Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Муркашри тӗп район пульници

Муркашри тӗп район пульнициМуркашра вырнаҫнӑ пульница.

Истори

Муркашри тӗп район пульницин кун-ҫулӗ 1923 ҫулта уҫнӑ фельдшер пунктӗнчен пуҫланать. 1930 ҫулта ялти тухтӑр участокне йӗркеленӗ, стационар вӑл вӑхӑтра пулман. 1933 ҫулта 25 вырӑнлӑ пульница туса лартнӑ. 1950 ҫулта вырӑн шучӗ 50 ҫитнӗ — ун валли уйрӑм йывӑҫ ҫуртсем лартнӑ пулнӑ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пульница валли котельнӑй хатӗрленӗ, шыв кӗртнӗ. Каяш шывне юхтарса ямашкӑн канализаци тунӑ пулнӑ. 1967-1968 ҫулсенче йывӑҫ амбулатори ҫуртне хута янӑ.
1975 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп пульница валли 3 хутлӑ ҫурт никӗсне хывнӑ. 1982 ҫулта вӑл ҫурта хута янӑ — унта 18- ҫын валли вырӑн пулнӑ, поликлиника вырнаҫнӑ. Ҫурта хута янӑ май унта ача-пӑча, хирург, терапевт, родильнӑй тата функционаллӑ тӗрӗслев уйрӑмӗсем уҫӑлнӑ.


 
Категорисем: Муркаш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-12-04 18:35:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2262 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org