Вӑрмар — Вӑрмар районӗн тӗплӗхӗ.
Вӑрмар хула евӗрлӗ посёлок шутланать, Мускавран Хусан ҫитерекен чукун ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ.
Вӑрмар посёлокӗ чукун ҫул тума пуҫланӑ хыҫҫӑн никӗслене пуҫланӑ.
1917 ҫулхи пӑлхавӑрччен Вӑрмар Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. 1926 ҫулта вулӑс тӗплӗхӗ пулса тӑнӑ. 1927 ҫулта, районсене йӗркелесен посёлока район тӗплӗхӗ туса хунӑ.
2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх посёлокра 5,7 пин ҫын пурӑннӑ. Ытти ҫулхи кӑтартусем: 1906 ҫул — 70 ҫын; 1912 — 168 ҫын; 1969 — 2,4 пин ҫын; 1979 — 4,7 пин ҫын; 1989 — 6 пин ҫын; 2002 — 6,3 пин ҫын.
Вӑрмарта пӗр вӑтам шкул, тӑватӑ ача пахчи пур.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |