Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Резников Михаил Сергеевич

Резников Михаил Сергеевич — политик, депутат, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Казах ССРӗн Кустанай облаҫӗнчи Бановка посёлокӗнче ҫуралнӑ. 3 ача ашшӗ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1974 ҫулта «Фёдоровский» совхоза тракторист пулса вырнаҫнӑ. Вӑл ҫулах института вӗренме кӗнӗ.

1979 ҫулта Челепери ял хуҫалӑхӑн механизаципе электрофикаци институтӗнче «Ял хуҫалӑхӑн механизацийӗ» специальноҫпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1979–1990 ҫулсенче ҫак институтра тӑрӑшнӑ. Малтан тӑпра хатӗрлекен тата акакан машинсен кафедринче кӗҫӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн аслӑ ӑслӑлӑх сотрудникӗ, аспирант, ассистент пулнӑ. 1990 ҫулта ӑна Челепи хулинчи «Импульс» кооперативӑн председателӗ пулма шаннӑ. 1993 ҫулта ҫак кооператив «Импульс» производствӑпа коммерци фирми» ХТАО пулса тӑнӑ. 1995–2001 ҫулсенче Челепери «Фейерверк» ХТАО (каярах — АХО) директорӗ вырӑнне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнне «Сигнал» унитарлӑ федераллӑ патшалӑх предприятире тупнӑ — 2001–2003 ҫулсенче кунта вӑл производствӑпа сбыт директорӗ пулса ӗҫленӗ.

2003 ҫулта ӑна В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти прозводство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ. 2004 ҫултанпа — ҫак предприятин тӗп директорӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

2012 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2015 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ӑна депутат ӗҫне пӑрахса Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне лартнӑ.

2016 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин транспорт министрне лартнӑ.

Хисепӗсем, чысланисем

Михаил Сергеевича «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн II ступенӗпе чысланӑ. Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхпа технологи тӗлӗшӗнчи премийӗн лауриачӗ.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-06-03 19:04:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1702 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org