Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кам тӗп тунӑ Ҫеҫпӗле — чӑнне Турӑ ҫеҫ пӗлет

Сӑвӑҫ тарӑн йӗр хӑварнӑ
Хамӑр халӑх асӗнче,
Ҫук, манмастпӑр вут-кӑварлӑ
Ҫӗнӗ кун ҫынни ҫинчен.

Пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтараҫҫӗ
Сӑвӑҫӑн еткерлӗхне,
Кӗл тӑваҫҫӗ, пуҫ таяҫҫӗ
Аякри вил тӑприне.

Пирӗн ӗмӗр васкаварлӑ
Манӑҫа тухни тем чуль,
Ҫав тери этем каварлӑ
Туслӑха ҫухатнӑ чух.

Тепӗр чух, пурте пӗлетпӗр,
Пуҫлӑхсен турти кӗске,
Сӑвӑҫӑн ятне-сумне те
Варалама пӑхаҫҫӗ-ҫке.

Остерта текех ытарлӑн
Вуламаҫҫӗ Ҫеҫпӗле,
Палӑкне таҫта пытарнӑ,
Шкулӗн ячӗ ҫӗнӗллӗ.

Теприсем, ав, куҫарасшӑн
Шӑм-шакне Чӑваш Ене.
Ан хускатӑр-ха, тархасшӑн,
Вилнӗ ҫыннӑн канӑҫне!



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-26 13:11:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2701 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org