Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -20.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ордем Гали

Ордем Гали (чӑн ячӗ — Васильева Галина Николаевна) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1954 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Самарта ҫуралнӑ.

2002 ҫултанпа — Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗсен сообществин пайташӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. А. Талвир тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

Кун-ҫулӗ

1975 ҫулта Шупашкарти ҫурт тӑвакансен техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Маллалла Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев лабораторинче аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулнӑ. 2002 ҫултанпа — «Минерал» ТМЯО производствӑпа техника пайӗн инженерӗ.

Пултарулӑхӗ

13 ытла ӑслӑлӑх статьи ҫырнӑ.

Ордем Гали ытларах ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемпе паллӑ. Пӗрремеш кӗнеки, «Добрая книга» ятлӑскер, 2002 ҫулта тухнӑ. Галина Николаевна чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Хӑш-пӗр хайлавӗсем «Капкӑнра» пичетленнӗ.

«Десять аниных секретов» кӗнеке хуплашкиПурӗ 30 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем:

  • «Виктория» (2004)
  • «Десять аниных секретов» (2005)
  • «Мир начинается с меня» (2005)
  • «Ордем» (2006)
  • ыттисем.


 
Категорисем: Ордем Гали
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

cbkmdf тӳрлетнӗ, информацие 2014-07-07 15:35:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3527 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org