Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ильин Аврамий Ильич

Ильин Аврамий Ильич — чӑваш актёрӗ. 1911 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗнче ҫурлнӑ. 1983 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Аврамий Ильич тӗрлӗ театрсенче вӑй хунӑ: Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче, радиокомитет ҫумӗнчи вокал ансамблӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Ӗҫӗсем

32 ҫул хушшинче сцена ҫинче 150 ытла сӑнар калӑпланӑ. Чи паллисем:

  • Старостин инженер (Л. Бочинӑн «Топайӗнче»);
  • Кӑмпа-патша (E. Никитинӑн «Кукша Иванӗнче»);
  • Хрюкин (А. Чеховӑн «Хамелеонӗнче»);
  • тата ыттисем.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Ильин Аврамий Ильич
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-08-15 23:23:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2659 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org