Зоя Сывлӑмпи (Алексеева Зоя Леонидовна) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1960 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тури Ҫӗрпӳкассинче ҫуралнӑ.
Вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкарта профтехучилище, электромеханика техникумӗ пӗтернӗ, приборсем тӑвакан заводра ӗҫленӗ. 1987 ҫултанпа — «Чӑвашкабель» заводра лаборант-сӑнавҫӑ.
Унӑн сӑввисем Чӑваш Ен хаҫат-журналӗсенче пичӗтленеҫҫӗ. 2002 ҫулта «Чӗрери хӗлхем», 2005 ҫулта «Тумлам пек тӑлӑх кӑмӑл», 2007 ҫулта «Мечта и явь» (Вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ), 2010 ҫулта «Кун-ҫул шӑрҫи» сӑвӑсен пуххисем пичетленсе тухнӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |