӑ лаҫ. Тимӗрҫӗ лаҫҫисен, ҫурчӗсен уйрӑмлӑхӗсем:
1. Авал тимӗрҫӗ ӗҫлекен вырӑн сӑрт-ту айӗнчи хӳтӗре, чӑнкӑ ҫыран ҫумӗнчи ҫӗре чавса лакӑмлатнӑ хӳшӗре, ту /ҫӗр/ хӑвӑлӗнче пулнӑ;
2. Чӑвашсем XIX ӗмӗрте тимӗрҫӗ лаҫҫине ҫӗр пӳрт майлӑ тунӑ. Лаҫ пурине виҫӗ еннелле ҫӗре чавса лартнӑ. Пура тӑррине пӗренесем хурса ҫӗрпе витнӗ. Лаҫӑн тӑваттӑмӗш /урам/ енне пураламан, хуппа витнӗ;
3. XX ӗмӗрте лаҫсене кӗлет пек пураласа тунӑ. Вӗсен пура маччийӗ пулман, тӑррине чӑнкӑрласа хӑма хуп витнӗ. Хӗвелтухӑҫ енче анлӑ алӑк, кӑнтӑрта - чӳрече /икӗ чӳрече/, урайӗ - ҫӗр, лаптӑкӗ 3x5 м2, 4х5 м2 пулнӑ.
4. Ялтан яла куҫса ҫӳресе тимӗрҫӗ ӗҫне тӑвакансем йывӑҫ айне хуп тӑратса хӳшӗ тунӑ. Вӗркӗч, кӑмака, сунтал лартса уҫӑ ҫӗрте ӗҫленӗ;
Чикан тимӗрҫисем те пӗр 30-50 ҫул каялла ҫапла ӗҫлетчӗҫ.
Чӑвашсем тимӗрҫӗ лаҫҫине шыв хӗррине, уничене /урам вӗҫне/ икӗ-виҫӗ ял хушшинчи лапамсене лартма юратнӑ. Ҫак вырӑна Тимӗрҫӗ ялӗ, Тимӗрчкасси, Тимӗрч урамӗ тесе каланӑ;
5. Хулара, почта, ямшӑк салисенче вырӑссем тимӗрҫӗ лаҫҫисене чулран, кирпӗчрен купаласа тунӑ. Каҫхине вара ҫӑрапа питӗрнӗ. Тимӗрҫӗ лаҫҫисен лаптӑкӗ 6x9 м2 пулнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе темиҫе тимӗрҫӗ лаҫҫи ларнӑ. Ҫакӑнтан Кузнечная улица, Кузнечная слобода, Кузнецово, Кузнецк хулин ячӗсем пулса кайнӑ.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗнче ятарлӑ вырӑн, лаптӑк, карлӑк, стан, савӑт пулнӑ:
1. Лаша таканламалли карлӑк, стан. Ӑна тӑватӑ юпа лартса тӑваҫҫӗ. Ҫине кӑшкарласа тытаҫҫӗ. Икӗ енне карлӑк каштисем лартаҫҫӗ. Умне те, хыҫне те сӑлӑп хываҫҫӗ. Лаша урисене /чӗрни ҫине/ такан ҫапмалли тӑватӑ тӗртӗк лартаҫҫӗ;
2. Урапа кустӑрмине /тупанне/ тукунламалли, кӑшӑлламалли чикме лаптӑкӗ. Вӑл чакаласа лартнӑ тӗнел пуҫлӑ чикмерен, кустӑрма кӑпӑлӗ вырнаҫмалли лакӑмран, кустӑрма выртмалли лаптӑкран тӑрать;
3. Ҫуна тупанне тимӗр шина ҫапмалли такан. Вӑл чакаласа лартнӑ тӑватӑ-ултӑ юпаран, икӗ-виҫӗ каштаран тӑрать. Такан ҫӳллӗшӗ 60-70 сантиметр, сарлакӑшӗ - 1,2-2 метр. Варринчи каштине кӗске ҫунине /подсанкине/ шинӑлама хываҫҫӗ;
4. Лаҫ ҫумӗнчи тимӗре упрамалли хӳтӗ вырӑн.
5. Ҫуллахи вӑхӑтра темиҫе кубла метр шыв кӗрекен катка, касак катки /чан, шань/ лартнӑ.

2. Тимӗрҫӗ япалисене тума кирлӗ тӗрлӗ тимӗр-пӑхӑр, тимӗр-тӑмӑр

Алфавит йӗркипе.
Йӗс - бронза. Пӑхӑр ҫине тӑхлан ярса шӑратнӑ металл.
Йӗс - латунь. Пӑхӑр ҫине цинк ярса шӑратнӑ металл. Йӗс хуран, йӗс шӑнкрав.
Кӗмӗл - серебро. Нухрат. Кӗмӗл, таса кӗмӗл, хуратнӑ кӗмӗл.
Кӗмӗл йывӑрӑшӗ 10, 5 г/см3, вӑл 961,9 °С ирӗлет.
Кӗмӗл укҫа, кӗмӗл савӑт, кӗмӗл ҫӗрӗ, кӗмӗл сулӑ.
Пӑхӑр - медь. Таса пӑхӑр. Хӗрлӗ, йӳҫнӗ, кивӗ пӑхӑр часах тӗксӗмленет, симӗсленет. Йывӑрӑшӗ - 8,92 г/см3, 327,5 °С ирӗлет. Пӑхӑр укҫа, пӑхӑр сӑмавар, пӑхӑр шӑнкӑрав.
Тӑхлан - свинец, олово. Чӑвашсем икӗ тӑхлан метала пӗр ятпа калаҫҫӗ.
Хура тӑхлан - свинец. Йывӑрӑшӗ - 11,34 г/см3, 327,5 °С ирӗлет. Тӑхлан пуля.
Шурӑ тӑхлан - олово. Йывӑрӑшӗ - 7,228 г/см3| 231,91 °С ирӗлет. Унтан баббит, подшипник тӑваҫҫӗ. Унпа консерв банкине витеҫҫӗ.
Тимӗр - железо. Йывӑрӑшӗ - 7,874 г/см3, 1535 °С ирӗлет. Тимӗре тимӗр-тӑмӑр тӑпринчен /рударан/ шӑратса тӑваҫҫӗ.
Тимӗртен /хурҫӑран/ тӗрлӗ япала туса кӑлараҫҫӗ.
Тимӗр йӗпе-сапара тутӑхать. Тутӑхне ирӗлтерсен юлакан шлака тимӗр каяшӗ теҫҫӗ.
Чӑвашсем авал тимӗрӗн чунӗ пур тесе шухӑшланӑ. Ӑна тимӗр йӗрӗх е тимӗрӗх тесе каланӑ.
Пӗлӗт ҫинчен ӳкнӗ тимӗр - метеоритное железо.
Тимӗр-пӑхӑр - железо-медь. Металсене пӗрлештерсе калани.
Тимӗр-тӑмӑр - железо-глина, руда. Металл шӑратса тумалли руда. Металсене пӗрлештерсе калани.
Хурҫӑ - сталь. Тӗрӗк чӗлхисенче курч, корыч, хурз тесе калаҫҫӗ.
«Сталь» сӑмах вырӑс чӗлхине нимӗҫ чӗлхинчен кӗнӗ.
Чи паха хурҫӑ - булат, булатная сталь. Унран авал хӗҫсем тунӑ.
Хурҫӑ тимӗртен кил хушшинче, ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра кирлӗ япаласене тӑваҫҫӗ.
Чукун - чугун. Патрак тимӗр XVIII ӗмӗрте вырӑс чӗлхине тӗрӗк чӗлхинчен кӗнӗ.
Хӑй тӗллен - чукун савӑт, машинсен станне юхтарса тӑваҫҫӗ.
Чукунран ытти метал хутӑшӗпе пӗрле ирӗлтерсе тимӗр-хурҫӑ шӑратса кӑлараҫҫӗ.

3. Тимӗрҫӗ япалисен,ӗҫ хатӗрӗсен словарӗ

Вентилятор - ҫаврӑна-ҫаврӑна сывлӑша хускатакан тимӗр вӗркӗч.
Тимӗр вӗркӗчӗ. Тимӗр вӗркӗчне тимӗрҫӗ кӑмаки ҫумне лартаҫҫӗ. Тутине кӑмака вучаххипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Вӗркӗч - мех. Вӗркӗч миххинчи сывлӑшпа вӗрсе вучахри кӑмрӑка ҫунтараҫҫӗ. Вӗркӗч миххине, унӑн ал каштине /рычакӗпе/ туртса, клапанне уҫса-хупса сывлӑш вӗртереҫҫӗ.
Вӗркӗч тӑрӑшшӗ - 1,5 метр, сарлакӑшӗ 0,5-0,6 метр. Миххи сывлӑшпа 1 метр таран хӑпарать.
Вучах - очаг. Тимӗрҫӗ кӑмакинче кӑмрӑк ҫунса тӑракан, тимӗр хӗртмелли вырӑн. Вут вучахӗ.
Ещӗк - ящик. Тимӗрҫе тӗрлӗ ещӗк кирлӗ: хӑйӑр тытмалли, шыв, ҫу, мазут ямалли, тимӗрҫӗ хатӗрӗсене тытса тӑмалли. Тимӗр ещӗк, йывӑҫ ещӗк, хупӑлчаллӑ ещӗк.
Каскӑч – зубило. Тимӗр каскӑч. Хурҫӑ каскӑч. Тимӗрҫе тӗрлӗ каскӑч кирлӗ.
Сунтал ҫине лартмалли каскӑч, хӗскӗчпе тытса мӑлатукпа ҫапмалли каскӑч. Тимӗр касмалли каскӑч, тимӗр ҫине йӗр хӑвармалли каскӑч.
Катка – лаҫра. Шыв тытмалли катка. Хӗртнӗ тимӗре шыва чиксе сивӗтмелли катка.
Кӑмрӑк – уголь. Йывӑҫ ҫунтарса тунӑ кӑмрӑк. Ҫӗрай кӑмрӑк. Ялти тимӗрҫӗсем ытларах йывӑҫ кӑмрӑкӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ӑна хурӑн йывӑҫҫине ҫунтарса тӑваҫҫӗ. /"Ям" сӑмаха вулӑр/.
Кӑмрӑк пӳлми, ларӗ, чӑпти - ларь, куль. Кӑмрӑка кӑмака ҫумӗнчи вырӑнти пӳлмере тытаҫҫӗ, чӑпта ҫине тултарса хураҫҫӗ, вучаха кӗреҫе-савукпа илсе пӑрахаҫҫӗ.
Кувалда – пысӑк мӑлатук. Ӑна 97 маркӑллӑ хурҫӑран тӑваҫҫӗ. Унӑн аври 750-900 миллиметр тӑршшӗ. Йывӑрӑшӗ - 2-16 килограмм.
Лапта, шак – гладилка. Хӗртнӗ тимӗре лапта шакне лартса мӑлатукпа шаккаса сараҫҫӗ, якатаҫҫӗ . Унӑн тӗпӗ яка.
Луптӑк – лапка хӗскӗчӗ, лапка туталлӑ хӗскӗч.
Мӑйрака – рогатка. Хӗртнӗ тимӗре кукӑртма кирлӗ хатӗр. Темиҫе мӑйракаллӑ тимӗр турат /шаблонсем/. Илемлӗ картан хурҫине пӗр пек авма кирлӗ. Турат мӑйракисене тимӗр лаптӑкӗсем, тыткӑҫӗсем ҫине лартаҫҫӗ.
Мӑлатук – молоток. /тутарла - чукыч, чӑвашла - чукӑҫ, чикӑч/. Тимӗрҫӗ тӗрлӗ мӑлатукпа усӑ курать. Вӗсене У7 маркӑллӑ хурҫӑран тӑваҫҫӗ. Йывӑрӑшӗ - 0,5-1,5 килограмм. Аврин тӑршшӗ 350-600 миллиметр. Мӑлатука туптав, тупчӑк, чукӑч ятпа та асӑнаҫҫӗ.
- Ташлать мӑлатук сунтал ҫинчи тимӗре шак шаккаса, сас кӑларса - хурҫӑ тупсӑмне тупать.
Мӑлатукпа ҫапаканӗ молотобоец. Молотобоец кувалдӑпа /шаккать, ҫапать/.
Пӗрне – тиски. Тимӗр пӗрне. /Пускӑч сӑмаха вулӑр/.
Пӗрӗш – лом, чикме. Хытӑ япалана ватмалли хатӗр.
Пускӑч – тиски, гнет. Винтпа хӗссе пусаракан пускӑч. Пуслӑхпа, рычакпа хӗстерсе пусаракан пускӑч тимӗрҫӗ пускӑчӗ. Тимӗр пӗрне.
Сӑнчӑр пуслӑх – слесарь пускӑчӗ. /Тиски сӑмаха вулӑр/.
Сӑпрай. Тимӗрҫӗ сӑпрайӗ. Сӑпрай - ӗҫ хатӗрӗсем.
Сунтал, сонтал – наковальня. Тӗрӗк чӗлхине иран чӗлхинчен кӗнӗ. Сандал йывӑҫ ятӗнчен пулса кайнӑ. Сунтала сандал йывӑҫ пуканӗ ҫине лартнӑран каланӑ. Пирӗн енче сунтала юман, хурама каска пуканӗ ҫине лартаҫҫӗ. Сунтал – тимӗре хурса шаккамалли тимӗр купташка, ҫапкӑҫ. Тӑрӑхла сунтал. Витре, шыв юхтармалли шуҫсене тимӗр рычак евӗр сунтал ҫинче шаккаса ҫыхӑнтараҫҫӗ. Сунтала 45-Л /легированный/ маркӑллӑ хурҫӑран шӑратса, калӑпласа, якатса тӑваҫҫӗ. Вӑл пӗр мӑйракаллӑ, икӗ мӑйракаллӑ е сӑмсаллӑ пулать. Ун ҫинче тӑваткал, ҫавра шӑтӑксем пулаҫҫӗ. Тимӗр шаккамалли лаптӑкӗ /15 х 20 см2/, йывӑҫ пукан ҫине ҫапса лартмалли тӑватӑ ури /чӗрни/ пур. Ӑна ҫӗртен 70-80 сантиметр ҫӳллӗшне лартаҫҫӗ. Йывӑрӑшпе тӗрлӗ виҫевлӗ – 70, 95, 100, 200, 210, 270, 340, 477 килограмлисем.
Тӑрӑхла сунтал – консоль, консольная наковальная. Тухса тӑракан, ал пек тытса тӑракан шуҫ листасене, цилиндрсене шаккамалли тимӗр тыткӑҫ.
Унӑн пӗр вӗҫӗ лаптак сӑмсаллӑ, тепӗр вӗҫӗ ҫаврака тата шӗвӗр. Шӗвӗр вӗҫӗпе стена ҫине тиреҫҫӗ, варрине каска пуканӗ лартаҫҫӗ. Тухса тӑракан лаптак вӗҫӗнче шуҫ витри цилиндрне, хапӑлне шакаҫҫӗ.
Сунтал пуканӗ – подставка наковальни. Сунтал лартмалли каска пукан. Хурамапа юман йывӑҫҫинчен тунӑ. 2,2 -2,5 метр тӑршшӗ ҫӗре чавса лартаҫҫӗ. Сунталӑн ҫийӗпе пӗрле урайӗнчен 70-80 сантиметр ҫӳллӗш хӑпарса тӑрать. Ҫӗр айӗнчи пайне ҫӗресрен сӑмала, мазут сӗрсе хураҫҫӗ. Ҫӳлти пайне, сунтала ҫапнӑран, ҫурӑласран тимӗр ункӑпа кӑшӑллаҫҫӗ. Сунтал пуканӗн хулӑнӑшӗ 60-70 сантиметр.
Тыткӑҫ – кусачки. Тимӗре татмалли хӗскӗчсем.
Тӑхҫа – тӑмхалатмалли мӑлатук. Пуҫӗ каскӑч, зубило майлӑ. Арман чулне тӑхҫаларӑм, тӑмхаларӑм, кач-качларӑм.
Тимӗр калӑп – шаблон. Пӗр пек япаласене авса, шӑратса кӑларма кирлӗ хатӗр форма.
Тимӗр чулмек – тигель, чӳлмек. Тигель хӗскӗчӗ, ухвачӗ. Тигель чӳлмекӗ.
Тимӗр-тӑмӑр, тимӗр-пӑхӑр шӑратмалли чӳлмек. Тимӗрҫӗ кӑмакинче, вучахӗнче тӑхлан, пӑхӑр, кӗмӗл, латунь шӑратаҫҫӗ. Тӑм чӳлмек, вут чӳлмек, тимӗр чӳлмек, тимӗр шӑратмалли чӳлмек. Чӳлмекне ухват хӗскӗчпе тытса лартаҫҫӗ, йӑвантарса юххине юхтараҫҫӗ. Чӳлмеке вутра ҫунман тӑмран тӑваҫҫӗ, вӑл кирпӗч пек ҫирӗп.
Тимӗрҫӗ, тимӗрч – кузнец. Тимӗрпе ӗҫлекен, тимӗртен япала тӑвакан. Ялти тимӗрҫӗ, салари тимӗрҫӗ, хулари тимӗрҫӗ. Ялти тимӗрҫӗсем килте, хуҫалӑхра, стройкӑра кирлӗ япаласене шаккаса тунӑ. Ӗҫле-ӗҫле тимӗр-пӑхӑрсен уйрӑмлӑхӗсене, вӑрттӑнлӑхӗсене тупса ӑсталаннӑ. Шӑратнӑ тимӗр-пӑ-ӑртан шӑнкӑрав, тӗрлӗ подшипник, ӗҫ хатӗрӗсем тума та вӗреннӗ. Тимӗрҫе юмӑҫпа, асамҫӑпа танлаштарнӑ. Тахҫан авал тимӗрҫӗн тимӗр киремечӗ /кӗлӗ вырӑнӗ/ пулнӑ. Унта вӗсем тимӗр туррине, хурҫӑ ыррине, тимӗр йӗрӗхе пӑтӑпа чӳк тунӑ.
Тимӗрҫӗ ҫуркунне лаҫне уҫнӑ кун пӑтӑ пӗҫерсе тимӗр лаҫҫин ырӑ-усалӗсене чӳкленӗ.
Кӗркуннехи ҫулсем шӑннӑ, тӑмхахланнӑ кунсене тимӗрҫӗ кӗллин кунӗсем тенӗ.
Кӗлӗре тимӗрҫӗ лашасене таканлама чӗнет. Тимӗрҫӗн укҫи сунтал ҫинче. - Юмахра шуйттансем тимӗрҫе ҫурҫӗрте вырӑн ҫинчен тӑратса тимӗрҫӗ лаҫҫине уҫтарнӑ тет. Хура лашине таканлаттарнӑ. Тимӗрҫӗ хӗртнӗ такан ҫунтарса кӑларнӑ ҫын шӑршинчен, ку лашана шуйттансем тамӑка лекнӗ ҫынран ылмаштарса тунине пӗлсе юлнӑ тенӗ.
Лешсем таканланӑ лашипе ҫур ҫӗрти тӗттӗмре ҫухалнӑ тет.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи ларакан яла Тимӗрчкасси, Тимӗрч ялӗ, Тимирчи ятпа калаҫҫӗ.
Пирӗн пӗчӗк ялта – Тимӗрчкассинче /Кузнецово/ виҫӗ тимӗрч лаҫҫи ларнӑ. Тимӗрҫ лаҫҫи уҫӑлсан Сунтал сасси ян каять. Ӑста тимӗрҫ аллинче Хурҫӑ тимӗр чӗрӗлет. Ӗҫ хатӗрӗ пулса тухать. Чӑвашсем Христос тӗнне йышӑниччен ачисене Тимур, Тимер, Тимреҫ, Тимӗреҫ, Тимӗркке, Тимӗр-Пӑлат, Тимӗрплат, Тимӗрхан, Мӑнтимир, Кантимир, тата тимӗрпе ҫыхӑннӑ ытти ятсене панӑ.
Ҫавӑнтан Тимеров, Тюмеров, Тимуров, Тимрязев хушаматсем пулса кайнӑ.
Тимӗрҫ кӑмаки – горн. Кузнечный горн. Тимӗрҫ кӑмаки тимӗрҫӗ лаҫҫинче ларать. Кӑмака, вучахӗнче тимӗре хӗртеҫҫӗ е шӑратаҫҫӗ. Вучаха кӑмрӑк хурса, вӗркӗчпе сывлӑша вӗртерсе тӑраҫҫӗ. Тимӗрҫ вучахӗ урайӗнчен 50-60 сантиметр хӑпарса тӑрать.
Кӑмака умне кирлӗ тимӗр-тӑмӑра, хӗскӗчсене вырнаҫтарса хураҫҫӗ. Тимӗрҫ кӑмаки ҫине тӗтӗме туртакан хӑлат, зонт ҫакаҫҫӗ.
Тимӗрҫӗ туса хатӗрлекен япаласем – кузнечные изделия. Кил хушшинчи япаласем – ҫӗҫӗ - кусар, хачӑ - хӗскӗч, сава - пуртӑ, ухват - турчӑка, ҫекӗл - кӗле, ҫатма тимӗрӗ тата ытти те.
Хуҫалӑхри ӗҫ хатӗрӗсем – суха пуҫ тимӗрӗ, тӗренӗ, урапа тимӗрӗ-тӗнӗлӗ, сенӗк-чикме /пакурсем/, кӗреҫе-катмак, ҫурла-ҫава тата ытти те. Ҫурт-йӗр ҫавӑрмалли тимӗр япаласем – тӑпсасем, алӑк, сӑлӑп-хӑлӑп, ҫӑра, кӗле-пӑта, такар-тыткӑҫ /скобасем/ тата ытти те.
Тимӗрҫӗ хатӗр-хӗтӗрӗ – кузнечные инструменты. Вӗсене литературӑра ушкӑнсене пайлаҫҫӗ: шаккамалли – ударный, ҫапӑнтармалли – опорный, айне хумалли – подкладный, хушса /ҫиеле/ хумалли – накладной, шӑтармалли – пробивной, касмалли – режущий, хӗстермелли – прижимной, калӑплакан – парный, формовочный, штамповочный, виҫмелли – измерительный, пур майли – универсальный, ал айӗнчи – подручный, вспомогательный, ятарли – специальный.
Тимӗр каскӑч – зубило. Авӑрлӑ тимӗр каскӑч, авӑрсӑр тимӗр каскӑч, сунтал ҫине лартнӑ тимӗр каскӑч.
Тимӗрҫӗ хаччи – кузнечные ножницы. Тимӗр касакан хачӑ, вӑрӑм авӑрлӑ тимӗр касакан хачӑ , верстак ҫине лартнӑ тимӗр касакан хачӑ, алпа тимӗр касакан хачӑ.
Тимӗр чӗрни – метчик. Каскӑч. Тимӗр циркуль.
Тимӗршак – мӑлатук, шак, шакмак. Ҫиелтен хушса мӑлатукпа ҫапакан шак, лапка пуҫлӑ мӑлатук.
Авал мӑлатука "тимӗршак" тесе калама пултарнӑ.
Тыткӑҫ – хӗскӗч, ухват.
Тиски – хӗскӗч, пускӑч. Пускӑч сӑмаха вулӑр.
Ҫуна таканӗ, кашти – слеги для ошиновки саней. Ҫуна тупанне шина ҫапмалли такан, кашта/сем/. Ӑна икшер юпасем ҫине кашта хурса тӑваҫҫӗ. Такан икӗ, виҫӗ каштаран тӑрать. Шинӑсене хӗртсе авса, шӑтарса хатӗрлеҫҫӗ.
Лапка пуҫлӑ тимӗрҫ пӑтине ҫапса е болтпа туртӑнтарса ҫуна тупанӗсене шинӑлаҫҫӗ, таканлаҫҫӗ.
Шина ҫапнӑ ҫуна тайлӑка шуса каймасть, ҫуна лавӗ тӳнсе каймасть. Шина ҫапнӑ ҫуна тупанӗ час ҫӳхелмест. Ҫара ҫуна, кресла ҫуна /розвальни/, кипет ҫуна /кошовка/.
Хӑйра – точило. Тимӗрҫӗ хӑйри. Пайсем – хӑйра чулӗ, кукӑр аври. Хӑйра станӗ, шыв курети. Тимӗрҫӗ ухса лармалли ларкӑч. Хӑйрине тарҫи ҫавӑрать. Пурттине /тимрине/ тӗмӗрҫӗ тытса хӑйрать.
Хатӗр-хӗтӗр – инструменты. /Тимӗрҫӗ хатӗр-хӗтӗрӗ сӑмаха вулӑр/.
Хӗскӗч – клещи, тиски. Алӑпа тыггса хӗстерекен хӗскӗч. Хӗртнӗ тимӗре хӗскӗчпе тытаҫҫӗ. Хӗскӗч тӗрлӗ туталлӑ пулать. Хӗскӗчӗн аври тимӗр, вӑрӑмӑшӗ 300-1600 миллиметр. Хӗскӗч йывӑрӑшӗ 0,38-16 кг. Хӗскӗче 15, 20, 25 маркӑллӑ авӑнакан хурҫӑран тӑваҫҫӗ.
Тата пусарчӑк сӑмаха вулӑр.
Хыпкӑч – клещи. /Хӗскӗч ҫинчен вулӑр/.
Шак, шак-мак. 1. Ача-пӑча, вылякан тетте, теттесем. 2. Мӑлатук, мӑлатук евӗр хатӗр. Мӑлатукпа ҫапма май килмен ҫӗрте хушса тытса мӑлатукпа ҫапмалли хатӗр.
Шалап, шӑлап – валак, тимӗр валак, шӑратнӑ тимӗре юхтармалли валак.
Шӑратса тумалли ӗҫсем, ӗҫ хатӗрӗсем – литейное дело, инструменты. Ялти тимӗрҫӗ шӑратса шӑнкӑрав, подшипник тума пултарнӑ. Ӑна тума калӑп /форма/, чӳлмек /тигель/ тата уйрӑм хатӗрсем кирлӗ пулнӑ. Ку ӗҫсене тӑвакана ӑста тимӗрҫӗ тенӗ.
Шыв катки – бочка. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче шыв тытакан катка, урамра пушар тухасран шыв тытакан катка, чан ларнӑ.
Эрешленӗ тимӗр – илемлетнӗ тимӗр. Тимӗр-пӑхӑртан эрешлесе тунӑ япала. Эрешленӗ карта. Эреш ӑсти – ювелир. Ылтӑн-кӗмӗлтен илемлӗ япаласем тума пӗлекен.
Яма – лакӑм. Лакӑмри кӑмака. Кӑмрӑк ҫунтаракан ям, кӑмака, ханкӑр. Ҫулӑм ан тухтӑр тесе ҫӗрпе хупласа тӑраҫҫӗ. Вутти кӑмрӑклансан шыв сапса сӳнтереҫҫӗ. Кӑмаки сивӗнсен кӑмрӑкне чӑптасем ҫине тултараҫҫӗ, пасара тухса сутаҫҫӗ.

Усӑ курнӑ литература

Ӳкерчӗксене асӑннӑ кӗнекесенчен илнӗ, автор тата Петр Наумов ӳкернӗ.
1. Ашмарин Н.И. 17 томлӑ словарь. 1 кӑларӑм.
2. Вырӑсла-чӑвашла словарь. 1971.
3. Ганулич А.К. Слышен звон бубенцов издалека. М., 1990.
4. Даль В.И. Толковый словарь русского языка. 1982.
5. История Чувашской АССР. 1983.
6. Ледзинский В.С., Темечко А.А., Зверев А.В. Художественная ковка и литье. М., 1989.
7. Политехнический словарь. Советская энциклопедия. 1976.
8. Русский традиционный быт. Словарь. М., Азбука. 2003.
9. Степи Евразии в эпоху средневековья. Археология. М., Наука. 1981.
10. Федотов М.Р. Этимологический словарь чувашского языка. 1996.
11. Шмаков В.Г. Кузница в современном хозяйстве. М, 1990.
12. Чӑвашла-вырӑсла словарь. 1982.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-21 13:15:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4980 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org