Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кулӑшсен 3-мӗш пайӗ

Пӳлӗмре студентсем калаҫаҫҫӗ:

— Атя сысна туянатпӑр. Аш-какай, салӑ пулать! — тет пӗри.

— Эсӗ мӗн? Пыльчӑк, шӑршӑ...

— Темех мар, хӑнӑхать.

- - - - - -

Пӗри тухтӑр патне кӗрет те хӑйӗн нушине пӗлтерет:

— Мана арӑм улталать, анчах мӑйракасем темшӗн ӳсмеҫҫӗ.

— Ара халап кӑна-ҫке вӑл, вӑлтса калани.

— Тӗрӗсех-и? — шанӑҫсӑр ыйтать арҫын.

— Суймастӑп.

— Ну вара пысӑк тав сире! Эп вара кальци ҫитмест тесе шутланӑччӗ.

- - - - - - -

Ресторанта. Официант:

— Ырӑ кун пултӑр! Мӗн ҫиесшӗн эсир?

— Ав, кӗтесре ларакан ҫав ҫын мӗн ҫиет, ҫавна парӑр.

— Каҫарӑр та, май ҫук. Памасть вӑл.

- - - - - - -

— Паян Лекҫей манран пилӗксӗр тенкӗ кивҫен ыйтрӗ. Мӗнле, пама юрать-ши?

— Пар, пар.

— Ҫынни шанчӑклӑ эппин?

— Уншӑн мар-ха... Эсӗ памасан вӑл манран ыйтма пултарать.

- - - - - - -

Икӗ тус шыв хӗрринче пулӑ тытса ларнӑ. Сасартӑк вӗсен умне инспектор пырса тӑнӑ. Ҫӑв вӑхӑтрах пери тарма тытӑннӑ. Инспектор ҫакна курсан — хӑвалама тапратнӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупсан хайхине хӑваласа ҫитнӗ.

— Удостоверени кӑтартӑр! — ыйтнӑ инспектор.

Лешӗ кӑтартнӑ.

— Сирӗн кунта пурте йӗркеллех-ҫке, мӗншӗн тартӑр вара?

— Ман юлташӑн удостоверени ҫукччӗ ҫав.

- - - - - - -

— Эсӗ питӗ хитре те ӑслӑ хӗрарӑма качча илни пирки пӗлтӗм эпӗ.

— Кам каларӗ?

— Арӑму.

- - - - - - -

— Тин паллашнӑ хӗрпе пӗрремӗш тӗлпулу ӑнӑҫлӑ иртрӗ-и?

— Ҫурма ӑнӑҫу пулчӗ.

— ?!

— Эпӗ тухрӑм ун патне, вӑл — ҫук.

- - - - - - -

Арӑмӗ тутлӑн ҫывӑракан упӑшкине лӑскать:

— Хӑвартрах вӑран! Эс ҫывӑрттаракан эмел ӗҫме маннӑ.

- - - - - - -

— Банкомата мӗнле ҫӗмӗрме пулать-ши?

— Ноутбукпа йывӑр мӑлатук илетӗн, банкомат патне пыратӑн та мӑлатукпа ҫӗмӗрме пуҫлатӑн. Ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн укҫана пуҫтаратӑн та хӑвӑрт шӑвӑнатӑн.

— Ноутбукӗ вара мӗн тума кирлӗ?

— Ноутбуксӑр мӗнле хакер вара эсӗ?!

- - - - - - -

Кӳлленчӗк хӗрринче пулӑҫ ларать. Ун патне хайхи юнашар ялти ҫын килет те ыйтать:

— Мӗнле, пулӑ кӗрет-и? Эсир кунта ларнине эпир час-часах куратпӑр.

— Ҫук, кӗмест.

— Хм... Кунта пулӑ нихӑҫан та пулман…

— Чӑнах-и?

— Чӑн та ҫапла...

Пулӑҫ шухӑша каять…

— Икӗ ҫул каяллах ун пек шухӑш пуҫа кӗнӗччӗ-ха… Пилӗк ҫул ҫӳресе те пӗр пулӑ та тытаймарӑм вӗт!

- - - - - - -

Пасарта. Тавар туянакан сутуҫӑран ыйтать:

— Сирӗн пӗтӗмпе миҫе чӑх?

— Улттӑ.

— Вӗсенчен чи ваттисене виҫҫӗшне суйлӑр-ха!

Сутуҫӑ хаваспах виҫӗ чӑхха суйласа илет:

— Халех! Илсе кайма курупка кирлӗ-и? Е хӑвӑрӑн пур?

— Ан васкӑр-ха! — тет туянакан хӑйӗн курупкине кӑларса. — Кусене хӑварӑр, мана ытти виҫҫӗшне парса ярӑр.

- - - - - - -

— Ҫынсен ытла та ӑнланма йывӑр.

— Мӗншӗн?

— Хӑвах пӑх ара: хӑнана кайсан ӗҫме пӑрахрӑм тесен сана пурте черкке сӗнесшӗн. Вӑйпах сӗнеҫҫӗ тата!

— Ӗненмеҫҫӗ пуль?

— Кам пӗлет… Е тепӗр тӗслӗх… Пӗрре типӗ тытрӑм. Хӑнана кайрӑм та… Мӗн тетӗн? Вӑйпах кӑлпасси тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ!

— Пулкалать ун пекки…

— Пулкалать тетӗн… Ӗнер юлташ патӗнче хӑнара пултӑм. Укҫа ҫук тетӗп, кӗсье тӗпӗ шӑтӑк тетӗп… Мӗн тетӗн? Никам та пӗр пус та сӗнмерӗ! Тем тесен те ҫынсене ӑнланма йывӑр…

- - - - - - -

Арҫын патне арӑмӗ шӑнкӑравлать:

— Ваҫли, кил хӑвӑртрах киле! Кунта тӗпелте тем мӑнӑш шӑши чупать!

— Ленук, чунӑмҫӑм, пултараймастӑп, ӗҫре эпӗ! Барсика яр унта.

— Пултараймас! Барсик ман пуҫ ҫинче, уйӑраймастӑп!

- - - - - - -

Виҫҫӗн тӗл пулнӑ. Американ калать:

— Пирӗн патра, Америкӑра, ӗнене пусиччен ӑна малтах симфони итлеттереҫҫӗ. Ҫапла вара ашӗ питӗ ҫемҫе пулать…

Хрантсус ӑна хуравлать:

— Пирӗн вара ӗнесене тӳрех электричествӑпа вӗлереҫҫӗ. Вӗлернине туймаҫҫӗ те ҫавна май ашӗ ҫемҫе…

Вырӑсӗ ӗнсине хыҫкаларӗ тет те калать:

— Эп лавккана кӗретӗп те унта вара ури таврашӗ, мӑйраки, хӳри выртать. Пӗлместӗп… Пирӗн ахӑртнех сирпӗтеҫҫӗ пулас!

- - - - - - -

Хупахра иккӗн тӗл пулнӑ.

— Ну, Кӗркури, мӗнле чупатӑн? Мӗн ҫӗнни пур? Эсӗ тепре авланнӑ теҫҫӗ.

— Аха, Тыркассен Надюшне качча илтӗм.

— Тӑхта-ха, аппӑшӗ, Тарье, сан арӑму марччӗ-и?

— Ҫапла. Хунямана пӗрре хӑнӑхрӑм та улӑштарас темерӗм!

- - - - - - -

Икӗ кӳршӗ тӗл пулаҫҫӗ.

— Витали, сана кунашкал кам хӗнесе пӗтернӗ вара? Палласа та илме ҫук!

— Ну, мӗнле калас… Тапӑнчӗҫ те хӗнесе тӑкрӗҫ, укҫана туртса илчӗҫ…

— Эс вӗсене сӑнран та пулин астуса юлтӑн пуль?

— Мӗн астуса юласси унта? Хам хунямапа арӑма паллатӑпах ӗнтӗ...

- - - - - - -

Критик режиссера калать:

- Ӗнер сирӗн спектакль премьеринче пултӑм. Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм.

- Постановка ҫав тери чуна витерчӗ-и?

- Ҫук. Спектакль вӑхӑтӗнче ҫывӑрса тӑраннӑ.

- - - - - - -

Самолёт анса ларма хатӗрленет. Сасартӑк салона стюардесса чупса кӗрет:

— Сирӗн хушӑра пилот ҫук-и?

Салонра шӑп.

— Тен, космонавт пур, е лётчик?

Халӑх ним чӗнмесӗр ларать. Аптӑранӑ енне стюардесса:

— Прокурор пулсан та каять… — тет.

Салонра малтанхи пекех халӑх шӑп-шӑпӑрт ларать. Ҫак самантра хыҫалти ретрен пӗри алӑ ҫӗклет:

— Эпӗ... Эпӗ кӑштахрах ҫӗрулми мӗнле лартмаллине пӗлетӗп…

- - - - - - -

Урокра:

— Мария Ивановна, алгебра вӗренни пире мӗн тума кирлӗ? Пурнӑҫра кирлӗ пулӗ-и?

— Петров! Ак вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитӗн те, ачусемпе урок тума ларсан мана аса илӗн!


 
Категорисем: Кулӑшсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-05-12 18:34:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6000 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем