Макар Хури (Ильин Макар Гордеевич) — чӑваш сӑвӑҫи. 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Паланкассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
ҪП пайташӗ.
Шупашкар педтехникумӗнче, Мускав Литинститутенче вӗреннӗ. Учительте, хаҫат-журнал редакциӗсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Пӗрремӗш сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче тата «Чӑваш коммунӗ» , «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсенче пичетленнӗ.
«Сӑвӑсем» (1954), «Ҫул парни» (1956), «Ҫӑкӑр» (1959), «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1964) тата ытти кӗнекесем кӑларнӑ. Пурӗ 10. Вырӑсла тухнисем те пур — 1961 ҫулта «Стихи и поэмы» кӗнеке пичетленнӗ, унта вырӑсла куҫарнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Макар Хури тӑлмач пек те паллӑ. Вӑл ҫармӑс, вырӑс, тутар, пӑлхар ҫыравҫисен хайлавӗсене чавашла куҫарнӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |