Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Игнатьев Михаил Васильевич

Игнатьев Михаил ВасильевичИгнатьев Михаил Васильевич — чӑваш политикӗ. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ.

Икӗ ача пур — Иван тата Мария.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти энергетика техникумӗнче, Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче, Мускаври потребетель кооперацийӗн институчӗн Шупашкарти уйрӑмӗнче, Атӑлпа Вӗтке патшалӑх хӗсмечӗн академийӗнче ӑс пухнӑ.

1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗн пуҫлӑхне суйланнӑ. 2002 ҫултанпа Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ.

2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Чыславсем, наградӑсем

  • ЧАССР Аслӑ Канаш Президицумӗн Хисеплӗ грамоти (1992);
  • «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнишӗн» медаль (2002);
  • Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх Министерствин Хисеплӗ грамоти (2003);
  • Раҫҫей Федерацийӗн гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен тата ҫунҫанталӑк инкекне сирессин Министерствин Хисеплӗ грамоти (2003);
  • Раҫҫей ИӖМӗн «Тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр ҫинчи паллӑ (2004);
  • Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх Министерствин Хисеплӗ грамоти (2005);
  • «Раҫҫейӗн агропрошышленность комплексӗн аталану ӗҫӗсемшӗн» ылтӑн медаль (2005);
  • «Физкультурӑпа спорт аталанӑвӗнче палӑрнишӗн» Хисеп палли (2006);
  • «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнишӗн» медаль (2007);
  • «Ял хуҫалӑхри ӗҫсемшӗн» медаль (2007).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 00:08:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14005 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org