Вӑрмар районӗ, — Чӑваш Енӗн районӗ, ҫӳрҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ. 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче туса хунӑ. Ҫӳрҫӗр енче 
Куславкка районӗпе, ҫӳрҫӗр-хӗвеланӑҫ енче 
Ҫӗрпӳ районӗпе, хӗвеланӑҫ енче 
Канаш районӗпе, кӑнтӑр енче 
Тӑвай районӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Районӑн хӗвелтухӑҫ енче 
Тутарстан Республики вырнаҫнӑ. Ҫӳрҫӗртен кӑнтӑралла 32 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ, хӗвелтухӑҫ енчен хӗвеланӑҫ енне — 33 ҫухрӑма. Район лаптӑкӗ — 598,3 км2. Район администрациӗ 
Вӑрмарта вырнаҫнӑ.
Паллӑ ҫыннисем
-  Алентей Василий Степанович, ҫырӑвҫӑ.
 -  Алентей Григорий Тимофеевич, сӑвӑҫ, прозаик.
 -  Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи.
 -  Кабаков Геннадий Германович, ҫыравҫӑ.
 -  Казанов Аркадий Петрович, прозаик, сӑвӑҫ.
 -  Павловская Ангелина Ивановна, ҫыравҫӑ.
 -  Рзай Виктор Ефремович, ҫыравҫӑ.
 -  Туртуш Вениамин Иванович, чӑваш сӑвӑҫи.
 -  Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи.
 -  Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси.
 
...тӗплӗнрех
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
  
     
 Статья каҫми :: 
Пичет версиӗ 
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-06-08 21:47:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 33174 хут пӑхнӑ.