Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн ялӑн мухтавлӑ ҫынни (Т. Димитриева)

Ҫатра-Хочехматри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул
Сочинени теми: «Пирӗн ялӑн мухтавлӑ ҫынни»
Ӗҫ пурнӑҫлаканӗ: 7-мӗш класра вӗренекен Димитриева Татьяна
Вӗрентекен: Сусметова Т.В.

«Пирӗн ялӑн мухтавлӑ ҫынни»


Тӳпе тулли йӑлтӑр ҫӑлтӑр,
Пӗри ман чуна ҫывӑхрах.
Ӗмӗр вӑл ялкӑшӗ, сӳнмӗ,
Ӗмӗр упранӗ асрах
(Надежда Иванова)

Кашни ялӑн хӑйӗн мухтавлӑ, паллӑ ҫынсем пур. Вӗсемпе эпир мухтанатпӑр, ытти ял, район ҫыннисене курсан: «Пирӗнтен ҫавӑ-ҫавӑ тухнӑ», — тетпӗр.
Эпӗ хамӑн мӑн асатте, Степанов Александр Степановича, чӑвашран тухнӑ паллӑ ҫын тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та ун ҫинчен ҫырса кӑтартас терӗм. Хальхи Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнче 1897 ҫулта ҫуралнӑ ман мӑн асатте.
1905-мӗш ҫултан пуҫласа 1911-мӗш ҫулччен Иккасинчи ултӑ класлӑ шкулта вӗреннӗ. Паянхи кунченех пирӗн килте ытти документсен пуххинче ман асатте ҫак шкула ӑнӑҫлӑ пӗтерни ҫинчен калакан хут упранать. Пурнӑҫри тӗрлӗ сӑлтавсене пула манӑн мӑн асаттене малалла вӗренме май килмен. Хуҫалӑхра тӗрлӗ ӗҫ тума тивнӗ. Вунпилӗк-вунултӑ ҫула ҫитсен ҫуллахи вӑхӑтра ака-суха тунӑ, хӗлле вара ашшӗ арманӗнче ӗҫленӗ.
Вун сакӑр ҫула ҫитсен салтак ячӗ тухнипе Питӗрте патша ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. Питӗрти патша керменӗ ҫумӗнчи полка йӑрӑс пӳллӗ, ҫӳллӗ, сӑнран чипер каччӑсене суйласа илнӗ. Апла пулсан мӗнле хитре пулнӑ ман мӑн асатте! Ҫак вӑхӑтра вӑл йывӑр чирлесе ӳкнӗ, утайми пулса тӑнӑ. Инкеке пула ӑна икӗ ҫамрӑк салтак киле ҫитичченех леҫсе янӑ. Ку ӗҫ 1917-мӗш ҫулта Октябрьти революци умӗн пулнӑ. Александр Степанович тӗрлӗ майпа сипленсе ура ҫине тӑнӑ та Хӗрлӗ ҫар ретне лекнӗ.
Манӑн мӑн асатте шурӑ гвардеецсен ҫарӗпе ҫапӑҫнӑ чухне Уфа патӗнче тыткӑна лекнӗ. Иркутск тӗп тӗрминче ларнӑ.
«Тӗрмере пӗтӗм ҫамрӑк салтакчӗ. Вӗсен ячӗсене вуласа ушкӑнӑн-ушкӑнӑн илсе тухса персе пӑрахатчӗҫ. Эпир вӗсене ӑҫталла илсе тухнине курас тесе пӗр салтак хулпуҫҫи ҫине тепӗр салтак хӑпарса тӑрса тӗрме чӳречинчен пӑхаттӑмӑрччӗ. Салтаксен йышӗ кунран-кун чакса пыратчӗ. Пирӗн ятсене вулас умӗн Хӗрлӗ ҫар салтакӗсем ҫитсе пире ҫӑлса хӑварчӗҫ», — каласа паратчӗ хӑйӗн мӑнукӗсене (манӑн аннене, куккана) Александр Степанович. Вӗсене тӗрмерен кӑларса тӗрлӗ ӗҫ тума янӑ, манӑн мӑн асатте кантӑк тӑвакан завода лекнӗ.
Ҫак вӑхӑтра Ҫӗпӗрте партизан отрячӗсене йӗркелеме пуҫланӑ, ҫав отряда вал та ҫырӑннӑ. Вӗсене хӗрлӗ партизансем тенӗ. Партизансен отрячӗсем чакса пыракан Колчак ҫарне хирӗҫ тухнӑ...
1920-мӗш ҫулта тӑван яла таврӑнса ҫемье ҫавӑрать манӑн мӑн асатте. Пӗр ҫул иртсен вӗсен пӗрремӗш ывӑлӗ Леонид ҫуралать, вӑл Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Иккӗмӗш ывӑлӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн Александр Степанович ашшӗ арманӗпе юнашар хӑй арман лартать. Хӑш-пӗр ватӑ ҫынсем вӑл арман валли пӗренесем турттарса килнине аса илсе халӗ те тӗлӗнеҫҫӗ. Кашни пӗренене лашапа Атӑл леш енчен турттарса килнӗ. Ҫак арманта вал хӑй арманҫӑ пулса ӗҫленӗ, таврари ялсенчен килекен ҫынсене тырӑ авӑртса панӑ.
Ултӑ ача пулнӑ вӗсен ҫемьинче. Хӑйӗн вӗренме тӳр килменнипе ачисене пурне те аслӑ пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ Александр Степанович. Ывӑлӗ Петя Киров ячӗпе хисепленекен ҫарпа медицина академинчен вӗренсе тухнӑ, Толя — авиаци, манӑн кукаҫи — педагогика институтӗнче, хӗрӗ Юля — фармоцевт шкулне, кӗҫӗн ывӑлӗ Валери металлурги институтне пӗтернӗ.
1930-мӗш ҫулсенче Александр Степановича кулак тесе айӑплама пуҫларӗҫ. Вӑл вара хӑйӗн ҫӗмьине кунтан кӑларса ярассинчен хӑраса армана хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панӑ.
1948-1957-мӗш ҫулсенче Шорккари чӑпта ҫапакан артель пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра артель пулнӑ ҫурт пӗр пайӗнче клуб, тепӗр пайӗнче — вулав ҫурчӗ. Ҫӗвӗ цехӗ пулнӑ ҫуртне юнашар ялсем илсе кайса пурӑнмалли пӳрт тулса лартнӑ. Атӑ-пушмак ҫӗлекен ҫурчӗ «Дружба» предприятин территорийӗнче ларать. Александр Степанович ӗҫленӗ вӑхӑтра артель темиҫе хут пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Нумай тупӑш илнӗ, ӑна кашни уйӑхрах ӗслекенсене салатса панӑ. Артель хупӑннӑ чухне ҫав тупӑшпа вӗрсе каламалли оркестр инструменчӗсене илнӗ тата вулав ҫурчӗ валли нумай кӗнеке туяннӑ.
Артель пурри вырӑнти халӑхшӑн укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗ пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл нумай-нумай ҫынсене выҫлӑхран ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та Александр Степанович мухтава тивӗҫлӗ. Ун чухне пурӑннӑ ял халӑхӗ ӑна хисеплетчӗ, халӗ те ырӑпа кӑна аса илеҫҫӗ ҫав паттӑр, ырӑ чунлӑ ҫынна.
Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук теҫҫӗ. Ҫӗнӗ малашлӑха талпӑнакан районӑн тӗп пуянлӑхӗ — ҫынсем! Ҫак тӗп пуянлӑхӑн пӗр тӗпренчӗкӗ ман мӑн асатте — Степанов Александр Степанович. Эпир, унӑн мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем унпа тивӗҫлипех мухтанатпӑр.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-12-06 13:07:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5172 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org