Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Никитин Ефим Никитич

Никитин Ефим Никитич (Кӗлпук Мучи) — чӑваш драматургӗ, паллӑ артисчӗ. 1912 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1953 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артист ятне, 1968 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, 1975 ҫулта РСФСР халӑх артисчӗ ятне тивӗҫнӗ. 1972 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗнче вӗреннӗ. Каярахпа Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, Иккӗмӗш колхоз чӑвашӗсен театрне (Комсомольски) ертсе пынӑ. 1943 ҫултанпа тӑхтавсӑр К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылянӑ.

Ӗҫӗсем

Сцена ҫинче унӑн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вӑрланӑ хӗр», «Майлаштарчӗҫ» пьесисене лартнӑ.

«Кукша Иван» — унӑн пӗрремӗш нумай пайлӑ пьеси. Ӑна 1940 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «Хуняма» пьесӑн авторӗ.

Кӗлпук Мучи ятпа ӑна радиоитлекенсен юмахҫӑ пек астӑваҫҫӗ — чӑваш радиовӗпе вӑл «Каҫхи юмах» кӑларӑма ертсе пынӑ.

Пичетленнӗ кӗнекисем

Ефим Никитин 15 пьесӑпа 12 кӗнеке авторӗ.

  • «Вӑрланӑ пике» (пьесӑсем, 1980);
  • «Ефим Никитин. Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» (очерк, пьесӑсем, 1999);

Каҫӑсем


 
Категорисем: Кӗлпук Мучи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-08 15:13:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5970 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org