Спиридонов Моисей Спиридонович — чӑваш живописецӗ, графикӗ. 1890 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1933 ҫултанпа СССРти ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.
1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1912-1918 ҫулсенче Питӗрти ӳнер академийӗн Аслӑ ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор мастерскойӗнче вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех Ӳнер академиӗн Аслӑ Вӗренӳ курсӗсене пӗтернӗ.
1919-1920 ҫулсенче Шӑхасанти педагогика техникумӗнче вӗрентнӗ, 1920-1923 ҫулсенче Чӑваш облнаробразӑн ИЗО уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.
1927-1932 ҫулсенче — АХРРӑн Чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, 1941-1955 ҫулсенче — Чӑваш АССР ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗ.
1940-1950 ҫулсенче Чӑваш ӳнер училищинче вӗрентнӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |