Лидия Сарине (чӑн ячӗ Лидия Михайловна Иванова) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1950 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Аслăялта çуралнă.
Метикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн ĕç биографине ача-пăча учрежденийĕсенчен пуçланă, каярах Кинофикаци управленийĕнче, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш калавĕ — «Тăварлă хурăн шывĕ» — 1984 çулта çутă курнă. Унтанпа республикăри хаçат-журналта тăтăш пичетленсе тăрать.
Лидия Сарине аслисем валли те, кĕçĕн çулхи ачасем валли те çырать.
Унăн кĕнекисем: «Таврăн, савниçĕм» (1992), «Шурă пăрахут» (199З), «Сенкер каçсем» (2000), «Чĕрĕп инке» (2002) т.ыт.те.
1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. 2003 çулта ăна Раççей писателĕсен союзĕн Хисеп грамотине парса чысланă.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |