Караттай Иван Михайлович (чӑн хушамачӗ Каратаев) — чӑваш сӑвӑҫи. 1905 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ. 1946 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Етӗрнери педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, унтан суранланса таврӑннӑ.
Сӑввисем Шупашкарта, Самарта, Мускавра тата Хусанта тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн сӑввисем «777-мӗш поэт» кӗнекере тухнӑ.
Кулакла шухӑшсем сарать тесе ӑна пичетлеме чарнӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |