Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Попов Юрий Алексеевич

Попов Юрий Алексеевич — чӑваш политикӗ. 1961 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1979 ҫулта Шупашкарти стротельство техникумне вӗренме кӗнӗ, 1984 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академинче «Экономист-менеджер» специальноҫпе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

1980–1982 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ.

1984 ҫулта «Спецстроймеханизация» трестӑн 4-мӗш строительство управленийӗнче пӑрӑх хуракан пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. Кайран Елчӗк районӗнчи «Слава» колхозра техник-строитель пулса вӑй хунӑ. 1986–1989 ҫулсенче Чӑвашпотребсоюзӑн Кӳкеҫри райпон строительствӑпа производство правленийӗн председатель ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1989–1993 ҫулсенче Кӳкеҫри РСУ ҫумӗнчи «Сделай сам» кооператив председателӗ пулнӑ. 1993–2004 ҫулсенче усламҫӑ пек ӗҫленӗ.

2004 ҫулта «Агрофирма «Таябинка» ТМЯП предприятие ертсе пыма пуҫланӑ. 2005 ҫулта «Вӑрнар аш-какай комбиначӗ» АУО тӗп директорӗн вырӑнне йышӑннӑ.

2011 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 5-мӗш пухӑвӗн Председательне суйланӑ.

Политик ӗҫӗ-хӗлӗ

Вӑрнар районӗн депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш созывсен депутатне суйланнӑ. 2005 ҫулхи юпан 24-мӗшӗпе 2010 ҫулхи юпан 18-мӗшӗччен районти депутатсен пухӑвӗн 4-мӗш созывӑн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсен тата ялӑн социаллӑ улшӑнӑвӗсен яланхи комиссине ертсе пынӑ. 2010 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче экономика ӗҫӗ-хӗлӗн, хысна, укҫа-тенкӗ, налук тата налук пуҫтарассин ыйтӑвӗсене ӗҫлекен яланхи комисси председательне суйланӑ. 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн пиллӗкмӗш пухӑвӗн депутатне суйланнӑран Вӑрнар районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗн тивӗҫне вӑхӑчӗ тухмасӑр вӗҫленӗ.

2010–2012 ҫулсенче Чӑваш Республикин Президенчӗн канашҫи вырӑнӗнче пулнӑ.

2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӗнче Вӑрнар районӗнчен депутата суйланнӑ. Ҫав ҫулах раштавӑн 15-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Председателӗн ӗҫне тума шаннӑ.

Хисепӗсем, чыславӗсем

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ. «Раҫҫейӗн агропромышленность комплексне аталантарнӑшӑн» ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ (1979), кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫейре тата Чӑваш Енре пӗрре мар чемпион ята ҫӗнсе илме пултарнӑ, кире пуканӗ йӑтас енӗпе ушкӑнпа Раҫҫей чемпионӗ ята илнӗ (1984).

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-09 14:45:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1589 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org