Любовь Васильевна Мартьянова 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ.
Любовь Мартьянова 1986 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ.
Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991).
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |