Вашки Иван Никифорович (чӑн хушамачӗ Никифоров) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ. 1914 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар уесӗн (халӗ Куславкка районӗ) Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.
1941-1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттарлӑх кӑтартнӑшӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (2 степ.), медальсемпе чысланӑ.
«Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Чӑвашла А.Островский, А.Крон пьесисене, С. Маршак, М. Исаковский тата ыттисен сӑввисене куҫарнӑ.
Пурӗ 8 кӗнеке кӑларнӑ. Паллӑраххисем:
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |